Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗсенче тӑтӑш пулакансем е ларӑва тӗнче тетелӗнчи трансляци урлӑ пӑхакансем унти хӗрӳ тавлашусем пирки аван пӗлеҫҫӗ-ха. Саккуна пӑхӑнсан, влаҫӑн саккун йышӑнакан органӗпе ӗҫ тӑвакан органӗ — пӗрне-пӗри пӑхӑнманскерсем.
Хӑш-пӗр депутат вара раснарах шухӑшлать. Вӗсем чӑваш парламенчӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн пӗр пайӗ евӗр тытать тесе ӳпкеленине те илтме тивет. Иртнӗ эрне кун вӑл Валерий Филимонов экс-спикерпа тӗл пулнӑ чухне ҫавӑн пирки хӑй мӗн шухӑшланине пӗлтернӗ.
«Уйрӑм депутатсем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ Министрсен Кабинечӗн пӗр пайӗ йышши сӑмах каланине хирӗҫлемелле. Патшалӑх Канашӗ нихӑҫан та ун пек пулман та, пулма та пултараймасть. Ку вӑл тӗрӗс мар», — хирӗҫленӗ республика Ертӳҫи.
Паян Шупашкарта район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртнӗ. «cheb.media сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑн-мӗн.
Анчах ку татӑклӑ йышӑну мар-ха, мӗншӗн тесен отставкӑна каяссине РФ Строительство министерствипе татса памалла.
Канашлура Владимир Михайловӑн икӗ доклад тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – хытӑ комуналлӑ ҫӳп-ҫапа пырса тивекенни. Иккӗмӗшӗ – «Хулари хӑтлӑ пурнӑҫа тӑвасси» федераци проектне Чӑваш Енре 2018 ҫулта пурнӑҫласси ҫинчен.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫирӗм тӑваттӑмӗш сессийӗ иртет. Кун йӗркинче пӑхса тухнӑ йышлӑ ыйту шутӗнче кадрсемпе ҫыхӑннисем те пулчӗҫ.
Григорий Данилова парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паянхи сессире Григорий Данилова ку пукансӑр хӑварчӗҫ. Ӑна ӗҫрен пӑрахтарма ыйтса комитет пайташӗсенчен чылайӑшӗ ҫырнӑ-мӗн.
Пушаннӑ вырӑна Александр Андреев депатат йышӑнма кӑмӑл турӗ. Комитет пайташӗсенчен пӗри ҫеҫ ӑна хирӗҫ сасӑларӗ, пӗри тытӑнса тӑчӗ. Ыттисем майлӑ пулчӗҫ.
Унтан Валерий Филимонов спикер ыйтӑвне пӑхса тухрӗҫ. Вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсен ларӑвӗсем иртнӗ. Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех Григорий Данилов коммунистпа ҫыхӑннине те сӳтсе явнӑ.
Григорий Данилов депутата Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗнчен хӑтарасшӑн. РФКП пайташӗ ҫак тивӗҫе тӳлевлӗ пурнӑҫланӑ. Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Вячеслав Рафинов ӗнентернӗ тӑрӑх, Данилова должноҫрен хӑтарма ыйтса комитет пайташӗсем ҫырнӑ. Ҫавна май ыйтӑва профиль комитечӗн ларӑвӗнче тишкерсе парламент сессийӗн кун йӗркине кӗртме сӗннӗ.
Паян, сӑмах май, ЧР Патшалӑх Канашӗ сессие пухӑнать. Григорий Данилов шӑпине «халӑх тарҫисем» паян татса парӗҫ.
Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче, Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пулнӑ. Ун чуне вӑл хулапа питӗ кӑмӑлсӑр юлнӑ. Паян кӑнтӑрла ҫынсем ӑна каллех Ҫӗнӗ Шупашкарта асӑрханӑ. Анчах хальхинче Элтеперпе хуралҫӑсем пулман.
Михаил Васильевич Ҫӗнӗ Шупашкара велосипедпа ҫитнӗ. Пӗчченех пыраканскер ҫурт картишӗсене те кӗрсе ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫакна халӑх корреспонденчӗ Анастасия видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Видеора Михаил Васильевич камера ҫине пӑхма, Анастасийӑпа шӳтлеме ӗлкӗрнӗ. Элтепер администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вара, Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлӗ инспекципе пулнӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумне Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑлах Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ.
Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнин сӑлтавне пӗлтермен. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен Михаил Игнатьев хӑйне информаци уҫлӑхӗнче хӳтӗленӗшӗн халӑх умӗнчех кӑмӑлсӑрланнӑ.
Светлана Каликова ку должноҫра 3 ҫул ӗҫленӗ. Малтан вӑл Элтепер администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи пулнӑ.
Аса илтерер: унчченхи пресс-секретаре Михаил Вансяцкие Элтепер 2015 ҫулта, республика пуҫлӑхӗн суйлавӗ умӗн, ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов спикер пуканне ҫывӑх вӑхӑтра урӑх ҫынна парас сӑмах тухнӑ. Ҫитес сессире, вӑл тепӗр эрнере иртмелле, Валерий Филимоновӑн заявленине пӑхса тухмалла-мӗн.
Спикер портфелӗ урӑх ҫынна куҫасси пирки Чӑваш Енӗн Правительствинчи шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ имӗш. Валерий Филимонов депутат пулма та пӑрахасшӑн-мӗн. Каярах вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн политика канашӗн секретарӗн должноҫне те йышӑнмӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫакӑн официаллӑ сӑлтавӗ Филимонов урӑх ӗҫе куҫни теҫҫӗ. Анчах ку вӑл апла мар имӗш. Валерий Филимонов унччен ертсе пынӑ «Фармация» предприятири пӑтӑрмахсем ҫиеле тухнӑ пулать.
Сӑмах чӑнлӑхӗпе суйи ҫитес эрнери парламент сессийӗнче паллӑ пулӗ.
Шупашкарти муниципалитет тӳре-шари малашне выговоршӑн тата асӑрхаттарнӑшӑн премисӗр тӑрса юлӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков улшӑнусем кӗртнӗ.
Постановленин малтанхи вариантӗнче (2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑ ӑна) ҫапларах ҫырнӑ: тӳре-шаран дисциплинарлӑ шырав пур тӑк ӑна преми памаҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вара уйрӑм муниципалитет служащийӗсем премисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ.
Администрацире ӗҫлекен ҫын выговор илчӗ тӗк ӑна премие 100 проценчӗпех памӗҫ. Асӑрхаттару кӑна парсан премин 50 процентне катӗҫ.
Постановление мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑмашкӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Маклыгина шаннӑ.
Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Германи нацизмӗн идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 354.1 статйипе килӗшӳллӗн (нацизма реабилитациленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче блогера йӗрке хуралҫисем тытса чанӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче вӑл халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ материал вырнаҫтарнӑ.
Константин Ишутов айӑпне йышӑнмасть, ҫакнашкал материал вырнаҫтарманнине пӗлтерет. Унӑн ваккачӗ каланӑ тӑрӑх, юпан 6-мӗшӗнче ӑна татса чарнӑ срока тепӗр 72 сехете тӑснӑ.
Тунтикун, ыран, лару пулӗ, унта блогера килти ареста лартас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова тытса чарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Аслӑ сучӗн суд коллегийӗ прокурор ареста тӑсма ыйтнине пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑха айӑплакансем шутланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗкре пулсан следствие кансӗрлеме пултарать. Аслӑ суд ыйтнине тивӗҫтернӗ – ареста тепӗр 1 уйӑхлӑха тӑснӑ.
Аса илтерер: Андрей Павлова Уголовлӑ кодексӑн виҫӗ статйипе айӑпласшӑн. Следовательсен шухӑшӗпе, район аминистрацийӗн пуҫлӑхӗ субсидие саккуна пӑсса илнӗ, унпа кредит килӗшӗвӗн (150 пин тенкӗ) проценчӗсене тӳленӗ.
Кунсӑр пуҫне Павлов должноҫӗпе коммерци организацийӗн (вӑл унта малтан ӗҫленӗ) интересӗшӗн усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Андрей Павлов халӗ те Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланать, сайтран унӑн сӑнне, ятне илмен. Ӑна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче килти ареста лартнӑ, анчах вӑл условисене пӑснӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |