Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ хӑйӗн 90 ҫулне паллӑ тӑвать. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче музей уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗ — хӑнасем экспонатсемпе, куравсемпе тӳлевсӗр паллашма пултарӗҫ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчех 90 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртӗ — унта ӑсчахсене, ҫыравҫӑсене, таврапӗлӳҫӗсене, музей ӗҫӗпе кӑсӑкланакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Уяв кунӗ «Чӑваш наци музейӗ 90 ҫулта» ятлӑ курав уҫнипе пуҫланӗ. Куракансем кунта музейӗн кун-ҫулӗпе туллин паллашма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧНМ ҫӗнӗ сайчӗн хӑтлавӗ те ҫакӑнтах иртӗ.
Музее йӗркеленӗ кун хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне чӑвашра тепӗр ҫын — таврапӗлӳҫӗ, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Никифор Наумов паллӑ тӑвать. Ҫакна шута илсе музейӗн савӑнӑҫлӑ уявӗ шутне тин ҫеҫ тухнӑ «Халӑх ҫӳпҫинчен: этнографи ӑнлавӗсен пуххи» кӗнекен хӑтлавне те кӗртнӗ.
Мероприяти «Чӑваш халӑхӗпе Чӑваш Енӗн IX-XX ӗмерсенчи историйӗ» курав тӑрӑх театрласа хатӗрленӗ экскурсипе вӗҫленӗ. Кунта куракан тӗрӗк хӗрӗпе те, хастар пӑлхарпа та, иртнӗ ӗмӗрсенчи ытти сӑнарсемпе паллашма пултарӗ.
Нарӑсан 22-мӗшӗнче (пуҫламӑшӗ 10 сехетре) Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче республика шайӗнчи «Ӳнер йӑли тата музей» ятлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттереҫҫӗ. Ӑна Никита Кульмич Сверчков (1891-1985) ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ. Ун умӗн, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче музейра ӳнерҫӗн пысӑк куравне уҫӗҫ.
Конференцире ҫак темӑсене сӳтсе явӗҫ:
◊ Чӑваш Ен сӑрӑ ӳнерӗн йӑли тата аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем.
◊ Н.К. Сверчковӑн хальхи чӑваш культуринчи пултарулӑхпа педагогика пӗлтерӗшӗ.
◊ Художник пултарулӑхӗнчи наци культури.
◊ ЧПӲМ тата республикӑри ытти музейсенчи Н.К. Сверчковӑн ӗҫӗсем.
◊ ЧПӲМ пуххинчи Н.К. Сверчковӑн иконографийӗ.
Конференцие хутшӑнма музей тата архив ӗҫченӗсене, ӳнер тӗпчевҫисене, ӳнерҫӗсене, литературӑпа кӑсӑкланакансене, студенсене, вӗрентевҫӗсене тата ӳнере кӑмӑллакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Конференци хыҫҫӑн музей статьясен пуххине кӑларма шутлать.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 63-63-04 (директор приемнӑйӗ), 62-42-75 (Татьяна Владиславовна Краснова, диреторӑн аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ)
Сверчков Никита Кузьмич — чӑваш ӳнерне никӗслекенсенчен пӗри шутланать, унӑн вӗрентекенӗсем шутӗнче Н.
Ӗнер, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, юнкун Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ — пултаруллӑ сӑвӑҫ Раиса Сарпи хӑйӗн юбилейне палӑртрӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре пуҫланчӗ. Малтан хӑнасене ятарласа хатӗрленӗ «Чун хӗлхемӗ — халӑха» куравпа паллаштарчӗҫ. Кунта сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.
Малалла музейӗн аялти залӗнче юбиляра тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ. Хӑнисем чылайччӗ — Патӑрьел районӗнчи ачасем, ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗнчен тата ыттисем пулчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ каҫра юрӑ-ташӑ та нумай янрарӗ — юбиляра кашни чун чӗререн салам сӑмахӗсене каласшӑн пулчӗ.
Сӑнсем: кӗске вариант (19), тулли вариант (86). Авторӗ: О. Цыпленков.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Владислав Немцевӑн ятарлӑ куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Юбиляра ӳнер анинче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Республикин Президенчӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн Хушӑвӗпе пултаруллӑ ӳнерҫе «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи» ята панӑ ятпа саламларӗҫ.
Курава килнӗ ҫынсене ун ӗҫӗсем кӑмӑла кайрӗҫ. «Тавралӑхра чаплӑран та чаплӑ тавралӑх», — тесе хакларӗҫ ун ӗҫӗсене хӑш-пӗр куракан.
Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ял тӑрӑхӗ мӗн пур чӑваш тӗнчишӗн историлле пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Авалхи Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне мӑнкун-тутар уртисем аркатнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ чӑвашсен (Элшел таврашӗсем хӑйсене сӑвар йӑхӗнчен тесе шутлаҫҫӗ) хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗрки, юрри-кӗвви, сӑмахлӑхӗ, пурнӑҫ йӗрки 1896-1907 ҫулсенче Элшел шкулӗнче учитель пулса ӗҫленӗ Тӗрлемес чӑвашне Григорий Тимофеева питӗ тӗлӗнтернӗ. Пулас паллӑ ҫыравҫӑ-этнограф хӑй курни, илтнине, сӑнанине пуҫтарса «Тӑхӑрьял» кӗнеке ҫырса хӑварнӑ.
Ку енчи халӑх паянхи кун та йӑх-несӗл тымарне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чыслӑн упрама, килес ӑрӑва мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен кун-ҫул пурнӑҫне хаклама вӗрентсе ҫитӗнтерет. Ҫав ӗмӗт-кӑмӑлсемпех иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Элшелте Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш историпе мемориал халӑх музейне уҫнӑранпа раштавӑн 21-мӗшӗнче 20 ҫул ҫитрӗ.
Раштавӑн 24-мӗшӗнче вара ҫак юбилее паллӑ турӗҫ. Мероприятие Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫӗ В.В. Петров уҫрӗ, музей япалисене пухма хастар хутшӑннисене грамотӑсемпе чысларӗ. Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Е. Васильев та хутшӑнчӗ, тухса сӑмах каларӗ, музей ертӳҫине грамотӑпа парне парса чысларӗ.
Меропритие ҫавӑн пекех СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин ӳкерӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ, шӗпсутҫӑ В.А. Кузьмин, «Аксар» студи ертӳҫи, ӳкерӳҫӗ А.В. Иванов, П.М. Меркурьев ӳнерҫӗн мӑшӑрӗ О.И. Меркурьева, Енӗш Нӑрваш вӑтам шкулӗн директорӗ О.В. Ярмулин тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Кунтах П.М.Меркурьев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлчӗ.
Мероприяти ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.
Музее йӗркелес шухӑш 1960 ҫулсенчех ҫуралнӑ. Ун чухне Енӗш Нӑрваша ӳнерҫӗсем — вӗсен шутӗнче халӑх художникӗсем М.
СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх акдеми драма театрӗн актерӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫавна майӑн унӑн ентешӗсем пултаруллӑ артистӑн юбилейне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Паҫпак Мишши ҫыравҫӑ районти «Бичурин тата паянхи самана» музее артистӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата ун ҫинчен хаҫатра пичетленнӗ материалӗсене пырса та панӑ ӗнтӗ.
Алексеев Борис Алексеевич 1911 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш драма театрне илнӗ. Унта вӑл мӗн ӗмӗрӗ вӗҫлениччен ӗҫленӗ. Унӑн паллӑрах ролӗсем: Ухтеркке («Судра», Ф. Павлов, 1941), Ленин («Пӑшаллӑ ҫын», Н.Ф. Погодин, 1942), Энтип («Энтип», В.Т. Ржанов, 1948). Борис Алексеевич П.Н.Осипов, Н.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Любовь Мартьянова ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа «Эсӗ чӗртнӗ вучах» ятлӑ курав уҫӑлать. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Любовь Васильевна Мартьянова 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ.
Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалӑх» (1983), «Шурӑ юр юрри» (1986), «Йышӑнман сӑмахсем» (1991).
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Александр Никонорович Алимасов куравӗ уҫӑлать. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Курав раштавӑн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланать.
Ӳнер музейӗн адресӗ: Шупашкар хули, Калинин урамӗ, 60 ҫурт.
Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995). Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, И.Я. Яковлев, П.
«Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейи кунран кун пуянланса пырать. Ӑна йӗркеленӗ чухне чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ вырӑнсене сӑнласа кӑтартас, чӑваш пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫутатас тӗллев пулнӑ. Ку ӗҫ майӗпен пурнӑҫланса пырать те.
Чӑваш ялӗсене сӑнласа кӑтартас тӗлешпе хальхи вӑхӑтра ытларах республикӑн тури районӗсен ялӗсем кӗнӗ. Танлаштарнӑ май ҫак районсенчи ялсене ытларах сӑнлани курӑнать: Шупашкар районӗ (76 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (33 ял), Муркаш районӗ (27 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (20 ял), Элӗк районӗ (13 ял), Вӑрнар районӗ (5 ял). Ҫавӑн пекех Канаш, Куславкка, Етӗрне, Елчӗк районсенчи ялсен сӑнӗсем пур. Нумай мар пулин те пур.
«Чӑваш тӗнчинче» ытти сӑн та чылай: музейсенчи сӑнсем (10 ытла музей, нумай пулмасть Бичурин музейӗнчи сӑнсене вырнаҫтарнӑччӗ), тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем (юбилейсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, конкурссенче, концертсенче, уявсенче).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |