Канаш районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче ялӗнче ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, харӑсах ултӑ ҫурт тата унти дача ҫурчӗсем вутпа сиенленнӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар типӗ курӑка ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» шӑпах ҫавна пула алхаснӑ.
Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук. Ара, вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ мар-и?..
Канаш районӗнчи хӑрушӑ ҫак инкек йӑлари хытӑ каяша е типӗ курӑка тирпейленӗ чух питех те асӑрханмаллине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе парать.
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ.
Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене.
Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ.
Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ.
Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунни пирки пӗлтертӗмӗр. Тӗп хулари «Садовый» микрорайонта та паян кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
16 сехетре пулнӑ ку. Пӗрисем ҫутҫанталӑк лапамӗнче шашлӑк ӑшалама пуҫланӑ. Анчах хайхискерсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман – ҫулӑм типӗ курӑк ҫине куҫнӑ.
Микрорайон ҫывӑхӗнчи уй ҫунма тытӑннине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫулӑм ҫырма тӑрӑх кайнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен асӑрхаттарать: типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть, пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонпа Николай Гастелло урамӗсен хушшинче типӗ курӑк ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе янӑ.
Аслисем ҫакна тӳрех асӑрхаман, 20 минутран кӑна курнӑ. Ҫырма хӗрринче ҫунакан типӗ курӑка вӗсем хӑйсен вӑйӗпе сӳнтернӗ: ҫывӑхри ҫырмаран шыв йӑтнӑ.
«Аслисем ачасене ҫулӑмран аяккарах илсе кайрӗҫ те витре шырама пуҫларӗҫ. Икӗ е виҫӗ ҫын ҫырмаран шыв йӑтса ҫунакан курӑка сӳнтерме тытӑнчӗ», - ҫапла каласа панӑ халӑх корреспонденчӗ.
Юрать, ҫулӑма аслисем сӳнтернӗ, унсӑрӑн шар курасси те инҫех мар. Ара, ҫывӑхра нумай хваттерлӗ ҫуртсем пур вӗт.<s></s>
Ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Улатӑр районӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимне палӑртнӑ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тата хула пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов алӑ пуснӑ.
Юлашки вӑхӑтра районта пушар тухнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Унта типӗ курӑк ҫунтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ав паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫапларах хыпар ҫырнӑ: иртнӗ талӑкра Улатӑр районӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ 5 тӗслӗх пулнӑ.
Йышӑннӑ режим пуҫлӑхсем ӑна пӑрахӑҫличчен тӑсӑлӗ. Унччен вара асӑннӑ муниципалитетра кӑвайт чӗртме, парксенче, ҫуртсен ҫывӑхӗнче, дачӑсенче, вӑрманпа тата ял хуҫалӑх культури акнӑ хирсемпе юнашар территорисенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене штраф тӳлеттерӗҫ.
«Республикӑра пурӑнакан хисеплӗ ҫынсем! Кӑвайт ан чӗртӗр, ҫӳп-ҫап, каяш, кил-ҫурт ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ан ҫунтарӑр. Автомобиль чӳречисенчен сӳнтермен пирус тӗпӗ, шӑрпӑк ан пӑрахӑр. Вӑрманта, ялсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнӑр», - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Сӑлтавӗ пур. Халӗ ҫынсем типӗ курӑк ҫунтараҫҫӗ. Ку вара хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ку таранччен ведомство специалисчӗсем типӗ курӑк сӳнтерме 20 хутчен ҫитнӗ. Вӗсем ятарласа рейд та ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене тупса палӑртсан явап тыттараҫҫӗ.
Типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 6 ҫынна явап тыттарнӑ ӗнтӗ. Куншӑн ахаль ҫынсен – 2-3 пин, должноҫри ҫынсен 6-15 пин, юридици пӗлӗвӗсӗр услам тӑвакансен – 20-30 пин, юридици сӑпачӗсен 150-200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Паян ҫӗрле Шупашкарта Хевеш пасарӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм ирхи 4 сехет тӗлнелле ялкӑшма тытӑннӑ.
Пасарти пӗр хутлӑ ҫуртра ҫулӑм ялкашнӑ. Ҫулӑм тухнине хуралҫӑ асӑрханӑ, вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ тӗле икӗ суту-илӳ точки ҫунма пуҫланӑ. Пушарнайсем ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑран кӑна сӳнтернӗ. Кун валли ултӑ автоцистерна кирлӗ пулнӑ.
Пушар икӗ павильона тӗп тунӑ, юнашартисен вара, виҫҫӗшӗн, шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнле тухнине Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер, акан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 8 ҫути арҫын ача тата унӑн ҫулталӑкран иртнӗ шӑллӗ пулнӑ.
Юрать, ачасем пушарта шар курман, вӗсене кӳрши урама илсе тухнӑ. Шӑпӑрлансем килте аслисемсӗр юлнӑ. Хайхискерсем шӑрпӑк тупнӑ, асли унпа выляса тӗпелпе зал хушшинче ҫакӑнса тӑракан карӑна ҫунтарнӑ. Пусма татӑкӗ хӑвӑрт ҫунма пуҫланӑ, ача ӑна сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах.
Пӗчӗкскерсем макӑрнине 44 ҫулти кӳрши илтнӗ. Арҫын вӗсене урама илсе тухнӑ, хваттерти ҫулӑма кӗрсе сӳнтернӗ.
Ашшӗпе амӑшӗ тепӗр сехетрен кӑна киле ҫитнӗ. Вӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Юр кайса пӗтсен ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма тытӑнаҫҫӗ. Анчах ку – хӑрушӑ, ҫулӑм сарӑлсан пушар тухма пултарать. Кӑҫал ав «сезон» уҫӑлнӑ темелле – Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ.
Кунашкал тӗслӗх тунтикун Элӗк районӗнче пулнӑ. Иванькино-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
Ҫав каҫах Ҫӗмӗрле хулинче Савут урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫулӑм тухнӑ. Унта гаражсен умӗнчи ҫуп-ҫап ҫуннӑ. Юрать, ҫулӑма темиҫе минутрах сӳнтернӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ.
Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман.
«Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |