Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини Республикӑн ача-пӑча пульницин йышӑну пӳлӗмӗ патне кӗреймен. Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ сиплев учрежденийӗ шлагбаумӗ патне «В008СВ 21» номерӗллӗ Kia Rio машинӑна лартса хунӑ.

Тухтӑрсен йывӑр чирлӗ ачана юр ашса йӑтса кӗме тивнӗ.

Ҫав пӑтӑрмах хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе патшалӑхӑн автоинспекцине те явӑҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнчи Киря поселокӗнче пулнӑ пушарта кил хуҫи хӗрарӑмӗн 13-ри хӗрӗ шар курнӑ. Ачан аллисем пиҫсе кайнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Специалистсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗр юсавсӑр пулнӑран тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Шупашкарта ашшӗпе ывӑлӗ хирӗҫсе кайнӑ. Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ: ывӑлӗ ашшӗне вилмеллех амантнӑ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче каҫхине 39 ҫулти арҫын ашшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Кӗҫӗнни аслине ҫӗҫӗпе сулахай пӗҫҫинчен чикнӗ. Ашшӗ вилмеллех аманнӑ – вӑл ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.

39-ти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_266318
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта 33-мӗш автобус ҫул ҫитмен 3 ача ҫине пырса кӗнӗ. Ку Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑну патӗнче 17:13 сехетре пулнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 64 ҫулти водитель ҫанталӑка пула хӗрлӗ светофор умӗнче вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗреймен те ҫул урлӑ каҫакан хӗрачасем ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсене медпулӑшу панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Телеграмри t.me/ufsin21 каналтан илне сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/ufsin21 каналтан илне сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри 1-мӗш следстви изоляторӗнче ларакан упӑшкине унӑн арӑмӗ сигаретпа наркотик пама тӑнӑ. Наркотиклӑ хӗрарӑма ҫав япалана тупса палӑртма хӑнӑхтарнӑ «Альфа» ятлӑ йытӑ пулӑшнӑ.

Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш пайӗн 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ufsin21/2413
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.

2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.

Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Улатӑрта 15-ри хӗрача ҫул урлӑ каҫма тӑрсан аварие лекнӗ. Инкек Мускав урамӗнчи 130-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ.

Хӗрача «зебра» урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Вӑл правана нумаях пулмасть кӑна, чӳк уйӑхӗнче, илнӗ. Апла пулин те хытӑ ҫӳренӗшӗн тата ыттишӗн административлӑ йӗркене 23 хут пӑсса ӗлкӗрнӗ.

Хӗрача суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_266108
 

Ҫурт-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тӳре-шара чикансене муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче хӑйсем тӗллӗн туса лартнӑ хуралтӑсене сӳтме ыйтнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: Алькешри Гоголь, 1-мӗш Кӑнтӑр, Аялти, 2-мӗш Аялти урамсенче хӑй тӗллӗн туса лартнӑ 32 хуралтӑна шута илнӗ иккен. Тӳре-шара вӗсен хуҫисене кӑмӑлпа сӳтмесен ирӗксӗр сӳтесси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальлӗхе 6-шне сӳтнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри МЧС сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри МЧС сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лапсарта лавкка ҫуннӑ.

Суту-илӳ точки унти Совхоз урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл ҫурт — ҫынсем пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫурт.

Электричество пӑралукӗнче кӗске замыкани пулса иртнӗрен мачча ҫинчи светильник сиенленнӗ. Пушара лавккара ӗҫлекенсем хӑйсемех сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Никам та шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Вӑл «Volkswagen Transporter» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре икӗ ҫын аманнӑ.

Инкек хулари Энтузиастсен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тӗлӗнче ирхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини умри автомобиль патне ытла ҫывӑха пырса кӗнӗ.

Инкекре ҫамрӑк фельдшер пӗҫҫине ыраттарнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пульницӑна илсе кайма тухнӑ арҫын-пассажир вара инкек хыҫҫӑн сылтӑм ура ыратать тесе каланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 460
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй