Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ кӗнекесене Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хакланӑ. Вӗсене «Лучшие книги года-2018» (чӑв. 2018 ҫулхи чи лайӑх кӗнекесем) тата «Малая Родина» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв) конкурсра палӑртнӑ. Чи лайӑххисен йышне Константин Ивановӑн «Нарспи» тата Юрий Ювенальевӑн «Ювелирное искусство суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекисем кӗнӗ.
Константин Ивановӑн чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пичетленнӗ «Нарспи» кӗнекине «Лучшее издание классической художественной литературы» (чӑв. Классикӑллӑ илемлӗ литературӑн чи лайӑх кӑларӑмӗ) номинацире суйланӑ. Юрий Ювенальевӑн ӗҫӗ «Многонациональная Россия» (чӑв. Нумай нациллӗ Раҫҫей) номинацире тупӑшать.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен «Красная площадь» фестивальте пӗлтерӗҫ.
Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» кӗнеки чӗлхене аталантарма пулӑшать. Ҫакӑн пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.
Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» ҫӗнӗ кӗнеки икӗ чӗлхе – вырӑс тата чӑваш – пӗлӗвне аталантарма пулӑшать. Кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Эпир – билингвӑсем» серипе хатӗрленӗ. Чӑваш Республикинче икӗ патшалӑх чӗлхи пулнӑ май чылайӑшне халӗ билингвсем тесе хӑюллӑнах калама пулать тесе палӑртать кӗнеке издательствин ӗҫченӗ.
«Алфавит вӑййисем» кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче – вун ултӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк. Ачасен кашни ӳкерчӗкпе усӑ курса автор палӑртнӑ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла. Кӗнекен иккӗмӗш пайне «Чӗрчунсен алфавичӗ» ят панӑ. Кунта вара ӳкерчӗксене пӑхса клеткӑсене вӑл е ку чӗрчун ятне чӑвашла, вырӑсла ҫырмалла.
Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑшра «Вспомним всех поименно...» (чӑв. Пурне те ятран асӑнар)" кӗнекене хӑталнӑ.
Ӗҫӗн авторӗсем — Кивӗ Ахпӳртри А. Салминпа А. Павлова иккен. Вӗсем — ашшӗпе хӗрӗ. Пӗрле пулса ҫавсем тӑваттӑмӗш кӗнеке пичетленӗ.
Кӗнекене пахалама районти таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсем, библиотекарьсемпе музей, архив ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, авторсен ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем, вулакансем пухӑннӑ.
600 ытла страницӑллӑ кӗнекере ҫыравҫӑсем Туҫа ял тӑрӑхне кӗрекен ҫичӗ ялтан граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хастарсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Истори чӑнлӑхне ҫирӗплетес тесе авторсем Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчӗсемпе, ученӑй-историксен материалӗсемпе тата ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вӑрҫисене хутшӑннисене те манса хӑварман. Кӗнекере вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫне, вӑрҫӑ ачисем ҫинчен ҫырнӑ тӗрленчӗксемпе те паллашма пулать.
«Ку кӗнекене ман Туҫа ял тӑрӑхӗн энциклопедийӗ тесе калас килет. Пур енӗпе те паха та пуян кӗнеке», — тесе хак панӑ Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн членӗ, Н.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Сергей Павловӑн «Асамлӑ кӗпер» автобиографиллӗ повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫеҫпӗл Мишши 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.
Повеҫри тӗп сӑнар – автор хӑй иккен. Вӑл Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин асламӑшӗпе куккӑшӗ вӗсен ялӗнчен-мӗн.
Сергей Лукияновичӑн ашшӗ поэтӑн шӑллӗпе Гурий Кузьмичпа туслӑ пулнӑ, Ҫеҫпӗл Мишши пирки каласа панӑ, ҫав аса илӳсене ҫыравҫӑ «Асамлӑ кӗпере» кӗртнӗ. Любовь Левацкая ӗнентернӗ тӑрӑх, кӗнекери самантсем «Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫне тата туллирех уҫса параҫҫӗ, поэт биографине халиччен чылайӑшӗ пӗлмен самантсемпе пуянлатаҫҫӗ».
Кӑларӑма Сергей Павлов тата Лидия Филиппова ҫыравҫӑ архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе, авторӑн ача чухнехи ӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ.
Чӑваш Енӗн прокурорӗ пулнӑ Сергей Русаков мемуар ҫырма тытӑннӑ. Аса илӗвӗсем пичетлениччен вӑл ӗҫсен пӗр пайӗпе тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫата паллаштарнӑ.
Асӑннӑ кӑларӑмра пичетленнӗ пай Русаков Таджикистанра ӗҫленӗ тапхӑра уҫӑмлатать. Асӑннӑ тӑрӑхра вӑл Курган-Тюбинск облаҫӗн прокурорӗ, республика пуҫлӑхӗн прокурорӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Сергей Русаков Таджикистанра ӗҫленӗ ҫулсем СССР арканас умӗнхи тапхӑрпа пӗр килнӗ.
Прркурор 1990 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Душанбери прокуратурӑра пулнине аса илнӗ. Таджикистанри компартин Тӗп комитечӗн резиденцийӗнчи столовӑя апат ҫиме кайнине ҫырса кӑтартнӑ. Резиденци темиҫе ҫуртран тӑнӑ. Ҫав шутра — хӑнасем валли, ятарлӑ коттедж тата КПСС Тӗпкомӗн тӗп секретарӗ пырас пулсан ун валли. Ҫуртсем тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, ӑна темиҫе милиционер хуралланӑ.
Асӑннӑ столовӑйра Сергей Русаков апатланнӑ чухне «Спрут» Итали сериалӗнче ӳкерӗннӗ Микеле Плачидо киноактер апатланнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре кӑҫал та веловулавӑш ӗҫлет. Ун пеккине кӳкеҫсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫласа ӗҫлеттерсе янӑччӗ.
Кӗнеке тиенӗ виҫӗ урапаллӑ велосипед ҫула тухма пуҫланине Пӗтӗм тенчери ваттисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк кӗр енне аванах сулӑннӑран ун чухне пит нумаях ҫӳресе ӗлкӗреймен. Кӑҫал, акӑ, ҫу уйӑхӗнчех ӑна уҫнӑ.
Веловулавӑша ҫула кӑларас шухӑша кӳкеҫсем Белоруҫ ҫӗршывӗнчи ӗҫтешӗсене кура тытнӑ. Урапаллӑ вулавӑш ача-пӑча лапамӗсене тата ваттисем патне эрнере пӗрре ҫитӗ. Ваттисем патне — ытларикунсерен, ача-пӑча лапамӗсене — кӗҫнерникунсерен. Вӑл ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
«Тытса вулас килсе тӑракан кӗнекем пур — мехелӗ ҫитеймерӗ-ха», — ҫапла хыпарланӑ Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург паян Фейсбукра. Кӗнеке авторне курсанах тата ӑна кам хатӗрленине пӗлсенех хамӑн та ҫав туйӑмах ҫуралчӗ.
«Ӑна уҫсан, автограф курӑнса каяссӑн туйӑнать. Ҫук ҫав, аллине тытса ӗлкӗреймерӗ Иосиф хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине...», — ҫапларах хакланӑ Марина Карягина кӗнекене.
«Чи малтанах — тав Борис Чиндыкова. Пухса, хатӗрлесе кӑларнӑшӑн. Тайма пуҫ Николай Лукианова — пичетлеме кӗмӗлпе кӑмӑл тупнӑшӑн.
Борис пек, Иосиф пек ӑслӑ та тарӑн шухӑшлӑ, пултаруллӑ та ирӗк вӑйлӑ чӑвашӑн ӗҫӗпе паллашмассерен хама хам саспа каласа ярап: «Пӗтмелли халàх мар ку...», — Карягина каланӑ кашни сӑмахпа килӗшес килет.
Ҫӗнӗ кӗнекене Иосиф Дмитриев-Трерӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) ӗҫӗсем кӗнине вулакан ӑнланчӗ пулӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерстви чӑвашла ҫыракан авторсен ал ҫырӑвӗсене конкурса йышӑнма тытӑнӗ.
Ҫулсерен иртекен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ пирки ведомство иртнӗ уйӑхӑн 11-мӗшӗнчех пӗлтернӗччӗ. Кӗҫех документсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусене ҫак уйӑхӑн 15--мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ таран пухӗҫ. Вӗсене Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинчи 2-мӗш пӳлӗме (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) кӗртсе памалла. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗмлетмелле.
Ал ҫырусене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли чи лайӑх хайлав ҫырнӑ автора 50 пин тенкӗ преми лекӗ, вӑтам шкул ҫулӗнчисем тата аслӑ шкул ҫулсенчисем валли ҫырнишӗн — 75 пиншер тенкӗ пӗрер преми. Ҫапла вара виҫӗ автора пурӗ виҫӗ преми тивӗҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Елен Нарпи ҫыравҫӑн «Хӗл лариччен» кӗнеки пичтеленнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе Ольга Иванова редакциленӗ, художникӗ – Ирина Калентьева.
Кӗнекене Елен Нарпин тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автор кӑмӑл-сипет ыйтӑвне хускатнӑ май этем чунӗ ырӑпа усал хушшинче пӗрмай кӗрешнине кӑтартса панӑ.
«Хӗл лариччен» повеҫре, акӑ, Эллинӑпа Сергей юратӑвӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Хӗр каччӑна шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах килӗштернӗ. Юрату хӗтӗртнипе вӑл каярах ӗҫре те ҫитӗнӳ тӑвать.
Хӑйӗн хӑш-пӗр калавӗнче автор сӑнарсен пурнӑҫне темле вӑй витӗм кӳнине те палӑртнӑ.
Елен Нарпин ҫӗнӗ кӗнекине аслӑ ҫулсенчи шкул ачисемпе аслисем валли ҫырнӑ. «Хӗл лариччен» тиражӗ — 1000 экземпляр.
ЧР Патшалӑх премине илме тӑратнӑ
«История чувашской литературы XX века. Часть 1. 1900–1955 годы» (2015 ҫ.); «История чувашской литературы XX века. Часть 2. 1956–2000 годы» (2017 ҫ.) тӗпчев ӗҫӗ чӑннипех те сумлӑ. 850 ытла страницӑра тӑван илемлӗ сӑмахлӑхӑн иртнӗ ӗмӗрти аталанӑвне туллин те анлӑн тишкерсе кӑтартнӑ тени пӗртте ӳстерсе калани мар. Иртнӗ тапхӑрта чӑваш литературине камсем тӗпченӗ? Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗ мӗнле? Вулакансем патне ҫитнӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлама камсем хутшӑннӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене монографи концепцийӗн авторӗсенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертсе пыракан ӗҫтешӗ Виталий Григорьевич Родионов профессор хуравлать.
– Виталий Григорьевич, палӑртса хӑварни ытлашши пулмӗ: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) кӑларнӑ 2 томлӑ кунашкал монографи Урал-Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрин те ҫук.
– Чӑнах та, пирӗнпе кӳршӗллӗ е инҫетерех тӗпленсе пурӑнакан халӑхсем ҫакнашкал тӗпчевсем кӑларайман-ха. Мӗншӗн? Ку ыйтӑва пирӗн хуравламалла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |