Ӗнер, акан 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 8 ҫути арҫын ача тата унӑн ҫулталӑкран иртнӗ шӑллӗ пулнӑ.
Юрать, ачасем пушарта шар курман, вӗсене кӳрши урама илсе тухнӑ. Шӑпӑрлансем килте аслисемсӗр юлнӑ. Хайхискерсем шӑрпӑк тупнӑ, асли унпа выляса тӗпелпе зал хушшинче ҫакӑнса тӑракан карӑна ҫунтарнӑ. Пусма татӑкӗ хӑвӑрт ҫунма пуҫланӑ, ача ӑна сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах.
Пӗчӗкскерсем макӑрнине 44 ҫулти кӳрши илтнӗ. Арҫын вӗсене урама илсе тухнӑ, хваттерти ҫулӑма кӗрсе сӳнтернӗ.
Ашшӗпе амӑшӗ тепӗр сехетрен кӑна киле ҫитнӗ. Вӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Юр кайса пӗтсен ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма тытӑнаҫҫӗ. Анчах ку – хӑрушӑ, ҫулӑм сарӑлсан пушар тухма пултарать. Кӑҫал ав «сезон» уҫӑлнӑ темелле – Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ.
Кунашкал тӗслӗх тунтикун Элӗк районӗнче пулнӑ. Иванькино-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.
Ҫав каҫах Ҫӗмӗрле хулинче Савут урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫулӑм тухнӑ. Унта гаражсен умӗнчи ҫуп-ҫап ҫуннӑ. Юрать, ҫулӑма темиҫе минутрах сӳнтернӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ.
Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман.
«Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. 19 сехет те 45 минутра пушарнайсем патне Юханшыв бульварӗнчи 4/1-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗрремӗш хутра алхаснӑ.
Питӗ шел, пушарта икӗ ача вилнӗ. Асли, хӗрача, 4 ҫулта, кӗҫӗнни, арҫын ача, 1 ҫул та 7 уйӑхра пулнӑ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ачасем ҫулӑмран ҫӑлӑнма тӑрӑшнӑ, анчах питӗрӗнчӗк алӑка уҫайман, чӳречене ҫӗмӗреймен», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Пушар вырӑнне следователь-криминалистсем ҫитнӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пулни пирки официаллӑ хыпарта нимӗн те пӗлтермен. «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем ҫак пулӑма сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ вӑхӑтлӑха тухнӑ пулнӑ. «Контактра» сӳтсе явнине ӗненес тӗк, ачасене кӳршисем илсе тухнӑ, анчах тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман. Ҫав вӑхӑтра, ачасене ҫӑлнӑ чухне, ашшӗ-амӑшӗ подъезд умӗнче пирус туртса тӑнӑ. Вӗсем ҫав кун эрех ӗҫкеленӗ имӗш. Анчах ку, хальлӗхе, сас-хура кӑна-ха.
Ӗнер ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерсен 73 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 75-ри мӑшӑрӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ. Ҫулӑм йывӑҫ ҫуртӑн шалти отделкине, пурлӑха тӗп тунӑ.
Патӑрьел районӗнчи Люля поселокӗнче те инкек пулнӑ. Каҫхи 9 сехетре унта та йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм 30 ҫулти кил хуҫин хуралтисене те тӗп тунӑ. Хӑй чиперех, анчах унӑн 54 ҫулти тусӗ вара пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче пуш уйӑхӗн 24-мӗш каҫхине пысӑк инкек пулнӑ. Вутра икӗ арҫн ҫунса кайнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӗр хутлӑ йывӑс пӳртре алхаснӑ. Пӳрт юрӑхсӑра тухнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унтан 56-ри кил хуҫипе 54-ри тепӗр арҫынна (вӑл — Прашкушкӑнь ялӗнченех) тупнӑ. Тӗрӗсрех, ҫунса кайнӑскерсене асӑрханӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Пӳртре буржуйка-кӑмака пулнӑ. Ҫулӑм ҫавӑнтан тухма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Ҫапах та ку инкек сӑлтавне тӗрӗс палӑртма РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Ӗҫе тишкерсе-тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Кӗҫӗр Йӗпреҫ поселокӗнчи Маресеьев урамӗнче вырнаҫнӑ ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен лавкка ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен минситерсвтин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуралҫӑ пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Хуралта ларкан 50 ҫулти арҫын «хӗрл автана» хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланса пӑхнӑ-ха, анчах май килмен. Пушарпа кӗрешекенсем вырӑна икӗ машинӑпа пырса ҫитнӗ. Апла пулин те лавкка тӑкак тӳснӗ. Хуралҫӑ пӳлӗмӗ вутпа сиенленнӗ тата лавкка ҫивиттийӗ ҫуннӑ
Инкекре хуралҫӑ та шар курнӑ. Унӑн алли тата ури пиҫсе кайнӑ. Ӑна Йӗпреҫ районӗнчи тӗп пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пушар 233 хутчен тухнӑ. Ӑна пула 16 миллион тенкӗлӗх тӑкак курнӑ. Вутра 18 ҫын вилнӗ.
Шупашкарти Богданкӑра пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче инкек пулнӑ: йытӑсем тытмалли мини-приют тата хуҫи ҫунса кайнӑ. Пушарта хуҫипе пӗрле йытӑсем вилнӗ.
Пушар Ватунин урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра ирхи 3 сехетсенче тухнӑ. Пушарнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫурт тӑррине, пӗр верандӑна тӗп тунӑ. Кил хуҫи хӗрарамӗ 55 ҫулти Татьяна Иванова кинолог пулнӑ. Вӑл овчаркӑсене юратнӑ, 40 яхӑн йытӑ тытнӑ.
Пушар тухни пирки хыпар ҫитсенех зоонимеҫӗсем пулӑшма васканӑ. Ҫурта тата картише кӗме май пулман – чылай йытӑ, сӑнчӑртан вӗҫереннӗскерсем, чупса ҫӳренӗ. 17 йытӑ валли хуҫа, кил тупса панӑ ӗнтӗ. Ҫапах темиҫе йытӑ вольерта-ха, нимеҫӗсем вӗсене пӑрахмаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ.
«Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫипе пӗрле 13 йытӑ, 5 кушак ҫунса кайнӑ, ыттисем урама тухма ӗлкӗрнӗ.
Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре сакӑр пушар алхаснӑ. Вӗенчен пӗринче, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫӗнче, икӗ арҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Усал инкексем ытти тӑрӑхра та пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ишеккассинче 74-ри пенсионер вилнӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектенчи 4-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче вара бар ҫунма тапраннӑ. Вӑл виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш хучӗсенче вырнаҫнӑ. Инкек вырӑнне ҫывӑхри ҫул-йӗр инспекторӗсем те пырса ҫитнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче унта 30 ҫынна яхӑн пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫынсене тата унта ӗҫленисене киле автотранспортпа кайма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑшӑ тумтирсӗрех урама тухнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗссен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехетре Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви упраленийӗ пӗлтерет.
Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Пушарта 48 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 44-ри пӗлӗшӗ ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Халӗ ку инкек тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм тӗпелтен тухнӑ. Ҫак тӗслӗхре ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни ҫирӗпленнӗ. Следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ, суд экспертизисем ирттерӗҫ. Пушар газ плитипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |