ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Сочире иртекен инвестици канашлӑвне хутшӑнать. Вӑл унта Минскри трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Михаил Васильевич РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑннӑ. Ун чухне «Регионти АПК аталанӑвӗн стратегийӗн экспорчӗ» темӑпа калаҫу иртнӗ. Аса илтерер: шӑпах ҫак ӗҫлӗ апатланура Михаил Васильевич «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Анчах ЧР влаҫӗсен порталӗнче кун пирки хальлӗхе пӗр сӑмах та ҫук.
Инвестици канашлӑвӗнче Михаил Игнатьев Крымпа, Кабарда-Балкар Республикипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республики Минскри «Беларуҫ» трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулӗ.
Алексей Лапин – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн КПРФ партин экс-депутачӗ. 35 ҫулти «халӑх тарҫи» тӗп хулари 4-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче «Икӗ капитан» пурӑнмалли комплекс тума тытӑннипе «чапа» тухнӑ. Анчах ӗҫ котлован чавнинчен малалла каяйман.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче экс-депутата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Халӗ вара ӑна ҫӗнӗ преступленисемшӗн те айӑпланӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Алексей Лапин 13 ҫынна Шупашкарта хута каякан ҫуртсенче хваттер пама шантарнӑ. Вӗсемпе займ тата пая кӗнине кӑтартакан килӗшӳсем туса пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ илнӗ. Анчах «халӑх тарҫи» шантарнӑ сӑмахне тытман, мӗншӗн тесен вӑл ертсе пыракан организацин пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумашкӑн ирӗк пулман. Укҫа-тенке вара хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Суд унчченхи айӑплава шута илсе Алексей Лапина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Булаев каланине «Московский комсомолец» хаҫатра нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн иккен.
Николай Булаев Чӑваш Ен ҫыннисем ҫав кун ҫӗршывӑн тӗп хулине тата облаҫне талпӑннине шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнет. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ иккен РФ Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ.
Палӑртар, кӑҫалхи суйлавра ҫын хӑй пропискӑра тӑман вырӑнта та сасӑлаять. Ку мелпе усӑ курас тесен территорири суйлав комиссине е патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене кӳрекен нумай функциллӗ центра кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паспортпа каймаллаччӗ. Ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗччен заявление участокри кирек хӑш суйлав комиссийӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса ҫырнине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗ урлӑ та ҫитерме юрать. Кун пеккине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Чӗмпӗр ӗлӗкхи (1861) карттӑ ҫинче.
В.И.Ленин чӑвашсен тӗп хулине Чӗмпӗрте тӑвасшӑн пулнӑ текен сас-хурана эсир илтнех ӗнтӗ.
Чӑнах та ҫаплах пулнӑ-ши?
Ҫакнашкал сас-хурана историлле ҫӑлкуҫсемпе ҫирӗплетме майсем пур пек туйӑнать.
Ак ман алла та ҫавнашкал пӗр тӗслӗх килсе лекрӗ.
Мӗтри Юман 1934-мӗш ҫулхи майӑн 3-мӗшӗнче пӗр ҫыру ҫырать. Ҫав ҫырӑва В.П.Станьял "Манӑн мӗнле айӑп пур-ха?" ятпа Мӗтри Юманӑн "Ҫырнисен пуххинче" пичетлесе кӑларнӑ (Шупашкар, 1997-мӗш ҫул).
Унта акӑ мӗн вулатпӑр:
Чӑваш автономилле облаҫне туса хурсан работниксенчен нумайӑшӗ Пысӑк Чӑваш ҫӗршывне (центрӗ — Чӗмпӗр хулинче) туса хурас ӗмӗт-тӗллевпе ӑшталанса ҫӳрерӗҫ. Владимр Ильич ырланӑ тесе ӗнентерсех калатчӗҫ.
Куратӑр-и: "... Владимр Ильич ырланӑ тесе ӗнентерсех калатчӗҫ" — тет(!!!).
Эпир пӑхса тухакан историлле ҫӑлкуҫ 1934-мӗш ҫулта "шӑтса тухнӑ".
Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать.
Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ.
Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ.
Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ.
Чӑваш парламенчӗн депутатне Сергей Семенова кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнишӗн саплаштармалла тунӑ. Укҫана Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тӳлемелле. Ҫапла йышӑнӑва ЧР Аслӑ сучӗ кӑларнӑ. Хыпара Игорь Михайлов юрист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ ЧР Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑччӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Молякова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ.
Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑччӗ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин тенкӗ хӑварнӑччӗ.
Енсенчен пӗри малтанхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне аппеляци ҫӑхавӗпе тухнӑ. Унтисем те Шупашкарти Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем паллӑ пулӑмсемпе пуян. 1990-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ кун пулчӗ! СССР саланса кайнӑ кун — 1991-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ! Совет саманинчех, 1991-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Аталану партийӗ йӗркеленчӗ. Ӑна пуҫараканӗ тата никӗслевҫи пирӗн паллӑ юрист Николай Егорович Лукьянов. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Наци Конгресӗ пуҫтарӑнчӗ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн I-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Аталану партийӗн тата Конгресӑн малтанхи утӑмӗсене тума питӗ тӑрӑшуллӑ та хастаррӑн Виталий Петрович Никитин-Станьял вӑй хучӗ. Наци Конгресӗн I-мӗш Президенчӗ Атнер Петрович Хусанкай пулса тӑчӗ. Хальхи вӑхӑтра Атнер Петрович Конгресӑмӑрӑн хисеплӗ Президенчӗ пулса ӗҫлет.
1993-мӗш ҫулта Атнер Петрович Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫула тухрӗ. Нью-Йорк хулинче ООН (Чӑмӑртаннӑ Нацисен Пӗрлӗхӗ) йышне кӗмен Патшалӑхсен Мӑн Пухӑвӗн ӗҫне хутшӑнчӗ вӑл! Шупашкартах Конгресӑн Аслӑ Пухӑвӗнче «Пирӗн хамӑрӑн Патшалӑха ҫӗнсе илмелле» текен вӑрӑм сӑмахпа халӑх умне тухрӗ! 1993-мӗш ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйларӑмӑр.
Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби.
Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ.
«Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫӳрерӗм, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче суйлав пуласси ҫинчен ниҫта та пӗлтерӳсем курмарӑм. Лавккасенче, киосксенче Президент суйлавӗ пирки пӗр экземпляр саккун та асӑрхамарӑм — вырӑсла та, чӑвашла та. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ саккуна, пӗлтерӳсене чӑвашла кӑларма укҫа ыйтнӑ-ши? Чӑваш радиовӗпе те, телекуравӗпе те пӗлтерӳсем вырӑсла ҫеҫ», — ҫапла ыйтса ҫырнӑ иккен республикӑра тухса тӑракан «Хыпар» хаҫата Алексей Бойков ятлӑ ҫын.
Журналистсем ыйту хуравне шыраса Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ суйлав комиссийӗн секретарӗ Сергей Тарасов ку ыйтӑва анлӑн хуравланӑ-ха. Чӑвашла пӗлтерменнин тӗшши ҫакӑнта-мӗн: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулнӑ тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та», — ӑнлантарнӑ ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче.
Статья ячӗ — Станислав Ежи Лец поляк сӑвӑҫи тата философӗ хайланӑ афоризм. Полякла вӑл ҫапла ҫырӑнать: «Marzenie niewolnikow: targ, gdzie mozna sobie kupic panow», вырӑсла вара ӑна ытларах «Мечта рабов: рынок, где можно было бы покупать себе господ» тесе куҫараҫҫӗ. «Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ» тесе чӑвашла хам пӗлнӗ пек куҫартӑм (тен, эсир лайӑхрах та ҫавӑрттарса хума пултараятӑр — комментарире сӗнӗр).
Мӗн пирки сӑмах хускатасшӑн-ха? Нумай пулмасть Шупашкар Раҫҫейӗпех чапа тухрӗ — парӗн шӗкӗр хулара, имӗш, Навальнӑй йӗркеленӗ «саккуна пӑхӑнман» митингра чи нумай ҫынна тытса чарнӑ. Шел те, ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче ҫутатма май килмерӗ. Ӗҫ пӗр купаччӗ те, хыпарсемпе паллашма та вӑхӑт ҫукччӗ. Кайран вара кая юлтӑмӑр — пулӑм иртсе кайнӑ хыҫҫӑн 3-4 кунран хыпарлани йӗркеллӗ япалах мар. Ҫавах та иртнӗ вырсарникунхи митинг пирки пӗр-ик сӑмах ҫырасах терӗм. Тӗрӗсрех, ун хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки.
Сӑмаха Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ӑс пухакан ачапа Наталья Андрианова вӗрентекен хушшинче пулса иртнӗ калаҫу пирки хускататӑп. Хайхи ҫак ача Навальнӑй митингне ҫитнӗ тет, ӑна унта йӗрке хуралҫисем ярса тытнӑ тет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |