РФ Федераци Канашӗн ҫӳлти палатин пайташӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Официаллӑ сайтра Чӑваш Енӗн ҫӳлти палатӑн элчисен Николай Федоровӑн тата Вадим Николаевӑн тупӑшӗ те пур.
Николай Федоров пӗлтӗр 5 412 000 тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара – 596 пин тенкӗ. Николай Васильевичӑн харпӑрлӑхӗнче хваттер тата пурӑнмалла мар ҫурт пур. Арӑмӗ ҫинче вара – икӗ лаптӑк ҫӗр, пӳрт, виҫӗ хваттер. Николай Федоровӑн тата ГАЗ М-21 машина пур.
Вадим Николаев пӗлтӗр 4 644 000 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Арӑмӗ вара – 7 009 000 тенкӗ. Сенаторӑн виҫӗ лаптӑк ҫӗр, пӳрт, виҫӗ хваттер тата гараж, BMW 740LixDrive машина, юр ҫийӗн ҫӳремелли икӗ транспорт пур. Мӑшӑрӗ ҫинче вара - автомобиль тата трактор.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ шанчӑкран тухнӑ тенӗ, ҫавӑнпа ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Прокруратура тӗрӗслеве пулнӑ хыҫҫӑн ҫапла вырӑнти депутатсем йышӑннӑ.
Арҫынна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче суйланӑ. Вӑл пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи тата пӗртен-пӗр учредителӗ. Организаци ҫав ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Ахӑртнех, «шанӑҫа ҫухатнӑ ҫын» - Александр Кудряшов, 1958 ҫулта ҫуралнӑскер. Вӑл «Агрофирма Александр» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ.
Турра ӗненекенсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мӑнкун уявне палӑртӗҫ. Ун пек пысӑк уявра ҫӗршыв тата республика ертӳҫисем чиркӗве ҫул тытаҫҫӗ, Турра кӗл тӑваҫҫӗ. Хӑйсем кӑна мар, мӑшӑрӗсене, ачи-пӑчине ертсе каяҫҫӗ.
Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна та илсе килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата РФ Патшалӑх Думине асӑннӑ партирен суйланнӑ Олег Николаев (сӑн ӳкерчӗкре) кайнӑччӗ. Эпир илтнӗ тӑрӑх, Анатолий Аксаков кӑҫал та ҫав ҫулӑм патне кайӗ.
Шупашкарти Татиана чиркӗвӗнчи Мӑнкун кӗллине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Трансляци 23 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра Улатӑрта нумай ачаллӑ ҫемьесене кӳрентернӗ фактпа паллаштарнӑ.
Улатӑр хула администрацийӗ виҫӗ ачаллисене нумай ачаллисен йышне кӗртмен, ҫавна май вӗсене шкулта апатланма 50 процентлӑ ҫӑмӑллӑх паман иккен.
Йӳнӗпе апатлантармалли йӗрке пулнӑ-ха унта, анчах татӑ е унран ытларах ачаллисене ҫеҫ шута илнӗ.
Депутат виҫӗ ачаллисене хӳтӗлеме ыйтса прокуратурӑна ҫыру ҫырнӑ. Унта вӑл вырӑнтисен йышӑнӑвӗ республика тата федераци саккунӗсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев хуравланинче Улатӑр хула администрацийӗ саккуна пӑснине палӑртни сисӗнет.
Чӑваш Енри патшалӑх тата общество ӗҫченӗ Энвер Аблякимов паян 70 ҫул тултарнӑ.
«Кирек ӑҫта ӗҫлесен те, кирек кам пулсан та вӑл ҫӳллӗ шайри профессионализмпа, ӗҫе парӑннипе, принциплӑхпа, ырми-канми вӑй-халпа палӑрса тӑнӑ», — ырлать Энвер Аблякимова Александр Белов журналист.
Энвер Аблякимов пирӗн республикӑра тимленӗ вӑхӑтра Шупашкарти Промтрактор савутне тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне тунӑ. Тӗрлӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ виҫӗ орден кавалерӗ, «Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ» Чӑваш Ене Урал тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ. Унӑн тымарӗсем Крым тутарӗсенчен иккен.
Николай Федоров Чӑваш Ен Президенчӗ пулнӑ чухне Энвер Аблякимов тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Пӗрре пысӑк вырӑна йышӑнса тепре унсӑр юлма та тивнӗ унӑн. Ҫапах та вӑл паян та Чӑваш Енӗн экс-президенчӗпе лайӑх хутшӑнура теҫҫӗ.
Паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Юрий Исаева ЧР Вӗренӳ интститучӗн ректорӗн должноҫне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ЧР вӗренӳ министрӗ пулнӑ. Кайран ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна отставкӑна ярса хӑйӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне лартнӑ. Ҫав вӑхӑталлах ЧР Вӗренӳ институчӗн унчченхи ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ.
Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ, «Чӑваш чӗлхи тата литература» специальноҫе алла илнӗ. Унтан вӑл юриста вӗреннӗ. Юрий Николаевич – филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, доцент. Вӑл – 80 ытла вӗренӳпе методика ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсенчен 5-шӗ – монографи.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларӗҫ текен сӑмах черетлӗ хутчен тухнӑ. Ҫапла, черетлӗ хутчен. Кун пек сӑмаха унччен те сарнӑччӗ. Эпир астӑвасса пӗрре кӑна та мар. Халӗ тата ҫыракансем тупӑннӑ. Хальхинче — «МК» хаҫатӑн нумаях пулмасть пичетленнӗ номерӗсенчен пӗринче.
Материал авторӗ — Актуаллӑ экономика институчӗн пуҫлӑхӗ Никита Исаев. 1978 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ ҫак ҫынпа тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче политолог, экономист, усламҫӑ, телеертӳҫӗ, юрист тата преподаватель тесе паллаштараҫҫӗ. Вӑл юридици ӑслӑхӗсен кандидачӗ иккен, юрисконсульт, Раҫҫейӗн ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче, Регионсен аталанӑвӗн министерствин ятарлӑ программӑсемпе территорие аталантаракан проектсен департаментӗнче ӗҫленӗ-мӗн.
Суйлав хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки ҫырнӑ май «Кузбаса, Якут Республикине, Чӑваш Ене, Пушкӑртстана, Брянска, Калининграда, Тулӑна, Ӗренпура, Иваново облаҫне, Алтай тата Краснодар тӑрӑхӗсене ӑмсанаймӑн. Вӗсенчен хӑшӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсен чӑматан хатӗрлеме вӑхӑт», — ҫавӑрттарнӑ ҫав ҫын хай шухӑшне. «Центр шанӑҫне Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев та ҫухатнӑ.
«Вӑл аслӑ политик пулман, анчах ырӑ ҫын пулнӑ», — ҫакӑн пек ҫырнӑ Александр Белов журналист Фейсбукра Эдуард Кубарев пирки.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Аслӑ Совечӗн председателӗ пулнӑ ҫав ҫын вилнӗ. Вӑл 79-мӗш ҫулпа пынӑ.
Эдуард Кубарев 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславккара ҫуралнӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинче маҫтӑр, прораб, тӗп инженер, строительство управленийӗн пуҫлӑхӗ, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1974 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. «Чувашсельстрой» трестӑн 137-мӗш ПМКне ертсе пырать. Кайран ӑна шӑпа «Спецстрой» проектпа строительство трестне илсе ҫитерет. Управляющи ҫумӗ, управляющи пулса тӑрӑшать.
1990 ҫулти пуш уйӑхӗнче Эдуард Кубарева Чӑваш АССР депутатне суйлаҫҫӗ, ака уйӑхӗнче — Чӑваш АССР Аслӑ Совечӗн ертӳҫин ҫумне, ҫурла уйӑхӗнче ертӳҫӗне лартаҫҫӗ. Каярах ытти должноҫре те, ҫав шутра Мускавра та, ӗҫленӗ вӑл.
Хӑй вӑхӑтӗнче Эдуард Кубарев Чӑваш Республикин Президентне суйламалли кампание кандидат пулса хутшӑннӑ.
Халӑх тетелӗсенче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнӑ. Юрлани ҫынна усал туни мар-ха.
«Чебоксары 24» портал та видеона вырнаҫтарнӑ, унта Раҫҫей эстрадин хӗрлӗ эрех бокалӗллӗ ҫӑлтӑрӗпе пуҫлӑхсемпе депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлеҫҫӗ.
Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ пулас.
Маларах асӑннӑ порталта пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку фактпа хула администрацийӗнче тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — кам тата мӗне кура видео ӳкерни, ӑна халӑх тетелне мӗншӗн вырнаҫтарни.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсене — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене — награда илме тивӗҫ ҫынсен ячӗсене сӗнме хушнӑ имӗш. Пурне те пӗлсе тӑракан Александр Белов журналист хӑйӗн черетлӗ статйинче ҫырнӑ тӑрӑх, суйлав вӑхӑтӗнче уйрӑмах палӑрнисене чыслама хатӗрленеҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра кам епле ӗҫленине шута илӗҫ. Наградӑсем тӗрлӗ шайрисем пулмалла.
Хулари депутатсем республикӑн Хисеп грамотине, хисеплӗ ятсене, «Чӑваш Республикин муниципалитет органӗсенче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑна, ЧР парламенчӗн, Стройминӑн тата Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн хисеп грамотисене илме тивӗҫ кандидатсене сӗнӗҫ.
Сӑмах май, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхне Николай Миллина чысланӑ чух та суйлав кӑтартӑвне шута илнӗ тесе калаҫакансем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ. | ||
| Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ. | ||
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |