Шупашкарта мӗнле кӑна музей ҫук пулӗ? Тӗрлӗлӗхӗпе вӑл ытти чылай хулана ирттерет пулӗ. Вӗсен шутӗнче айӑплава пурнӑҫлакан федераллӑ служба тытӑмӗн музейӗ те пур. Нумай пулмасть унта хӑнара ЧППУ 5-мӗш курсӗнче пӗлӳ пухакан студентсем пулнӑ.
Музейре паянхи кун ҫакӑнта ӗҫлекенсем пухнӑ 300 ытла экспонат упранать. АПФСТ музейӗнчи 2 сехетлӗ экскурси «пуҫиле айӑплава пурнӑҫлакан ӗҫлекенсене ертсе пырасси» специализацие суйланӑ студентсемшӗн чӑн та усӑллӑ пулчӗ теме пулать — вӗсем служба ӗҫӗнчи чылай енӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Музейри экспонатсем те хӑнасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗҫ: тӗрмере ларакансемпе вӑрттӑн ҫыхӑну тытмалли мелсем (икӗ тӗплӗ пӗчӗк арча, ҫыру-пӗлтерӳ вӗҫтерсе яма пултаракан тапкӑч /арбалет/), тӗрмере ларакансем ӑсталанӑ тӗрлӗ ӳнер ӗҫӗсем тата ытти те.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн тӗп залӗнче Пётр Кипарисов 85 ҫул тултарнӑ тӗлнӗ ятарлӑ юбилейлӑ курав уҫӑлнӑ.
Музей директорӗ Геннадий Васильевич Козлов курав уҫӑлнӑ ҫӗре пынӑ хӑнасене саламланӑ тата Пётр Гариловичӑн пултаруллӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ.
Профессор, искусствоведени кандидачӗ тата «Петр Кипарисов: ӳкеревҫӗ тата педагог» монографи авторӗ Юрий Васильевич Викторов курав хӑнисене художникӑн биографипе ҫыхӑннӑ хӑйӗн асаилӗвӗсемпе паллаштарнӑ, Кипарисова «шурӑ тӗсен патши тата хуран хуҫи» тесе ӳкеревҫӗн ӗҫӗсен тулли тишкерӗвне тунӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Иванович Садюков Петр Кипарисовпа пӗрремӗш хут Чӑваш ӳнер училищинче диплом ӗҫӗсен эскизне пӑхса тухнӑ чухне тӗл пулни ҫинчен каласа панӑ. Унсӑр пуҫне ӳкеревҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫутӑ курнӑ персоналлӑ курава (1988) йӗркеленипе ҫыхӑннӑ асаилӳсемпе паллаштарнӑ, «Чувашские ковровщицы» ӗҫе мӗнле майпа туянни ҫинчен каласа панӑ.
Анастасия Александровна Григорьева искусствовед «Питер ӳкеревҫисем» журналта «Чӑвашпа чӗрере.
Кирек епле шӑпӑрлана та, уйрӑмах арҫын ачасем, техника тесен савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе те пулӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Трактор историйӗн музейӗ паянтан ҫемье акцийӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Унти тӗрлӗ экспонатпа паллашма ачасене илсе пыракан кирек мӗнле арҫынна та самай йӳнӗ хакпа кӗртеҫҫӗ.
Музейра Паша Ангелина, Александр Бойко тата Дмитрий Зайцев ӗҫленипе чапа тухнӑ тракторсем кӑна мар, пӗчӗк карьерта бульдозерсене тата экскаваторсене радиоуправлени урлӑ ӗҫлеттерсе пӑхма май пур иккен. Ӗлӗкхи экспонатсем умӗнче вара сӑн ӳкерӗнме пулать.
ҪУР | 17 |
Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ялӗнче тӗлӗнмелле кинемей пурӑнать иккен. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, ун килӗ умӗнчен чарӑнса тӑмасӑр иртсе каяймастӑн. Сакӑрвуннӑри Клавдия Прохорова килӗ тӗлӗнче чӑн-чӑн музей йӗркеленнӗ. Унта вӑл пир тӗртмелли, ҫип арламалли станоксем, тӑм савӑт-сапа кӑларса лартнӑ. Чечек те ӳстерет. Чечекӗсем пӳртре те унӑн нумай иккен. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ вӗсем лаша, ӗне, кролик тытаҫҫӗ.
Сӑнсем (30)
ҪУР | 16 |
Чӑваш Республикин культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Етӗрнери таврапӗлӳ музейне ҫитсе курнӑ. Музей 2011 ҫулта революцичченхи куҫ пульницин ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна ертсе пыма Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ учительне Жуков Рудольф Васильевича шаннӑ. Ҫак ҫулсем хушшинче музей пирки таврана ырӑ ят сарӑлнӑ.
Республика программипе килӗшӳллӗн музей ҫуртне юсама республика хыснинчен 554,987 пин тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ку укҫапа музейӑн пӗрремӗш этажӗнче юсав ӗҫӗсем тума палӑртнӑ. 2011 ҫулта ҫуртӑн ҫивиттине тата музей умне тирпей-илем кӳнӗ.
Экспонатсен шучӗпе чухӑн мар вӑл — кунта вӗсен йышӗ 4 пине ҫитет. Музейра паянхи кун 761 ӳнерҫӗн ӗҫӗсем упранаҫҫӗ: К. Долгашов, М. Григорян, Р. Федоров, Н. Коновалов, О. Леонтьева, В. Немцев, О. Арбузов тата ыт.те.
Чӑваш наци музейӗнче иртнӗ эрнекунран пуҫласа голографисемпе паллашма май пур. Ӑна йӗркелеме Питӗрти С.И. Вавилов ячӗллӗ патшалӑх оптика институчӗ пулӑшнӑ пулать.
Енчен те сӑнӳкерчӗк тӗрлӗ япалана пӗр лаптӑкӑшпа кӑна сӑнлать пулсан, голографи вара эскере харӑсах виҫӗ енлӗ — пӗтӗм калӑпӑшӗпе — кӑтартма май парать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр экспонатӑн тулли калӑпӑшлӑ копине кӑтартас тӗлӗшпе голографи питӗ меллӗ хатӗр. Унсӑр пуҫне унпа усӑ курса ҫӗнӗ ӳнер тӗсӗсем те ҫуралаҫҫӗ — оптикӑлла дизайн, илемлӗ голографи тата ыт. те.
Чӑваш наци музейӗнчи куравра вара Эрмитажри кӳлепесен голографийӗсене курма май пур. Унсӑр пуҫне физиксем ӑсталанӑ тӗрлӗ пейзажсем те куракансен кӑмӑлне каймалла пулӗ — лазерпа тата ҫутӑпа усӑ курса ӑсталанӑскерсем самай кӑсӑклӑ. Куравра американ ӑсчахӗсем хатӗрленӗ «ташлакан» ӳкерчӗксем те пур. Акӑлчансен ӗҫӗсем вара тӗрлӗ тӗслӗ — вӗсем юлашки вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӳсен йышне кӗнӗрен куракансене килӗшеҫҫех.
Куравпа авӑн уйӑхӗчченех паллашма пулать. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10:00–19:30.
Тӑлӑха юлнӑ, ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗсӗр ача ҫуртӗнче ӳсекен ачасем шел пулин те пирӗн республикӑра та самаях. Тен, ҫемье ӑшшине, йӑпатнине, кирлӗ чухне канаш пама пултарнине — ҫак хӑватсене нихҫан туйса курман ачасем ҫунатсӑр кайӑк пек тискер пурнӑҫ хирӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхсен те, «пысӑк» чӗрелле ҫынсен те чи ҫутӑ тӗллевӗ вӑл — тӑлӑха юлнӑ ачасен, пулӑшу кӗтекенсен чӗрисенче шанчӑк кӑвайтне упраса пырасси.
Ҫуллахи кунсем пур шӑпӑрланшӑн чи савӑк кунсем. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене вӑл вӑхатра час-часах кану ҫурчӗсене, хула ачасене — яла, ялтисене — хулари тӑванӗсем патне канма кайса яраҫҫӗ. Ача ҫуртӗнче ӳсекен шӑпӑрланӑн вара нумай чухне ҫуллахи кунсем пӗлтерӗшсӗр иртеҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса «Сывлӑх планети» проект ҫуралнӑ та. Ӑна ятарласа ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасем валли пуҫарса янӑ.
Проект тӗллевӗ — ача ҫуртӗнче, интернатра, ашшӗ-амӑшсӑр ӳсекен ачасене валли ҫуллахи кану кунӗсене савӑнӑҫлӑ, кӑсӑклӑ туса парасси. «Сывлӑх планети» хӑйӗн ӗҫне утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫлӗ.
Асӑннӑ проект Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) шкул-интернатра ӗҫлеме тытӑнать.
Паян, кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре, Шупашкарти Литература музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Юрий Айташӑн юбилей каҫӗ иртмелле. Унта литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, шкул ачисем пухӑнмалла.
Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче учитель те пулса ӗҫленӗ, Чӑваш телевиденипе радиовещани комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче те. Ҫирӗм ҫул ытла вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ, каярах вара — «Тӑван Атӑл» литература журналӗн проза пайӗн редакторӗнче. Юрий Айташ — поэт, прозаик тата куҫаруҫӑ. Вӑл А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин, швед, украин, белорус, болгар, азербайджан поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Литература лаҫҫине вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче — 70-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче «Йӗплӗ роза», «Кӑнтӑр ҫутипе» хайлавсемпе кӗнӗ. Унти тӗп сӑнсем — пултарулӑх интеллигиенцийӗ.
Шупашкарта Чӑваш Енӗн паллӑ ӑсчахӗ, карап тӑвассипе ӗҫленӗ Алексей Крылов академик ячӗпе музей уҫнӑ. Аваллӑх управҫи Шупашкарти политехника институтӗнче вырӑн тупнӑ.
Унта Пӑрачкав районӗнчи Крылово ялӗнчи (тӗнчипе паллӑ академик 150 ҫул каялла шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ) музейри экспонатсем вырӑн тупнӑ. Кӑсӑклӑ япаласем хушшинче шыв айӗнчи атом киммипе ҫӳренӗ Владимир Квасков мичман парнеленӗ астролябине, 2-мӗш рангри капитан Николай Раськинӑн тинӗс хронометрне тата секстанне, Шупашкарти ҫамрӑксен А.Н. Крылов ячӗпе хисепелнекен «Маяк» клубӗн ертӳҫи Марина Сугробован ҫӑлтӑрсен глобусне тата тинӗс компасне палӑртма пулать. Тӗрӗссипе, пӗлес-курас, паллашас килмелли экспонатсем тата нумай-мӗн-ха.
Музее чи малтан кӗрсе курнисем — пысӑк хӑвӑртлӑхӑн гидродинамики тата карап тӑвасси темӑпа Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ ӑсчахсем.
Сӑнсем (24)
Ҫемьере кашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулмасть теҫҫӗ. Канаш хулинче тата районӗнче пурӑнакансем паянтан «Юрату, шанчӑклӑх тата ҫураҫу сакӗ» ҫине ларса пӗр чӗлхе тупас шанчӑк пур. Ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫапла ят панӑ сака хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем хутшӑннӑ иккен.
Хулана илем кӳрекен ҫак вырӑна Геннадий Захаров художник ӑсталанӑ иккен. Вырӑнтисем ҫураҫу сакне официаллӑ майпа уҫичченех халӑх унтан татӑлма пӗлменни пирки хыпарлаҫҫӗ. Ҫавсем ылтӑн алӑллӑ ӑстана тем тӗрлӗ ӑшӑ сӑмахпа тав тӑваҫҫӗ имӗш.
Сӑнсем (17)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |