Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов Шупашкарти Чапаев скверӗнче митинг ирттернӗ. Унта вӗсем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтӑва, пенси ӳсӗмне ӳстернине, сӳтсе явнӑ.
Ӗнер вара Игорь Моляков патне Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗнчен ҫыру килнӗ. Унта Чапаев скверӗнче саккуна пӑсса ирттернӗ мероприятие, митинг евӗрскере, тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Кун пирки «Фейсбук» халӑх тетелӗнче право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ.
Депутата административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырмашкӑн полици пунктне чӗнсе илнӗ. Вӑл унта пымасан протокола унсӑрах хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ.
Халӑха — ваттине те, яшшине те — калаҫтаракан пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи паян пӑхса тухнӑ. Ӑна хальлӗхе пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ.
Асӑннӑ саккун проектӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх арҫынсене ӳлӗмрен 65 ҫулта тивӗҫлӗ канӑвӑ кӑларӗҫ, хӗрарӑмсене 63 ҫулччен ӗҫлеттерӗҫ. Саккун проектне ҫӗршывӑн Правительстви сӗннӗ. Ҫӗнӗлӗхӗн ырлӑх-пурлӑхӗ пирки калаҫнӑ май пенси ҫулталӑкне вӑтамран 12 пин тенкӗ ӳсӗ тесе савӑнтарасшӑн. Пенси ҫулӗнчисем нумайланса кайнине, вӑйпиттисем сахалраххине те палӑртаҫҫӗ.
Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа тишкернӗ чух оппозици текен парти пайташӗсенчен пӗр коммунист тытӑнса тӑнӑ, ыттисем саккун проектне хирӗҫ сасӑлани паллӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсенчен Наталья Поклонская ҫеҫ хирӗҫ пулнӑ.
Пирӗн Чӑваш Енрен суйланнӑ ултӑ депутатран Алена Аршинова, Николай Малов тата Леонид Черкесов саккун проекчӗшӗн пулнӑ. Вӗсем пурте — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Хирӗҫҫисем — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗсем Анатолий Аксаков тата Олег Николаев, ҫавӑн пекех Валентин Шурчанов коммунист.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем тата «Антиделер» общество юхӑмӗн рейд ушкӑнӗсен ҫыннисем Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти элчине Антон Ковалева тытса чарнӑ.
Ленин Комсомолӗн урамӗнчи пӗр водителе шурӑ тӗслӗ «Вольксваген Пассат» рулӗ умӗнчи ҫын наркотик тутаннӑ пек туйӑннӑ. Вӑл кун пирки ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Руль умӗнчи шӑпах ҫак депутат пулнӑ.
Антон Ковалев наркодиспансерта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ. «Антиделерӑн» Инстаграмри страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, депутат хӑйне йӗркеллӗ тытман, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене хӑмсарнӑ: «Халӑх мана пӗлет»...
Палӑртмалла: Антон Ковалев Шупашкарта 1981 ҫулта ҫуралнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр сессийӗнче депутатсем пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӗлӗнмелле хӗрӳ сӳтсе яврӗҫ ӑна. Оппозици партийӗсем шутланаканнисен пайташӗсем пенсие тухас ҫула ӳстерни халӑха хирӗҫле мера тесе чунтан каларӗҫ. «Пире халӑх суйланӑ, халӑх вара вӑл саккуна хирӗҫ», — ӳкӗтленӗ пек палӑртрӗ, сӑмахран, депутатсенчен пӗри. Ертсе пыракан парти шутланакан парти пайташӗсем йышлӑ та, федераци шайӗнче хатӗрленӗ саккун проектне Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ырларӗ-ырларех.
Ӗнер «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти Республика тӳремӗнче митинг ирттерме палӑртнӑ. Хула администрацийӗнчен ирӗк илес тенӗ те унтисем «Литература варенийӗ» пулать тесе хирӗҫленӗ. Чапаев палӑкӗ умне пухӑнас тесен те ирӗк паман — унта та «Литература варенийӗ»-мӗн. Ҫапла вара ӗнер Чапаев палӑкӗ патне 50 ҫын, вӗсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем теҫҫӗ, пухӑннӑ. Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче вара виҫӗ мӑшӑр ташлакаласа ҫӳренӗ, унта 15-е яхӑн ҫын пухӑннӑ иккен.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пайташӗсем ӗнер ҫапах та халӑхпа тӗл пулнӑ-пулнах.
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен черетлӗ мар сессийӗ иртнӗ. Унта «халӑх тарҫисем» пенси реформине сӳтсе явнӑ.
Тӳрех палӑртмалла: депутатсенчен чылайӑшӗн пенси ӳсӗмне ӳстерессине хирӗҫ мар. «Халӑх тарҫисем» ку ыйтӑва 1 сехет ҫурӑ хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Юлашкинчен 33 депутат реформӑшӑн сасӑланӑ, 5-шӗ хирӗҫ пулнӑ. Тепӗр иккӗшӗ сасӑлама тӑхтанӑ.
ЛДПР депутачӗсем ҫӗнӗ реформӑна хирӗҫ сасӑланӑ. КПРФ элчисем вара пенси ӳсӗмӗ тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри референдум ирттерме сӗннӗ.
Аса илтерер: 2028 ҫулччен арҫынсен пенси ӳсӗмне 65 ҫула ҫитересшӗн, хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне 63-ре тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл администраци ӗҫӗ-хӗлӗ пирки информаципе тивӗҫлипе усӑ курма май туса паман.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче почта адресӗ, электронлӑ почта, телефон номерӗсем пулман. Ҫавӑн пекех унта муниципалитетӑн нормативлӑ акчӗсене, вӗсен проекчӗсене вырнаҫтарман. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗ пирки те сведенисем пулман.
Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе постановлени ҫырнӑ. Ӑна миравай судьяна пӑхса тухма ярса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пенси реформине хирӗҫ ҫӗршывӗпех тӗрлӗ акци ирттерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентин Шурчанов халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ партин Шупашкарти хула комитечӗ те ҫав кун митинг ирттерме шухӑшланӑ. Хула ертӳҫисем мероприятине Сосновкӑра пухӑнма ирӗк панӑ. Асӑннӑ поселок та Шупашкар территорийӗ шутланни паллӑ-ха, анчах Атӑлӑн леш енне халӑх йышлӑ пухӑнасси иккӗленӳллӗ. Ҫавна май РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва тишкерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗпе наградӑланӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ку хыпара хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ.
Юрий Васильева «Тӑван ҫӗршыв тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа чысланӑ.
Владимир Путин хушӑвӗ вӑрттӑнскер-мӗн, ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пичетлемен имӗш.
Ҫӳллӗ шайри наградӑпа Юрий Васильева ҫеҫ мар, республикӑри хӑш-пӗр пуҫлӑха та хавхалантарнӑ пулать.
Маларах асӑннӑ тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, награда пирки асӑннӑ МИХ журналисчӗсем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче кӑсӑкланнӑ. Анчах ку сӑмаха унтисем ҫирӗплетсе те паман, хирӗҫлесе те каламан. Юрий Васильева ҫӗршыв Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑннӑшӑн хавхалантарнӑ имӗш.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи комитечӗсен пӗрлези ларӑвӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ федераци саккунӗн проектне пӑхса тухнӑ. Ларӑва хутшӑннӑ чӑваш парламенчӗн депутачӗсен самайӑшӗ хӗрарӑмсене 63 ҫулччен, арҫынсене 65 ҫулччен пенсие кӑлармалла мар тесе йышӑннӑ.
РФ коммунистсен партийӗн пайташӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов пенси реформишӗн кам епле сасӑланинпе паллаштарма Фейсбукра список пичетленӗ. «Халӑхӑн хӑйӗн депутачӗсене, кам мӗнлине, пӗлмеллех», — тесе ҫырнӑ Григорий Данилов.
Шупашкарта «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ ҫурт тӗлӗнче ҫиччӗмӗш класс ачи пикета тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Яш РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршиновӑна хӑйсен «выльӑхла» (плакат ҫине вырӑсла ҫапла ҫырнӑ) пурнӑҫ условийӗ пирки систересшӗн пулнӑ.
Алена Аршинова ҫемьен пурнӑҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацине ҫемье пирки ыйтса ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫыру янӑ. Унтисем хайхи ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине кура хваттер черетӗнче списокра 10-мӗш тӑнине пӗлтернӗ.
Алена Аршинова асӑннӑ ҫемье хӑйӗнпе унччен ҫыхӑнманнине, пулӑшу ыйтакансене вӗсем хӑш парти пайташӗ пулнине пӑхмасӑр тӗкӗ кӳме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Ачана маларах политика тӗллевӗпе, усӑ курни те ҫиеле тухнӑ-мӗн. Ҫапла хӑтланнине депутат ырламаннине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |