Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисен пуххи Минскра белорусла кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 07.08.2020 09:23 | 1521 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Ралля Новага Дня» (Ҫӗнӗ Кун Аки) — ҫакӑн пек ятпа ҫак кунсенче Беларуҫ Республикин тӗп хулинче, Минскра, Якуб Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, кун ҫути курнӑ чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи. Чӑваш литературишӗн те, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн те ку — чӑннипех те пысӑк пулӑм.

Юлашки ҫулсенче чӑваш тата белорус литературисен туслӑ ҫыхӑнӑвӗсем чылай ҫирӗпленчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валерии Туркай, Минскра темиҫе хут та пулса курнӑ хыҫҫӑн, 2019 ҫулта чӑваш вулаканне «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!» ятлӑ белорус поэзийӗн хӑй чӑвашла куҫарнӑ антологине парнелерӗ. Кӑҫал вара Минскра, Я.Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, Валери Туркайӑн «Вершы простые мае...» (Ансат манӑн сӑввӑмсем) ятлӑ, Беларуҫ Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Митлицкий белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи кун ҫути курчӗ.

Аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӗнеки тӑванла республикӑра белорусла тухни (ӑна та М.Метлицкий куҫарнӑ) — ҫак туслӑ ҫыхӑнусене малалла ҫирӗплетни.

Белорус-тусӑмӑрсене чӑваш халӑхӗн гениллӗ поэчӗн хайлавӗсене белорусла куҫарма Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн хайлавӗсемпе тивӗҫтернӗ Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ «Ралля Новага Дня» кӗнекене белорус вулаканне парнеленӗшӗн чылай ҫул Беларуҫ Республикин информаци министрӗ пулса ӗҫленӗ, хальхи вӑхӑтра Беларуҫ Республикин Президенчӗн Администрацийӗ кӑларса тӑракан «Белорусская думка» журналӑн тӗп редакторӗ пулса тӑрӑшакан Александр Карлюкевича (ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути кӑтартассишӗн пуринчен ытла вӑл тӑрӑшнӑ, вӑлах — «Ралля Новаго Дня» кӗнекен умсӑмахне ҫыраканӗ), Я.Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинат директорне Игорь Молоняка, белоруссен ку чухнехи паллӑ ҫыравҫине Алесь Бадака тата, паллах, Микола Метлицкий сӑвӑҫ-куҫаруҫӑна ӑшшӑн тав тӑвать.

#Белоруҫ, #тӗнчере, #чӑвашлӑх, #культура, #кӗнекесем, #Минск, #Ҫеҫпӗл Мишши

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2058.94.1638
2020.08.11 08:58
Мӗн сассӑрсене памастӑр, супер-куперсем?
Е савӑнмастӑр-и?
Е ҫак пархатарлӑ пысӑк ӗҫе Туркай пуҫарнипе туни
уртарать-и сире?
Мӑнтарӑнсем!..
Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем