Паян, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехет те 5 минутра, Ҫӗмӗрле хулинче нумай хутлӑ ҫуртри пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫак инкеке хӑйӗн куҫӗпе курнӑ халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Пушар тухнӑ самантра кил хуҫи хӗрарӑмӗ килте пулман. Ултӑ ҫулти арҫын ача пӳлӗмре пӗчченех ларнӑ.
Юрать, пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, арҫын ачана ҫӑлас тесе хыпаланнӑ. Вӗсем виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗмрен арҫын ачана чӳречерен кӑларса ятарлӑ пусмапа антарнӑ.
Паян 19:00 сехетсем тӗлне Шупашкарти Тӗп пасара хирӗҫ вырнаҫнӑ коллективлӑ сад лаптӑкӗнчи пӗр ҫурта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ.
Ҫулӑм самай вӑйлӑ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ те асӑрханӑ. Вут мӗнле сӑлтава пула тухнине хальлӗхе паллӑ мар. Ҫавах та ҫӗр лаптӑкӗ Тӗп пасарпа юнашар пулнине шута илсе, тата кунти ҫӗрсен хакӗ пысӑк пулнине пула, пушар тухнин сӑлтавӗ ӑна чӗртсе янинче те пулма пултарать.
Ҫуллахи шӑрӑхра вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хуралланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура ҫурла уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑччӗ.
Шӑрӑхра типӗ курӑк та ҫунать. Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем типӗ курӑк ҫуннине сӳнтерме кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 35 хут тухса кӗнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн 44 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑри клиника больницинче 250 ҫынна пиҫсе кайнинчен сипленӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан пиҫсе шар куракансен шучӗ сахалрах. Ҫапах та пӗр инкек те ҫыншӑн ҫӑмӑллӑн иртмест.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи кил хуҫи шӑратмалли лампӑпа ӗҫленӗ чухне питне пӗҫертсе янӑ. Тухтӑрсем ҫак тӗслӗхре ҫын хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнине палӑртасшӑн. Тимсӗрлӗхе пула инкеке лекекенсем, шурӑ халатлисем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, татах пур.
Вӗри шывпа пиҫсе кайнисем ытларах. Акӑ пӗри мунча кӗнӗ чух пиҫсе кайнӑ. Сивӗ шыв тесе вӗрине ярса илнӗ те хӑй тӑрӑх янӑ. Пӗҫертнӗ вырӑна сиплеме сахалтан та 2 эрне кирлӗ-мӗн.
Пиҫсе каякансен хушшинче ытларахӑшӗ ачасем — ҫулталӑкран пуҫласа 3 ҫулчченхисем.
Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хураллаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисемсӗр пуҫне вӑрман ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ.
Паянтан пуҫласа пирӗн республикӑри вӑрмансенчи пушар хӑрушлӑхӗ IV класпа танлашать. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк хӑрушлӑх — V.
Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех ҫынсене вӑрмана кӗртмӗҫ.
Сӑмах май ҫакна та аса илтерер: ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене ҫирӗп явап тыттарӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ асӑрхаттарать.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 30 ҫулти арҫын Шупашкар урамӗпе утнӑ. Хайхискер пӗр ҫурт чӳречинчен (тахҫан унта кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пулнӑ) тӗтӗм тухнине курнӑ. Арҫын ҫухалса кайман – кантӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ те 2 ҫынна урама илсе тухнӑ.
Пушӑ ларакан пӳлӗме килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тӑтӑшах пухӑннӑ-мӗн. Ҫулӑм тухнӑ кун унта икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсем пульницӑна кайма хирӗҫленӗ, ҫӑлавҫа вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Чӳрече ҫӗмӗрнӗ чухне вӑл суранланнӑ. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницине илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнине пула тухнӑ. Ҫулӑма МЧС ӗҫченӗсем сӳнтернӗ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канашри пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ун чухне пӗр ҫемьен пӗчӗк ывӑлне ҫулӑмран кӑларнӑ.
Пушар картишӗнчи хуралтӑсене тӗп тунӑ, кӳршӗ ҫурта куҫма тытӑннӑ. Унта вара виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Пӗр шӑпӑрлана пушарнӑйсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Амӑшӗ МЧС ӗҫченӗсене тав туса пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, тав тунӑ.
«Пушар вӑхӑтӗнче пурте ҫухалса кайрӗҫ. Урама чупса тухсан пирӗн 6 ҫулти ывӑлӑмӑр картишре тӑрса юлнӑ. Унта вара йӑлтах ҫунатчӗ. Ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑран эпӗ те, упӑшка та ача патне ҫитеймерӗмӗр»,- ҫапла ҫырнӑ Вера Кашинская ҫырӑвӗнче.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен тӳрех тӗтӗм ӑшне чӑмса арҫын ачана шыранӑ. Телее, ӑна урама илсе тухнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, алли пиҫсе кайнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ.
Етӗрне районӗнчи Ҫухра ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӳршин пӳртне чӗртсе янӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Юрать, пушар тухнине вӑхӑтра асӑрханӑ, ӑна ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер кӳршин кил хуҫалӑхӗнчи алӑкне, картапа тата йывӑҫ ҫуртпа сыпӑнтарнӑскере, тивертсе янӑ. Ӳсер хӗрарӑм курайман кӳршин хуҫалӑхне ҫунтарса яма тӗллевленнӗ.
Ҫулӑм алӑка, картана, ҫуртӑн карнизне сиенлетнӗ. Тӑкак 20 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Суд хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн ӗҫе вырнаҫмалла, ҫӗрле килте лармалла, эрех сутакан вырӑнта пулмалла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |