Хулара паян пысӑк пушар сиксе тухнӑ. Ӑна пула Алькешра вырнаҫнӑ 63-мӗш шкул ачисен вӗренме май килмен, вӗсене шкултан кӑларнӑ.
Пушар ҫывӑхри складра тухнӑ. Вӑл хӑвӑрт кӑна юнашар вырнаҫнӑ сӗтел-пукан цехӗ ҫине куҫнӑ, таврара ҫӑра тӗтӗм йӑраланма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 200 тӑваткал метра сарӑлнӑ.
Пушарпа 300 ытла ҫын кӗрешнӗ, сахал мар техникӑпа усӑ курнӑ. 12 сехет тӗлне ҫулӑма ҫӗнтернӗ.
63-мӗш шкулти ачасемпе аслисене вара ҫуртран кӑларнӑ, вӗренӗве чарса лартнӑ. Ачасем ыран та шкула каймӗҫ, вӗренӳ юпан 28-мӗшӗнче кӑна пуҫланӗ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 18 ҫулти ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Шурча ялӗнче ҫулла пурӑнмалли икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Иккӗмӗш хут йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Пӗрремӗш хутра вара, тӗпелте, газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Ҫавна май иккӗмӗш хут урайӗ йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 18 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ.
Ҫав кунах Улатӑрта ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем унтан 50 ҫулти кил хуҫине илсе тухнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен чӗри тапма пӑрахнӑ. Кайран 25 ҫулти кӳршин виллине тупнӑ. Вӑл ун патне кӑнтӑрлах хӑнана пынӑ-мӗн.
Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пируса пула тухнӑ.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап купи ҫунни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах темиҫе хут та пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен каяш купине официаллӑ майпа хупнӑ, анчах вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа хӑшӗсем пӗрех пырса пӑрахма чарӑнман тенӗччӗ.
Темиҫе теҫетке ҫул пухӑнса пынӑ ҫӳп-ҫап утӑ уйӑхӗнче ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӳре-шара каяш вырӑнӗ патне ял ҫыннисене пулми-пулми пыма сӗнменнине те эпир хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Иван Моторин премьер-министр пулнӑ. Вӑл Илпеш патне те ҫитсе килнӗ. Унта ирттернӗ васкавлӑ канашлура яваплӑ ытти ӗҫченпе тата районти тӳре-шарапа ҫулӑма епле сӳнтермеллине сӳтсе явнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче чутах ҫемье ҫунса кайман. Ҫав кун нумай ачаллӑ ҫемьере пушар тухнӑ.
Канаш хулинчи Гагарин урамӗнче ҫӗрле 52 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче мунча, гараж тата пӳрт тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Пушар алхаснине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсем тӳрех кил хуҫисене ҫӑлма чупнӑ.
Пӳртре ун чухне 14 ҫын пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем киличчен вӗсенчен 11-шне ҫулӑмран кӑларма ӗлкӗрнӗ. МЧС ӗҫченӗсем килсен тепӗр 3 ҫамрӑка пӳртрен илсе тухнӑ.
Пушара 1 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫурта тата ун таврашӗнчи хуралтӑсене сыхласа хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакаран тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче, ачасем шкула каяҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ялӗнче вара шкул ачи пушар кӑларнӑ.
81 ҫулти кинемейӗн килӗнче сарай ҫунма тытӑннӑ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑпа тырра ҫийӗнчех ҫулӑм хыпса илнӗ.
Малтанах шӑпӑрлан пушара хӑй сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах кӑлӑхах. Вырана ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗсем патне каҫма паман. Анчах сарай тата икшер тонна утӑпа тырӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Сӑмах май, ҫав кунах ҫӗрле Красноармейски районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула тухма пултарнӑ.
Сосновка поселокӗнче пурӑнакан Надежда Будковӑна ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хӗрарӑма хӑюлӑхӗшӗн тав тунӑ.
Йӑлтах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун йывӑҫ ҫуртра газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ.
Надежда шава илтсе чӳречерен пӑхнӑ, хирӗҫ вырнаҫнӑ пӳртре ҫулӑм ялкӑшнине асӑрханӑ. Ҫурт патне чупса пынӑ ҫӗре чӳрече кантӑкӗсем тухса ӳкнӗ, пӑлтӑрта кил хуҫин ывӑлӗ ҫуннӑ тумтирпе тӑнӑ.
Хӑюллӑ хӗрарӑм ҫунакан ҫурта кӗме хӑраман — пушартан 23 ҫулти каччӑна илсе тухнӑ. Лешӗн ӳчӗн 50 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкскере пульница ӑсатнӑ. Ҫулӑма сӳнтермешкӗн 1,5 сехет кирлӗ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 60 тонна утӑ ҫунса кӗлленнӗ.
Утӑ пӑру ферминчен инҫех мар выртнӑ. Телее, пушарнӑйсем ҫулӑма вите ҫине куҫма паман. МЧСӑн Чӑван Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 180 рулон утӑ электролини айӗнче выртнӑ.
Пушар шӑпах электричество пралукне пула тухма пултарнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗншӗн алхаснине тӗпчеҫҫӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 1 сехетре Шупашкарта темиҫе ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм «Шанхай» микрорайон енчен килнӗ.
Микрорайонта пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем унта тахҫанчченех ҫулӑма сӳнтернӗ.
Аш-какай комбиначӗн урамӗнчи ҫуртсенче пушар ӑҫтан тухнине уҫӑмлатман-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫуртсен ятарласа чӗртсе янӑ. Застройщик малалла ҫӳллӗ ҫуртсем лӑпкӑнах ҫӗклӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Теприсем вара пӗр ҫын мунча хутнӑ теҫҫӗ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ имӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине республикӑри виҫӗ районта аҫа-ҫиҫӗме пула пушар алхаснӑ.
22 сехет иртсен Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Аҫа ҫапсан пӳртпе пӗрле сарай таврашӗ те ҫунма пуҫланӑ. Хуҫалӑх тӗппипех кӗле ҫаврӑннӑ.
Аҫа-ҫиҫӗм Шупашкар районӗнчи Сопаккасси ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫемьене ҫурт тӑррисӗр хӑварнӑ. Телее, пӳртсене ҫӑлма май килнӗ. Унта пушар ирхи 3 сехет хыҫҫӑн тухнӑ.
Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче те 86 ҫулти карчӑкӑн ҫурчӗ аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Ватӑ кил хуҫине ҫулӑмран илсе тухма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар районӗнче каллех ҫӳп-ҫап купи ҫунать. Кун пирки Ирина ятлӑ ҫын «Про Город» редакцине пӗлтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чантӑр ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ мӑкӑрланма тытӑннӑ. Ирина ҫав вӑхӑтра Шупашкарти Чапаев савучӗ патӗнчен Чантӑр еннелле ҫул тытнӑ. Тӗтӗм курсан сисчӗвленнӗ вӑл. Малтанах уй ҫунать е пушар тухнӑ тесе шухӑшланӑ. Каяш купи мӑкӑрланнине курсан пушарнӑйсене шӑнкӑравланӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ пӗвере ҫынсем ним пулман пекех шыва кӗнӗ.
Пушарнӑйсем патне ҫӳп-ҫап ҫунни пирки 20 сехет те 53 минутра хыпар ҫитнӗ. Вӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Пушара вӗсем нумай алхасма паман — тӳрех сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |