Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Рунгш Петр Андреевич

Рунгш Петр Андреевич — чӑваш политика ӗҫченӗ, ҫул саракан. 1905 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Тӑван районне кӗрекен Ҫӗнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче вилнӗ.

Рунгш Роза Петровнӑн ашшӗ.

Пурнӑҫӗ

1934 ҫулта Ленинградри автомобильпе ҫул-йӗр институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1935 ҫулччен прораб пулса ӗҫленӗ. 1936–1946 ҫулсенче автомобиль ҫулӗсене эксплуатацилекен участокӑн ертӳҫи пулнӑ.

Финн вӑрҫинче пулнӑ. 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хӗвелтухӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Япони вӑрҫине хутшӑннӑ.

1946–1949 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн МИнистрсен Канашӗн Транспорт управленийӗн тӗп инженерӗ вырӑнӗнче вӑй хунӑ. 1949–1964 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн ҫул тӑвӑмпа автомобиль ҫулӗсен экспуатацийӗн Управленинче начальник пуканне йышӑннӑ.

Ҫитӗнӗвӗсем

«Хисеп Палли» ордена тата медальсене тивӗҫнӗ.


 
Категорисем: Политиксем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-06-08 21:34:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4514 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем