Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Ӑслӑлӑх: Владимир Мединский шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 250 ҫул аслӑрах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 13.02.2019 09:23 | 2208 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Раҫҫей культура министрӗн Владимир Мединскин шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 200-250 ҫул аслӑрах. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Шупашкара иртнӗ эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, килсен каланӑ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат ытларикун тухнӑ номерте пӗлтернӗ.

Владимир Мединский Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ чӑмӑртаннӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине уявласа ирттерме туса хунӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ертсе пынӑ. Унта Шупашкар таса та хӑтлӑ хула пулнине, ҫавна май Чӑваш Ен культура министерстви ҫумӗнче кинокомисси йӗркелеме, Мускавран, ытти хуларан паллӑ кинокомпанисене фильмсем ӳкермешкӗн чӗнсе илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, историк пулнӑ май, Шупашкар хули 550 ҫулта кӑна пулма пултарайманни ҫинчен асӑннӑ. «Хаяр Иван патша ҫарӗ пуш хирте чарӑнманах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сирӗн ӑсчахсен, археологсен ку ыйтӑва ҫине тӑрса тӗпчемелле. Раҫҫейри ҫӑлкуҫсемпе танах чикӗ леш енчисене те тишкермелле», — палӑртнӑ министр.

#политика, #истори, #Шупашкар, #ӑсчахсем, #археологсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 9047.2.7161
2019.02.13 14:45
Шупашкар 13-мĕшĕнче (е 14-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче) никĕсленнĕ çинчен хамăр ЧПУ архелогсемсемпе мускаври историк Юрий Краснов тĕпченĕ хыççăн Красновпа Василий Каховский паллă чăваш ăсчах кĕнеке те кăларнă. "Средневековые Чебоксары". М.: Изд-во "Наука", 1978.
15-мĕш шкул картишĕнче, малтанхи Чернышевский урамĕнче, Чебоксарка юханшыв сулахай хĕрринче, Шупашкарти Кремль айĕнче, 1969-мĕш çулта архерологсемпе хам та çĕр чаврăм.
Кайран Василий Димитриев историк те хамăр ЧР влаçсем умне çак ыйтуна тăратнă. Шупашкар 13-мĕш ĕмĕрĕнче никĕсленнĕ тесе. Анчах, ЧР влаçĕсем чăваш историксене итлемен, шута илмен.
Халь РФ Культура министрĕ çак çинчен тепĕр хут сĕнет. Çакна шута илсе, тепĕр хут официаллă палăртас - Шупашкар 13-мĕш ĕмĕрĕнче никĕсленнĕ.
Agabazar // 2332.44.5924
2019.02.13 15:06
Agabazar
Тăнлăр Владимир Мединские!
Илле // 1346.66.4794
2019.02.17 09:41
Пире ялан такам айккинчен килсе туса памалла çав!
влад маскай // 3957.56.0551
2019.02.19 01:34
Ара, савăнтарчĕ-ха ку хыпар! Атун, ыттисем, пурин пекех, кичеммисем анчах...Кÿршĕ халăхсем 100-шер çулсем те çыртарма именмерĕç мар-и-ха? Паллах, вĕсем хыççăн кайсан"вакка сикни" кăна пулать. Аплах тăвар мар - тĕрĕссине калар. Кÿршĕсем хăйсен хулине 1000 çул партарчĕç, ик-виç укçа тупса. Астăвасса, вĕсем Пулкара 1300-1400 -мĕш çулсенче çеç "хăпарнăскерсем"...пек, татсах кам та пулсан калĕ-ха. Эп те кĕтетĕп. Тавтапуç сире вуланăшăн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем