Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.
Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.
2009 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисен ирӗкри семинарӗ иртрӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Тутарстан, Пушкӑрт Республикин, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсен пуҫламӑш класс шкул вӗрентӳҫисем пуҫтарӑнчӗҫ. Семинара ЧРИО ӗҫтешӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.П. Кондратьева доцент ертсе пычӗ.
Элӗкри вӑтам шкулти пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисем аслӑ категориллӗ ӑстаҫӑсем Т.Г. Чашкова, Ф.Н. Иванова, Н.Л. Иванова, Г.Г. Арсентьева кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчи шкул ӗҫтешӗсем валли наци шкулӗнчи чӑваш чӗлхи уҫӑ урокӗсене, ҫаплах уроксем хыҫҫӑн 1-4 классенче вӗренекенсемпе вӑйӑпа хевтелӗх ӗҫӗсене ирттерсе кӑтартрӗҫ.
Семинарпа пӗрлех шкул директор ӗҫӗсене тытса пыракан В. К. Волков мультимедиапрезентаци меслечӗпе Элӗк шкулӗн пурнӑҫӗпе пӗтӗм енлӗ паллаштарчӗ. В.М. Путеровпа Т.Г. Чашкова авторсен электронлӑ пулӑшу хатӗрӗсен семинарӗ те иртрӗ.
Аякри чӑваш вӗрентӳҫисем Элӗкри литературӑпа тӑван ен тӗпчев халӑх музейне ҫитсе курчӗҫ.
Хӑнасем уроксемпе семинара хавхаланса ырларӗҫ, вӗрентӳҫӗсене уроксемшӗн, шкулра хӑйсене хапӑл йышӑннӑшӑн чӗререн тав турӗҫ, малашне те пултарулӑх ӗҫӗсенче ӑнӑҫу сунса сывпуллашрӗҫ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫин Терюкалова Раиса Фоминичнӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ҫитсе пыракан пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата ӑста 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Раиса Фоминичнӑ саламлама ӗнер курава чылай хӑна килчӗ.
Курава уҫнӑ май музей директорӗ Геннадий Козлов ҫакна каларӗ — Раиса Фоминичнӑн пултарулӑхӗ питӗ тарӑн шухӑшлӑ, ӳкерчӗксенче философи, шалти туйӑмсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.
Ӳнерҫӗне ҫавӑн пекех Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ, вӑл Н.В. Фёдоров саламне вуласа пачӗ.
Терюкалова Раиса Фоминична ӗҫӗсен куравӗ акан 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑлакансене пурне те музейе килсе курма йыхравлатпӑр!
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче районти «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» халӑх музейӗнче «Тӗнчери лӗпӗшсем тата нӑрӑсем» курав ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак кун тӗлӗнмелле хурт-кӑпшанкӑсен тӗнчипе район пуҫлӑхӗ А.И.Криков тата райадминистраци ӗҫӗсен управляющийӗ А.В.Башкиров паллашрӗҫ, куравпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Районти «Ҫын тата ҫут ҫанталӑк» музейра курмалли, ӑша хывмалли чылай. Кунта районти халӑх историйӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнчи пурнӑҫӗпе, йӑли-йӗркипе, чаплӑ ывӑл-хӗрӗсен пултарулӑхӗ ҫинчен калакан информаципе паллашма пулать. Музейра вӗрентӳпе культура мероприятийӗсем те иртеҫҫӗ. Реконструкци ӗҫӗсем хыҫҫӑн музейӑн пӗлтерӗшӗ ӳссе пырать. Унта вырӑн тупнӑ экспонатсем республикӑра, ҫавӑн пекех вырӑнта пурӑнакансене те чӑннипех кӑсӑклантараҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Енри лӗпӗшсем пухакан паллӑ энтомолог Виссарион Петрович Лосманов хӑйӗн ӗҫӗсене районти музее тӑратнӑ. Куравра пурӗ 4 пине яхӑн тӗлӗнтермӗш лӗпӗшсемпе нӑрӑсем. Вӗсене Раҫҫейӗн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пухнӑ, тропик ҫӗршывӗсенчи хурт-кӑпшанкӑсен тӗсӗсем те чылай.
Лӗпӗш-нӑрӑсен пуххине курсан ҫутҫанталӑкӑн чӑн-чӑн илемлӗхне, тӗлӗнтермӗшне туятӑн.
Шупашкар хулин 60-мӗш шкул этнографи музейӗнче паян Чӑваш халӑх академийӗн чӑваш пайӑр ятсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн черетлӗ ларӑвӗ-семинарӗ пулчӗ. Калаҫу Академине ҫӗнӗ членсене илесси пирки пулчӗ, вӗсем хӑйсемпе, ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Шкул этнографи музейӗн ертӳҫи Людмила Аркадьевна Федотова экспонатсемпе усӑ курса тӗрлӗ электронлӑ презентаципе паллаштарчӗ. Музей 8 ҫул тултарнӑ ятпа пухӑннисем пурте тенӗ пекех парнесемпе килнӗ. Анатолий Абрамов журналист-фотограф ӳкерсе пычӗ, Галина Вастрюкова радиожурналист ятарлӑ передача валли материал ҫырса хатӗрлерӗ. Шкул ачисем илемлӗн каласа парса музей экспоначӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫитес ларӑва Красноармейски районӗнче ирттерме палӑртрӗҫ. Чӑваш Халӑх Академийӗн президенчӗ Петр Таллеров пурне те тав турӗ.
Ульяновскри И.Я. Яковлев музейӗ 15 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа кунта уяв иртнӗ. Унта чӑваш наци юхӑмӗн хастарӗсем, Хула Думин депутачӗсем тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче И.Я. Яковлев шкулне 1937 ҫулта пӗтернӗ Е. Кирюшкина ҫамрӑк вӑхӑтсене аса илсе каласа панӑ.
Ҫакӑнтах ҫӗнӗ конверт кӑтартнӑ. Ун ҫинче И.Я. Яковлев музейӗн сӑн ӳкерчӗкӗ. Конверт Мускавра 500 пин тиражпа тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |