Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӗтӗм-сӗрӗм тулнӑ подъездран ҫынсене урама кӑларнӑ. Тӑхӑр ҫын, ҫав шутра пилӗккӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫынсене шар кӑтартаканни пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ тата суд йышӑнӑвӗпе 2 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ку вӑл — тӗпчев пынӑ вӑхӑтлӑха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын пурлӑхне ятарласа сиенлетнӗскере саккун пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма ирӗк парать.