Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар районӗнчи Хосантайра пурӑнакансем ялти пӗчӗк юханшыв таса марришӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат пӗлтернӗ.
Хосантай ялӗпе юхса иртекен пӗчӗк юханшыв юлашки вӑхӑтра ҫуллӑ-хура тӗсленсе кайнӑ.
«Юханшыв иккӗмӗш кун ӗнтӗ мазутлӑ. Вӑл ялти пӗвене лекет. Ним те тумасан вӑл Ункӑ юханшывне юхса ҫитет, кайран Атӑла юхса тухать», — пӑшӑрханаҫҫӗ канӑҫсӑр чунлӑ ял ҫыннисем.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫри кӗске хыпарта мазут ялти юханшыва ӑҫтан лекнине каламан. Ку ыйтӑвӑн хуравне яваплӑ специалитсем ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртма пултарӗҫ.
