Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Алексей Грищенко ҫурт тӑвӑм министрӗн пуканне йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 09.02.2019 13:08 | 1605 хут пӑхнӑ
Политика

Михаил Игнатьев паян ятарлӑ хушу алӑ пусса Алексей Алексеевич Грищенкӑна Чӑваш Республикин ҫурт тӑвӑм, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пуканне шанса панӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫапла сӑмах каланӑ: «Пирӗн ҫурт хӑпартасси умӗнче питӗ пысӑк ыйтусем тӑраҫҫӗ. Вӗсене тивӗҫлӗн татса парсан Чӑваш Ен халӑхӗ те хӑйне лайӑх туйӗ». Алексей Грищенко республика пуҫлӑхне отрасле малалла мӗнле аталантарасси пирки тата Строймин паянхи куна мӗн тунине каласа панӑ. «Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин «май» хушӑвӗсенче палӑртнисене те, эсир Хӑвӑн Ҫырура асӑннисене те пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр», — ӗнентернӗ ҫӗнӗ министр.

Аса илтеретпӗр, ҫурт тӑвӑм министерстви пуҫлӑхсӑр пӗлтӗр, юпан 27-мӗшӗнче, юлчӗ. Унччен ку пукана Владимир Михайлов йышӑннӑччӗ.

Алексей Грищенко Ростов облаҫӗнчи Сальск районне кӗрекен Сандата ялта 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Волгоградри инженерипе ҫурт тӑвӑм институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1992 ҫултанпа Шупашкарти «Волгостальконструкци» АПФ-ра, «Честр» акционерсен пӗрлешӗвне кӗрекен СУ-20, СУ-25 ӗҫленӗ. 2001 ҫулта «СУ-20» ТМЯПӑн тӗп директорӗн пуканне йышӑннӑ. 2015 ҫултанпа — «ТУС» акционерлӑ компанийӗн директор ҫумӗ. 2018 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче ӑна ҫурт тӑвӑм министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

#Элтепер, #ҫурт тӑвӑм, #политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем