Пурне те пӗлсе-илтсе тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра паян ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кулянмалла лару-тӑру ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ имӗш. Унта хаклӑ темиҫе ресторан вырнаҫнӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑнта Элтеперӗн 20-ри ывӑлӗпе сенаторӑн 17-ри ывӑлӗ 15-ри виҫӗ каччӑпа ҫапӑҫса кайнӑ имӗш. 17-ри каччӑ дзюдо енӗпе ӑста иккен те вӑйне ытларах вӑл кӑтартнӑ пулать.
Шар курнӑ каччӑсен ашшӗ-амӑшӗпе Вадим Николаев сенатор калаҫнӑ-мӗн. Пӗр каччӑн ҫемйи журналистсемпе малтан хӑйне хӑюллах тытнӑ пулсан кайран вӗсемпе те калаҫма тӑхтанӑ имӗш.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр 1,4 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӑл деклараци тӑратнӑ.
Унӑн арӑмӗ вара унран темиҫе хут ытларах ӗҫлесе илнӗ. Вӑл декларацире 15,5 миллион ытла тенкӗ кӑтартнӑ. Татьяна Ладыкова - экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн регион экономикин тата предпринимательство кафедрин доценчӗ. Вӑл 365 пин тенке яхӑн ӗҫре шалу илнине кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 1500 тата 1218 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур.
Сӑмах май, икӗ ҫул каялла Татьяна Ладыкова 4,26 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ун чухне те вӑл Чӑваш Енри тӳре-шаран чи пуян арӑмӗ пулнӑ.
Чӑваш политикӗ Юрий Осокин РФ Патшалӑх Думинчи Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран пӗр тӑхтамасӑр кайма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пирӗн ҫӗршыври наци регионӗсенче наци вӗрентӗвне хӗсӗрлекен саккун соавторӗсем пулнӑ депутатсем Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫ мар.
Юрий Осокин электронлӑ петици хатӗрленӗ. Вӑл Тутарстана та наци вӗрентӗвӗшӗн кӗрешме чӗнсе каланӑ. «Республикӑсенче наци чӗлхисем вырӑс чӗлхипе пӗр тан, чӗлхе, раса, наци енӗпе нимӗнле дискриминаци те пулмалла мар. Фашистла вӑрҫӑ умӗнхи Нюрнбег саккунӗсене тумашкӑн пирӗн фашистла режим мар», - ҫырнӑ Юрий Осокин.
Сӑмах май, вӑл унччен ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та хӑйӗн должноҫӗнчен кайма чӗнсе каланӑ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче Чӑваш Ен интересӗсене Олег Николаев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков депутатсем хӳтӗлеҫҫӗ. Олег Николаевпа Алена Аршинова наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе вӗренме май паракан саккун проекчӗн соавторӗсем пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ.
«Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗнче 2017 ҫулта республика Правительстви епле ӗҫлени пирки отчет турӗ. Доклада итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ыйтусем те пулчӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов Михаил Васильевича хӑш-пӗр усламҫӑна хӗсеҫҫӗ тесшӗнни сисӗнчӗ. Ыйтӑвӗнче депутат хӑш-пӗр хушамата асӑнса кайрӗ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енри усламҫӑсене меллине ӗнентерчӗ. «Сӑрӑ» мелпе ӗҫлекенсене, шалу тивӗҫлипе тӳлеменнисене вара сӑнаса тӑрассине асӑрхаттарчӗ. Сергей Семенов асӑннӑ Михаил Резникова (Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ) патшалӑх награди пама йышӑннине аса илтерчӗ, Владимир Свешников («Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗ) ертсе пыракан предприяти ура ҫинче ҫирӗп тӑнине, Анатолий Князевпа (Коми Республикинчи ял хуҫалӑх министрӗ) унччен те туслӑ пулнине, халӗ те туслине палӑртрӗ. Сергей Семенова та никам та кӳрентермен терӗ.
Халӑх сасӑлавӗ пырать. Ҫынсем Элтепере мӗнле шаннине, пурнӑҫ шайне, регион сӑн-сӑпатне, коррупципе мӗнле кӗрешнине, информаци уҫӑлӑхне, ҫулсен пахалӑхне тата ыттине балл лартса кӑтартма пултараҫҫӗ.
Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен халӑх танлаштарӑмӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Ен ҫыннисем унӑн ӗҫӗ-хӗлне 5 балран 3,3 балпа хакланӑ. Сасӑлав малалла пырать-ха. Эппин, эсир те Элтепере паллӑ лартса пама пултараҫҫӗ.
Халӑх Элтепере шанать-и? Ҫынсем ҫакна 3 балпа хакланӑ, пурнӑҫ шайне – 3,07 балпа, коррупципе кӗрешнине – 3,2 балпа.
Пӗтӗмӗшле илсен, сасӑлава Чӑваш Енри 150 ҫын хутшӑннӑ. Элтепере балл лартса парас тесен ҫак ссылкӑпа куҫмалла: http://governors.ru/glava-regiona/Chuvashskaya-Respublika/Ignatev-Mikhail-Vasilevich#pub_rating.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ялтӑна вӗҫсе кайнӑ. Вӑл унта Пӗтӗм тӗнчери IV канашлӑва хутшӑнать.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Ялтӑра Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енри делегацие Михаил Игнатьев ертсе пырать.
Крым Республикин Правительствин пайташӗсемпе 2018-2020 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗпе Крым Республикин Министрсен канашӗ хушшинче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен ярасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушӑва паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, Татьяна Владимировна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2010 ҫулта вара Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ. Ку должноҫе вӑл 2015 ҫулта йышӑннӑ. Ун чухне унпа ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тунӑ.
Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартмалли вӑхӑт, РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те декларацисем хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн РФ Патшалӑх Канашӗнчи «халӑх тарҫисенчен» Николай Малов ыттисенчен сахалтарах ӗҫлесе илнӗ: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ — 3,5 миллион тенкӗ. Мӗншӗн ӑна ыттисенчен катӑкрах тӳленӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар — депутат тивӗҫне вӑл ыттисенчен каярах кӳлӗннӗччӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Николай Малов хӑйӗн мӑшӑрӗпе чӑннипех мухтанма пултарать. Вӑл иртнӗ ҫул 17,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. 2016 ҫулхи деклараципе танлаштарсан Маловӑн арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче техобслуживани станцийӗ те, ҫул хӗрринчи сервиспа тивӗҫтерекен машинӑсен чарӑнӑвӗ те, магазинлӑ кафе тата унччен пулнӑ тепӗр кафе те юлман. Малтан шыв алтмалли икӗ скважина пулнӑ, халӗ вӗсем те, хуралҫӑ ҫурчӗ те ҫук.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин Экологипе ҫутҫанталӑкпа усӑ куракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушу алӑ пуснӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Барсуков ку должноҫе 2011 ҫулта, «НИИ Экологии» йӗркеленсен, йышӑннӑ. Ун чухне вӑл 23 ҫулта кӑна пулнӑ. Пӗлтерхи кӑрлач уйӑхӗнче Владимир Барсукова ӗҫрен кӑларнӑччӗ, анчах темиҫе уйӑхранах каялла лартнӑччӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑниччен вӑл «ЕТЕК» пӗрлӗхӗн тӗп директорӗнче ӗҫленӗ, 2010-2011 ҫулсенче «Коммуналлӑ технологисем» пӗрлешӳре специалистра вӑй хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |