Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет иртсен Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑмра Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫленӗ Александр Яковлев пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Саша Яковлева пӗлекенсем ун пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ пулӗ. Ашшӗсӗр ӳснӗскер пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ чухне те вӑл пурнӑҫ пиркиех шухӑшланӑ. Вакун пушатма каҫсерен ҫӳренине вӑл каласа пани те асрах.
Операторта ӗҫлеме пуҫласан та Саша пӗр вырӑнта ӗҫленипех ҫырлахман — укҫа тума тӑрӑшнӑ май хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхӗпе усӑ курса туйсемпе тӗрлӗ уявсенче фото- тата видео ӳкернӗ. Хӑйӗн студине те уҫнӑччӗ вӑл. «Калаҫма пӗлнинчен нумай килет. Ҫак стакана пӗри 10 тенкӗпе те сутаймасть, эпӗ 100 тенкӗпе ярӑнтарма пултаратӑп», — шӳтлесе те чӑнласа каланӑччӗ вӑл пӗринче.
Пушарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Саша малтан хӑйӗн ватӑ тӑванне илсе тухнӑ, амӑшӗ патне кӗрсен вӗсен тухма май килмен...
АВН | 17 |
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колони ҫуннӑ. Пушар авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ.
Каҫхи 9 сехетре ҫулӑм алхасма тытӑнсан васкавлӑ медпулӑшу тата МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм отрядсенчен пӗрин тӑрринче тухнӑ. Пушара асӑрхасанах айӑпланнӑ ҫынсене тепӗр пӳлӗме куҫарнӑ.
21 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Телее, учреждени ӗҫченӗсем те, айӑпланнӑ ҫынсем те шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, 3-мӗш юсанмалли колонире пушар пӗрремӗш хут тухман. Унччен те унта унашкалли пулнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта пурӑнмалли пӗр хутлӑ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вута сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм виллине тупнӑ.
Шар курнисенчен пӗри 66-ра пулнӑ, тепри — 93-ре. Инкек вӑхӑтӗнче, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кил хуҫи арҫынӗ мунча хутма тухнӑ. Ҫӑвӑнмалли ҫав ҫурта пӳрт ҫумӗнче, ҫенӗкпе юнашар пулнӑ. Пушар ҫавӑнта тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Икӗ хӗрарӑм сӗрӗмпе шар курма пултарнӑ. Ҫапах та пысӑк инкекӗн тӗп сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ. Вӗсем ӗнерех тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пушар сӑлтавӗ хальлӗхе темиҫе те пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май, вутра кӳршӗсен пӳрчӗ те шар курнӑ. Икӗ хуҫалӑхӑн та хуралтисем ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Эльгер урамӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пиллӗкмӗш хутри хваттерсенчен пӗринче пушар тухнине асӑрханӑ. Алӑк питӗрӗнчӗкне пула ҫулӑма сӳнтерме ҫӑлавҫӑсем чӳречерен кӗнӗ. Вутра виҫӗ пӳлӗмрен пӗри кӗлленнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем диван ҫинче хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 46 ҫулти хваттер хуҫи пулнӑ. Унта вӑл пӗчченех пурӑннӑ.
Хӗрарӑм мӗнле вилнине палӑртас тесе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Хваттерте пирус туртнине пула пушар тухман-ши, хӗрарӑм сӗрӗмпе вилмен-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать, тӗрлӗ экспертиза ирттерсе пушар тата вилӗм сӑлтавне палӑртӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫӑнӑх складне сиенлетнӗ.
Шатракассинчи складра ҫулӑм ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем унпа 20 минут кӗрешнӗ. Юрать, кӳршӗ склада сыхласа хӑварма май килнӗ. Унта тырӑ упраннӑ.
Пушарта 30 тонна ҫӑнӑх ҫунса кайнӑ. Ку тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашать.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал республикӑра 549 пушар тухнӑ, ҫулӑм пӗтӗмпе 54 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Тата хӑрушӑраххи – пушарта 38 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ. 129 ҫынна пушарта ҫӑлма май килнӗ.
2014-мӗш ҫулта пирӗн республикӑри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӗсмӗлте (Октябрьскинче) пурнакан 10 ҫулхи Ольга Ярисова пушар вӑхӑтӗнче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ.
Пушар вахӑтӗнче хӑйӗн тӑван йӑмӑкӗсене ҫӑлса хӑварнӑ.
Чӑваш наци телевиденийӗн сюжечӗ шӑпах ҫавӑн ҫинчен.
Сюжет — вырӑсла. Ҫав темӑпах чӑвашла сюжет кӑларнипе кӑларманни пирӗншӗн паллӑ мар.
Вырӑсла-тӑк вырӑсла пултӑр эппин. Анчах та паттӑрӗ — чӑваш ачи. Каларӑмӑр ӗнтӗ, вуннӑра ҫеҫ. Телевизионщиксен передачинче вӑл та, ытти персонажсем те шарлантарса ҫеҫ вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ҫакӑ мана пӗрре те савӑнтармарӗ.
Ҫамрӑк ача паттӑр ӗҫ тунӑ! Эппин ӑна ҫавна кура та пулин камерӑсем умӗнче чӑн чӑвашла калаҫма май туса памалла пулнах! Нивушлӗ телекуравра ӗҫлекенсенчен нихӑшӗн пуҫне те ҫак ансат шухӑш пырса кӗмен? 10 ҫулхи ачапа та ҫапла пулса тухать пулсан, аслисем тӗлӗшпе мӗн каламалли пур? Ачасенне те хӳтӗлемеҫҫӗ пулсан, аслисен чӗлхе прависене хӳтӗлӗҫ-ши?
Кайран вара хамӑр чӑваш халӑхӗн йышӗ ҫур мӗльюн чухлӗ чакнинчен тӗлӗненҫи тӑватпӑр.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ҫурла уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пур.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн тӑваттӑмӗш класӗ вӑйра пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула пушарсем тухма пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ятарлӑ режима вӑя кӗртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, вӑрмансенче, вӗсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче пӗҫерме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене явап тыттараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пушар алхаснӑ. 40 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче йывӑҫ сарай тата 11 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ. Ҫитменнине, кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Юрать, МЧС ӗҫченӗсем ҫулӑма кӳршисен ҫурчӗ ҫине куҫма паман.
Ҫав кунах Комсомольски районӗнчи пӗр ялта та пушар тухнӑ. 64 ҫулти арҫыннӑн килӗнче электропралука пула ҫулӑм алхаснӑ. Унта сарай ҫуннӑ, 5 тонна ытла утӑ пӗтнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ.
Иртнӗ талӑк хушшинче Инҫет Тухӑҫри вӑрмансенче 12 ҫӗнӗ пушар тухнӑ, пурӗ 14 пин гектар кӗлленнӗ. Вӑрман хуҫалӑхӗн федераллӑ агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 91 пушар алхасать: 76 — Якутинче; 13 — Хабаровск тӑрӑхӗнче; пӗрер — Сахалин тата Магадан облаҫӗсенче.
Вут-ҫулӑма пурӗ 740 ҫын кӗрешет, 81 техникӑпа тата 5 самолетпа усӑ кураҫҫӗ.
Пушарсемпе кӗрешекенсем ӗнер 12 вырӑна сӳнтернӗ, тата тепӗр ҫитмӗл тӑххӑрӑшӗ халӗ те ҫунаҫҫӗ: Саха Республикинче — 79; Хабаровск тӑрӑхӗнче — 13; 4 — ытти облаҫсенче. Инҫет Тухӑҫри вӑрмансенче кӑҫал пурӗ 1579 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 1 млн 162 пин гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан — ытларах. 2016 ҫулта ҫак вӑхӑт тӗлне Инҫет Тухӑҫра 1088 вӑрман пушарӗ ҫеҫ тухнӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |