Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: музейсем

Пирӗн ентеш, паллӑ ҫар ертӳҫи Василий Иванович Чапаев ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи вулав ҫуртӗсенче тата шкулӗсенче асаилӳ кунӗсем иртеҫҫӗ.

Ачасем В.И. Чапаев ҫинчен сӑвӑсем, калавсем вулаҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче «Чапаев» кино куравӗсем йӗркеленӗ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫӗршывӑмӑршӑн пуҫне хунӑ паттӑрсене манмасть, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тӗрӗс ҫулпа утма хистет.

Турхан ялӗнчи ачасем ку паллӑ куна асӑнса ӑмӑртусем йӗркеленӗ, ытти шкулсен ачисем час-часах Шупашкарти Чапаев музейӗнче те пулкалаҫҫӗ. Кашни шкултах «Ейӗк тӑрӑх Чапай ҫӳренӗ» ятлӑ калавсем те ҫыраҫҫӗ.

 

КӐР
24

Компьютер музейӗ уҫӑлнӑ
 Владимир | 24.01.2012 16:25 |

Тӑванкасси шкулӗ спутникран пӑхсан
Тӑванкасси шкулӗ спутникран пӑхсан

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас шкулӗнче компьютер музейӗ уҫӑлчӗ. Кабинет ертӳҫи, информатикӑ тата физикӑ вӗрентекенӗ Мидуков И.П. тӑрӑшнипе 1986 ҫултан пуҫласа паянхи кунчен ӗҫлекен аппаратурӑ пуҫтарнӑ. Тӗлӗнмелле, кашни компьютер юсавлӑ, пурте ӗҫре. Иван Петрович Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ ӑста, ун уссине таврари шкулсенчи мӗн пур «информатик» пӗлет. Халӗ шкулта кашни вӗренӳ уйрӑмӗнче ҫӗнӗ йышши компьютерсем лараҫҫӗ, вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсемсӗр пӗр утӑм та тӑваймаҫҫӗ тесе калама та юрать пулӗ.

 

Музей экспонанчӗ. Foto.cheb.ru сайт сӑнӗ
Музей экспонанчӗ. Foto.cheb.ru сайт сӑнӗ

Юпан 29-мӗшӗнче Шупашкарта Трактор историйӗн музейӗ уҫӑлчӗ. Вӑл Раҫҫейре официаллӑ йӗркепе шута илнӗ пӗрремӗш музей шутланать. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Косачев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский хутшӑнчӗҫ.

Республика тӗп хулишӗн музей уҫӑлни чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарти агрегат завочӗн клубе умӗнче культурӑпа кану программи пуҫланчӗ, «Аталану парадӗнче» иртнӗ ӗмӗрти тата ку чухнехи техникӑна кӑтартрӗҫ.

«Ҫак музей чӑваш халӑх культурине пуянлатать. Мӗншӗн тесен ӑс-хакӑл пуянлӑхне, халӑх пурлӑхне упраса хӑвараймасан — малашлӑх ҫук», — терӗ Чӑваш Ен ертӳҫи трактор историйӗн музейне уҫнӑ ҫӗре пухӑннисене саламланӑ май.

«Музее никӗслекенсене тав тӑватӑп. Раҫҫейри трактор тӑвас ӗҫ историйӗ пуян, вӑл ҫамрӑксене ҫитӗнӳ тума хавхалантарӗ» — тесе ҫырчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑнасен кӗнекинче.

Малалла...

 

250 яхӑн ӳнер ӗҫӗ — кунта графика та, скульптура та, ҫӗвӗ-тӗрӗ те, йывӑҫран касса кӑларнӑ ал-ӗҫ хатӗрӗсем те. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлчӗ.

Ҫакӑн йышши курава республикӑри ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвӗ кашни ҫулах йӗркелет. Кӑҫал унта республика тулашӗнчи художниксем те хутшӑнаҫҫӗ. Тава тивӗҫлӗ ӑстасен ӗҫӗсемпе юнашарах — ҫамрӑк авторсен ӳкерчӗкӗсем. Кӑҫалхи куравра вӗсем ҫурри таранах. Ҫамрӑксен ӗҫӗсене аслӑрах ӑстасеннинчен уйӑрса илме йывӑр мар, тавракурӑмӗ урӑхларах. Портрет, пейзаж ӳкерчӗкӗсемпе юнашарх чӑваш тӗррисем, тӑмран тунӑ савӑт-сапа, графикӑпа мозаика курава хӑйне май илем, асамлӑх кӳреҫҫӗ. Кӑҫалхи курава ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ. Ӳнерҫӗсем реабилитаци центрӗнчи, ача сачӗсенчи, шкулсенчи ачасем валли мастер-классем ирттерӗҫ. Вӗсен тӗллевӗ ҫамрӑксене ӳнер ӗҫӗпе кӑсӑклантарасси, пултарулӑх ҫул-йӗрне тупма пулӑшасси.

 

Авӑнӑн 26-мӗшӗ Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн иккӗмӗш класӗнче вӗренекен ачасемшӗн паллӑ кун пулса юлчӗ. Уроксем хыҫҫӑн вӗсем класа ҫирӗплетнӗ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевӑпа Н.А. Атряскин ячӗллӗ музейра тӗл пулчӗҫ.

Ветеран каласа панӑ тӑрӑх Анат Камӑра пурӑнакан чӑвашсемшӗн Николай Александрович нумай паллӑ ӗҫсем тунӑ, чӑваш вырсарни шкулне уҫас тесе нумай вӑй хунӑ: тӗрлӗ шкул директорӗсемпе тӗл пулса чӑваш ачисене вырсарни шкулне пуҫтарас тӗллевпе калаҫу ирттернӗ, чӑваш чӗлхипе чӑваш культурине аталантарас тесе чӑваш ачисен ашшӗ-амӑшӗсемпе те ӗҫленӗ, тӗлпулусем ирттернӗ.

Ҫапла майпа Николай Александрович тӑрӑшнипе 1991 ҫулта чӑваш вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. 1999 ҫулччен Николай Александрович чӑваш обществин председателӗнче те ӗҫленӗ.

Ку кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унтан вара чӑваш гимназине уҫма шутланӑ, нумай вӑй хунӑ. Чӑваш гимназине уҫнӑ ҫӗрте Николай Александровичӑн тивлечӗ пысӑк.

Вӑл тӑрӑшнипе халь ачасем чӑваш гимназийӗнче тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗренеҫҫӗ, тӑван халӑх культурипе паллашаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4128.html
 

«Чӑваш тӗнчи» фильмран
«Чӑваш тӗнчи» фильмран

«Бичурин тата паянхи самана» музейра (Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) Владимир Галошев ӳнерҫӗн «Тӳпери ҫӑлтӑр» ӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлчӗ. Курава ӳнерҫӗ 50 ытла ӗҫ тӑратнӑ — живопиҫ, графика тата декоративлӑ алӗҫ ӳнерӗ. Вӗсен тематики, тӗпрен илсен, чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсем: чӑваш туррисем, тӗнче пулса кайни, ырӑпа усал кӗрешни тата ытти те.

В. Галошев «Тӗлӗнмелле тӗрӗ» (1996), «Эткер» (2009), «Чӑваш тӗнчи» (2011) илемлӗ фильмсен авторӗ. Пӗрине, сӑмахран «Чӑваш тӗнчи» фильма, эсир тетелти СУМ лавккара та туянма пултаратӑр. Вӗрентӳ министерстви те ун ӗҫӗсене Чӑваш Республикинчи шкулсенче усӑ курма ирӗк панӑ.

 

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Станислав Юхтар куравӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Ӑна уҫма музей директорӗ Геннадий Козлов, Раҫҫей халӑх ӳнерҫи Равель Фёдоров, ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ Алейсей Трофимов, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Василий Кузьмин, Ӳнер музейӗн тӗп управҫи Георгий Исаев татат ыттисем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансем пурте ӳнерҫӗ ӗҫӗсенчи хӑйнеевӗрлӗхе палӑртрӗҫ, вӑл усӑ куракан мелсемпе меслетсене сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫине ӗҫре ӑнӑҫусем сунса унӑн юлташӗсем Николай Кривошеевпа Вадим Шипилевский те тухса сӑмах каларӗҫ.

Станислав Юхтарӑн ӳкерчӗкӗсенчи тӗп сӑнар — ҫутҫанталӑк. Чылайӑшӗсенче вӑл тӗнчене тытса таракан вӑйсене сӑнлать, этемӗн ҫутҫанталӑкри вырӑнне кӑтартса пама тӑрӑшать. Унашкал ӳкерчӗксем шутне «Этем тата Ҫӑлтӑрсем», «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тата «Леш Тӗнче» ятӑмсем кӗреҫҫӗ. Станислав ӗҫӗсенче чӑваш тӗнӗ те пысӑк вырӑн йышӑнать.

Малалла...

 

Толмачев купсасен ҫурчӗ
Толмачев купсасен ҫурчӗ

Ҫӗрпӳре революциччен тунӑ ҫуртсем сахал мар. Вӑл шутра Толмачев купсасен ҫурчӗ те. Ҫӗрпӳ районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра унта Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ куҫӗ — ун валли ятарласа темиҫе пӳлӗм уйӑрнӑ та ӗнтӗ.

Куҫнӑ музей ҫурла уйӑхӗн вӗҫнелле уҫӑлмалла.

 

Уҫырма ялӗ картта ҫинче
Уҫырма ялӗ картта ҫинче

Канаш районӗнчи Уҫырмара ҫуралса ӳснӗ Иван Андреев халӗ Тӗмен облаҫӗнчи Белый Яр поселокра пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ӗҫлет-ха вӑл. Отпуск вӑхӑтӗнче ҫулсеренех тӑван ене таврӑнать. Ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ йывӑҫ пӳрт кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Иван Федорович ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеме шухӑш тытнӑ.

Киввине сӳтнӗ чухне кил-тӗрӗшре усӑ куракан авалхи хатӗр чылай тухнӑ. Иван Андреев вӗсене Уҫырма шкулӗн музейне панӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑра вӗретмелли хатӗрсем, ут таврашӗ, савӑт-сапа. Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов Иван Федоровича экспонатсемшӗн тав тунӑ.

 

Галина Павловна вулакансемпе юнашар
Галина Павловна вулакансемпе юнашар

Анаткасси вулавӑшӗнче библиотекарь ӗҫне туса пыракан Андреева Галина Павловна Муркаш районӗнче иртнӗ «Республика шӑпи — пирӗн шӑпа» хӑтлавсен ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те, вырӑнти халӑх та ӑна ку ҫитӗнӳпе саламлать, малашне пысӑкрах ӳсӗмсем тума сунать!

«Республика шӑпи — пирӗн шӑпа» ӑмӑрту ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Муркашри историпе таврапӗлӳ музейӗнче иртнӗ. Ӑна Республика кунне халалласа иртернӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, [67], 68, 69, 70, 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 21

1963
61
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
17
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть