Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта политикӑн машинине кислотапа сапнӑ. Ку пӗрремӗш хут пулман-мӗн. Оппоизицинерӑн ГАЗельне такамсем унччен те кислотапа сапнӑ иккен.
Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ун чухне политикӑн машини стоянкӑра тӑнӑ. Ҫакна та каламалла: оппозиционерӑн машини ҫинче хальхи влаҫа хирӗҫ пулнине кӑтартакан плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ.
«Кислота пирки калас тӑк, ку пӗрремӗш пулӑм мар. Пӗрремӗшӗ пушӑн 1-мӗшӗнче хула администрацийӗ умӗнче пулчӗ. Ун чухне тепӗр икӗ уйӑхран кӑна маскӑллӑ палламан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ», - каласа панӑ Шупашкар ҫынни.
Пӗрремӗш хутӗнче политик 98 пин тенкӗлӗх шар курнӑ, хальхинче вара – 10 пин тенкӗлӗх. Ҫитменнине, хальхинче такамсем икӗ кустӑрмана ҫӗҫӗпе каснӑ.
Agabazar // 3582.79.8277
2019.05.24 22:54 | |
"Оппозиционер" — кам? | |
Миккуль // 2003.99.8085
2019.05.26 06:31 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: иккӗменӳллӗ — саккуна пӑсма пултарать пуль, ҫавӑнпа хуратнӑ. //леш, хайхи влаҫрисене кӳрентерме юраманнипирки калакан саккуна пӑсма пулта | |
