Кун пирки республикӑн Культура министерстви хыпарланинчен ӑнлантӑмӑр. Чӑваш Енри паллӑ предприятисенчен пӗри — «Паха тӗрӗ» — кӑҫал тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине халалласа ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ятарлӑ курав уҫма ӗмӗтленет-мӗн. Хапрӑк куравпа ярмӑрккӑ йӗркелессипе хастар пулнине палӑртнӑ май министерство чӑваш тӗррине саракан предприяти тӑван республикӑри районсем тата Раҫҫей регионӗсем тӑрӑх час-часах тухса ҫӳренине хыпарлать. Чӑваш тӗррипе ют ҫӗршывсем те, уйрӑмах — яппунсемпе Америка ҫыннисем, кӑсӑкланаҫҫӗ-мӗн.
Производствӑна сарас тесе хапрӑк пӗлтӗр «Чӑваш тӗррине — кашни киле» проекта республикӑн Экономика министерстви ирттерекен конкурсра ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе хыснаран укҫа илме пултарнӑ. Тупрана вӑл тӗрлекен ҫӗнӗ йышши оборудовани туянма янӑ.
Маларах асӑннӑ курава предприяти хӑйӗн ҫӳпҫинчи чи чаплӑ экспонатсенчен пӗрисене тӑратӗ.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗшӗн чӑннипех те паллӑ пулӑм. Кун пирки асӑннӑ аваллӑх ҫӳпҫин управҫи Антонина Андреева паян социаллӑ сайтсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Халӗ паллӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне, Агафья Николаевна Николаевӑна, ӑҫта пытарнине шыраса тупнӑ иккен. Чаплӑ классикӑн амӑшӗ ӗмӗрлӗх канӑҫа Шупашкарти 2-мӗш ҫӑва ҫинче тупнӑ пулнӑ. Вӑл масар газопровод патӗнче вырнаҫнӑ. Вил тӑприне пӑхса тӑраҫҫӗ иккен — ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ, чечексем ӳстереҫҫӗ, сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ, ятне ҫырса хуни те пур-мӗн. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева вил тӑпри ӑҫтине палӑртма пулӑшнӑшӑн паллӑ поэтӑн тӑванне Юрий Кириллович Кузьмина тата ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорне — тӗп редакторне Лидия Михайловӑна (сӑмах май, вӑл Ҫеҫпӗл ентешӗ) тав тӑвать.
Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑх хӑй вӑхӑтӗнче питӗ кӗрлесе тӑнӑ. Тӳррипе, хуҫалӑх Аркадий Айдак ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ — тилхепене вӑл 45 ҫул тытса пынӑ.
Ыран Аркадий Айдак ячӗпе асӑну мероприятийӗ иртмелле. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна, хӑй ҫаралнӑ кун — ҫӗртмен 7-мӗшӗнче — «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ятпа чысланӑччӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсене сума суса «Экомарафон-2013» ирттермелле. Унта хутшӑнакансем чӑваш хресченӗн ҫуртне (ҫапла, ун пек музей та пур Етӗрне тӑрӑхӗнче) кӗрсе тухӗҫ. Вырӑнти вулавӑшра вара «Айдак вулавӗсем» иртӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вара районти ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче Айдака асӑннӑ фотоӗҫсен куравӗ ӗҫлет-мӗн.
Сумлӑ ертӳҫӗ пулнӑ ҫынна халалласа стелла уҫма палӑртнӑ. Ыран унӑн никӗсне ярӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен хӑйсен ӗҫ графикне улӑштарма палӑртнӑ. Малашне музей хӑнисене икӗ хушма сехетпе тивӗҫтерме пуҫлӗҫ. График улшӑнӑвӗ ҫуллахи кунсем вӗҫленичченех тӑсӑлӗ.
Музей экспоначӗсене кашни кӗҫнерникун 20:00 сехетччен курма май пулать.
— Шупашкар хулинче хушма вӑхӑтпа тивӗҫтерекен пӗртен-пӗр музей эпир, — пӗлтереҫҫӗ музей ӗҫченӗсем.
Хула ҫыннисем те музейӗн ҫӗнӗлӗхне ырлаҫҫӗ. Вӗсем шухӑшӗпе капла музея ӗҫрен таврӑнсан та кайса курма май пулать.
Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.
Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ.
Чун парса ӳкерӗннӗ, пурнӑҫӑн мӗн-пур ӗҫ-пуҫсем витӗр тухнӑ, нихӑҫан та типсе ларма пултарайман ӑсталӑх ҫӑлкуҫне палӑртакан ӳкерчӗксем —вилемсӗр. Пӗрремӗш хут XX ӗмӗрен чи пултаруллӑ ӳнерҫӗн Сальвадор Дали ӗҫӗсем Чӑваш Енре кун ҫути курӗҫ. Республика ҫыннисем тӗнчипе паллӑ ӳнер ӑстин «Божественная комедия» (чӑв. Асамлӑ камит) ӗҫне сӑнлакан гравюрисене курма пултарӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ проектӑн хӑтлавӗ ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлать. Сальвадор Дали ӗҫӗсемпе паллашма кӑмӑл тӑвакансем республика музейне хаваспах кайма пултарӗҫ. Ют ҫӗршыв ӳнер ӑстин ӗҫӗсене куҫпа курни наци культуришӗн, халӑх тавракурӑмшӑн самаях усӑллӑ пулӗ.
Ҫитес шӑматкун, ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта 40 тӗрлӗ ҫӗршывсенче иртекен йӑлана кӗнӗ мероприяти пуҫланать. Ҫак кун 2 ытла музей ятарлӑ программӑсене хутшӑнма чӗнет, кӑмӑл пур пулсан пурте кайса курма пултараҫҫӗ. Асӑннӑ программӑра концерт, театр кӑтартӑвӗ, авторсен эксурсийӗ, мастер-классем, историллӗ реконструкци йышши мероприятисем иртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ те ҫак массӑллӑ пулӑма хутшӑнма палӑртнӑ. Кӑмӑл пур пулсан сире музей ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 18:00 сехетре кӗтӗ. Ҫак куна халалласа музей ӗҫченӗсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Куракансене кӑсӑклӑ тӗлпулусем, концертсем, кӑтартусем кӗтӗҫ. Музей каҫӗ интереслӗ те тухӑҫлӑ иртессе ертӳҫӗсем шантарсах калаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш Ен делегацийӗ Питӗр хулинче пулнӑ, хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ паллӑ учёнӑй Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ мероприятисене хутшӑннӑ.
Асӑннӑ хулари Чӑваш наципе культура автономийӗ чӗннипе ҫула тухнӑ чӑвашсен ушкӑнӗ архимандритӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Унтан вӗсем Бичурина халалланӑ асӑну каҫне хутшӑннӑ. Ӑна хулари чи авалхи вулавӑшсенчен пӗринче — А.С. Грибоедов ячӗллинче — иртнӗ. Унта Питӗрте пурӑнакан 40 ытла наци ҫыннисен литератури вырӑн тупнӑ-мӗн.
Сӑмах май, хулари Наци Лигисен президенчӗ Хамзат Цокиев чӑвашсен ентешлӗхӗ хулан культура пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Мероприятире Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Иакинф Бичурин Чӑваш Еншӗн епле вырӑн йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ. Пирӗннисем Питӗрти ентешсене концерт та кӑтартнӑ, лешсем те парӑмра юлман — Чӑваш наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи «Парне» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Кун пирки ӳнер музейӗнче ӗҫлекен Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ — ун сӑмахӗ тӑрӑх микрофонсем лартасси пирки культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе канашламан иккен, вӗсене систермесӗр хӑварнӑ. Музее курма килекенсене те вӗсене итлени пирки пӗр пӗлтерӳ хучӗ те ҫакман пулать.
Геннадий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх микрофонсем ҫак пӳлӗмсенче пур: вахтер патӗнче; иккӗмеш хутри тӗп залсем хушшинче, кӗтеслӗ рекриацисенче (унта чей ӗҫме кӑмӑллаҫҫӗ тет). Курӑмлисем те пур: кӑнтӑр енчи залсенче видеокамера ҫийӗнче. Ҫавӑн пекех администраци коридорӗнче пур — бухгалтери тата тӗп управҫӑн пӳлӗмӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ.
Музей директорӗ Геннадий Козлов микрофонсем лартнине экспонатсене хӳтӗлесссипе ӑнлантарнӑ. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ иккен: хутсем йӗркеллӗ, официаллӑ аукцион пуҫарса ирттернӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе Муркаш тӑрӑхӗнчи вӗрентӳ ӗҫченӗсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫирӗпленсех пырать. Иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Пучинкере кашни ҫул иртекен «Чӑваш вӑййине» килнӗччӗ, ӗнер вара, пушӑн 27-мӗшӗнче, Муркашри «Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн» ӗҫченӗсем хӑнара пулчӗҫ. Хӑнасен тӗллевӗ — пучинкесенчен тухья тӑвас ӑсталӑха вӗренесси.
Ӗҫлӗ тӗлпулу шкулти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Е.М.Михайловапа Л.Н.Клементьева мастер-класс ирттерчӗҫ. Вӗсем тухья ӑсталас вӑрттӑнлӑхпа паллаштарчӗҫ, вӗтӗ шӑрҫапа эрешсем ҫыхма вӗрентрӗҫ. Кружока ҫӳрекен ачасем те хӑйсен ӑсталахне кӑтартрӗҫ.
Тӗлпулу тухӑҫлӑ иртрӗ, хӑнасем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |