Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Депутат пӗчченех пикета тухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.06.2019 20:41 | 2033 хут пӑхнӑ
Политика

ЧР Патшалӑх Канашӗн ЛДПР депутачӗ Константин Степанов Шупашкарти ШӖМ умне пӗчченех пикета тухнӑ. Вӑл «Свободу Ивану Голунову» (чӑв. «Иван Голунова – ирӗклӗхе») тесе ҫырнӑ плакат йӑтнӑ.

Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикет йӗркеллех иртнӗ, пӗр полицейски пырса унӑн ятне-шывне ҫырса кайнӑ. Ун патне Голунов пирки пӗлекен ҫынсем те пырса кайнӑ.

Депутат хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ: «Журналист коррупци тата ритуаллӑ пулӑшу тытӑмӗнче скандаллӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Маншӑн оппозици МИХӗн журналисчӗ юраман япаласем йӑтса хула тӑрӑх ҫӳрени питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Ҫакна ӑссӑр ҫын ҫеҫ тума пултарать. Кунашкал тӗрӗслев ирттерекен журналист кун пек йӑнӑш тума пултарнине ӗненес килмест».

Палӑртмалла: Иван Голунова ҫӗртмен 6-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотиксемпе ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Журналиста хавхалантаракан пикетсем халӗ ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ темелле. Унта хутшӑнакансен шухӑшӗпе, Голунов айӑплӑ мар. Халӗ вӑл килти арестра ларать.

#ШӖМ, #политика, #пикетсем, #депутатсем, #полицейскисем, #Шупашкар, #журналистсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.11 08:42
"ҫӗрмтен 6-мӗшӗ" тенине мӗнле ӑнланмалла?
Agabazar // 1575.35.8467
2019.06.11 19:47
Agabazar
Мĕншĕн "Свободу Леониду Волкову!" мар???

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем