Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӗнекесем

Культура
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ.

50 пин тенкӗ укҫана Юрий Сементер шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Параппанлӑ Митраппан» алҫырушӑн тивӗҫнӗ. Улькка Эльменне вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ «Кушак» хайлавшӑн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Кӑшӑлвирус» алҫырушӑн Владислав Николаева 75 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче пирӗн республикӑри паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – пин экземпляр.

Кӗнеке авторӗ – Николай Сидоров. Хӑйӗн кӑларӑмне вӑл «Пӗрремӗш учитель» ят панӑ. Асӑннӑ ӗҫ пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Информполитика министрӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑна кӑларма хыснаран укҫа уйӑрнӑ.

Кӗнекене тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Пӗрремӗш учитель» пьеса кӗнӗ, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ мухтавлӑ китаевед ҫинчен – «Никита Бичурин (Иакинф атте)», вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен – «Слакпуҫ ачи».

 

Культура

Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи Г.Р. Державинӑн музей-ҫуртӗнче «"Отмеченная зима". 1982. История издания книги» курав уҫӑлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ камне вулакансем ятӗнченех ӑнланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫапла, тӗнчипе паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи.

Курава поэтӑн хӗрӗ Вероника та хутшӑнӗ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Вероника Айги Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ. Поэтӑн хӗрӗ ашшӗн сӑввисене тата Вероника Лосская патне шӑрҫаланӑ ҫырӑвӗсен сыпӑкӗсене вулӗ. Вероника Айхи — театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлекен курав Геннадий Айхин иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен ҫурри хыҫҫӑнхи тапхӑрӗпе паллаштарнӑ май чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскерӗн пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем таран епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Поэтӑн ҫав ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене пӗр ҫӗре пухса Францири «Синтаксис» издательствӑра 1982 ҫулта «Отмеченная зима» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн умсӑмахне Пьер Эммануэл, Францири паллӑ поэт, ҫырнӑ. Анӑҫра, эмигрантсен издательствинче, кӗнеке кӑларни авторшӑн инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Тӑван тӑрӑхра ҫул паман енне ҫакӑн пек тунӑ поэт.

Малалла...

 

Культура

Мускавра нумаях пулмасть Раҫҫейри халӑхсен хальхи вӑхӑтри литературин антологийӗ пичетленсе тухнӑ. Хальхинче драматурги жанрӗллӗ хайлавсене кун ҫути кӑтартнӑ.

Сумлӑ кӑларӑма Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем те кӗнӗ. Ку хыпара Фейсбукра республикӑри паллӑ поэт, драматург, тележурналист, сценарист Марина Карягина пӗлтернӗ.

«Малтан Шупашкарти ятарлӑ канаш хупӑ сасӑлавпа виҫӗ пьеса сӗннӗ, унтан, апла антологи ытла та хулӑмланса кайнипе, Литература институчӗ ҫумӗнчи экспертсен ушкӑнӗ вуласа хакланӑ хыҫҫӑн, шел, икӗ авторӑн хайлавне кӑна кӗртме йышӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Марина Карягина.

Антологие Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» тата Арсений Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» хайлавӗсем кӗнӗ.

 

Культура
Лидия Филипповӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗксем
Лидия Филипповӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи вуланӑкан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи вуланакан кӗнеке – Александр Артемьевӑн «Салампийӗ».

Наци вулавӑшӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Спиридоновичӑн романӗ 1271 сасӑ пухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова тата Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист пӗлтернӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Александр Артемьевӑн хӗрне Александра Артемьевӑна панӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Сереп – авалхи чӑваш сӑмахӗ. Вӑл ачасем хӑйсен ӳсӗмӗнче пӗр-пӗринпе чупассипе, сикессипе, ишессипе, кайӑк чӗпписене паллассипе, кӗпҫесем тупса ҫиессипе ӑмӑртнине пӗлтернӗ.

Элӗксен Серепӗ — Анатолий Трофимович Афанасьев (12.12.1920 – 18.02.2003), писатель, Чалтан вӑрҫин салтакӗ, педагог ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Вӑрҫӑччен Нурӑсри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1942–1945 ҫулсенче фронтра нимӗҫ фашисӗсемпе ҫапӑҫнӑ, йывӑр аманса таврӑннӑ. Анатолий Афанасьев старшина Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ, вӑрах вӑхӑт шкута ӗҫленӗ.

Вӑл хӑй тухса ҫӳрейместчӗ пулин те, Шупашкарти хаҫат-журнал тӗременлӗхӗсене унӑн сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсене арӑмӗ Татьяна Федоровна тата пултӑрӗ (арӑмӗн шӑлнӗ) Вячеслав Степанов таврапӗлӳҫӗ тӑтӑшах илсе килетчӗҫ. Выртакан ҫын пурнӑҫшӑн пӗтӗм вӑйпа кӗрешнине ырласа, ӑна «чӑваш халӑх ӑсчахӗ» ят патӑмӑр. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Хурӑн куҫҫулӗ», «Уйӑх юрри», «Хӑмӑш юрри, «Аттесем ҫук чухне», «Вӑрнар асамачӗ». Кӑҫал Анатолий Серепӗн 100 ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ кӗнеки — «Ҫырусен пуххи» (2020, Ҫӗнӗ вӑхӑт, 152 с.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Алран алла» ятпа ҫӗнӗ ярӑм ҫулсерен тухса тӑма пуҫлӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенче хӗрарӑм шӑпи тӗп вырӑнта пулӗ. Издательствӑн ӗҫченӗ Галина Антонова ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Вулавӑшӑн сайтӗнче клубӑн хастар пайташӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе явнине пӗлтернӗ.

Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова ҫапла пӗлтернӗ: «Чӑвашла вулама юратакан пикесем, аппасемпе йӑмӑксем, аннесемпе асаннесем валли Чӑваш кӗнеке издательстви ятарлӑ ярӑм пуҫларӗ. Вӑл «Алран алла» ятпа кашни ҫулах тухса тӑрӗ. Ҫав ярӑмри кӗнекесене хӗрарӑмсем уйрӑмах килӗштерекен юратупа туслӑх, ҫемье, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ повеҫсемпе калавсем кӗрӗҫ».

 

Культура
cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ вӗҫӗмех пухӑнать. Нумаях пулмасть вулавӑшра «Инкеклӗ телей» кӗнекене тишкернӗ. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина Матвеевӑн, Ольга Любимовӑн калавӗсем тата Юлия Николаевӑн повеҫӗ кӗнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Унта кӗнӗ хайлавсен пӗр пеклӗхӗ – хӗрарӑм шӑпи.

Кӑларӑма тишкерме асӑннӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, «Варкӑш» литература клубӗн хастар пайташӗ Елена Кудрявцева тата ыттисем пухӑннӑ.

ЧР Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Варкӑшӑн» ҫитес тӗлпулӑвӗнче Нелли Петровскаян икӗ кӗнекерен тӑракан «Тухатмӑш» романне пӑхса тухӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗн культура ҫуртӗнче «История деревни» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Асӑннӑ кӗнекене ҫак ялта 1923 ҫулта ҫуралнӑ тата пурӑннӑ вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ, Кекен шкулӗн улшӑнми завучӗ, вӗрентекенӗ Сергей Филиппов ҫырма пуҫланӑ. Анчах пуҫтарӑннӑ материалсене – очерксене, историлле справкӑсене, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ чӑн фактсене – пӗр кӗнекене пуҫтарма май килмен. Ашшӗ пуҫланӑ ӗҫе ывӑлӗ, Тольятти хулинче пурӑнакан Владимир Сергеевич малалла тӑснӑ.

Тӗл пулӑва Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев хутшӑннӑ. Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗ ҫумӗнчи «Илем» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Нина Никитина) сцена ҫине тухни презентацийӗн чи илемлӗ саманчӗсенчен пӗри пулчӗ тесе ҫырнӑ «Урал сасси» хаҫатра Кекен ялӗнчи Нина Никитина.

Мероприяти Сергей Федотовичпа Ольга Семеновна Филипповсем пурӑннӑ ҫурт ҫинче Асӑну хӑмине уҫнипе вӗҫленчӗ.

 

Харпӑр шухӑш Культура

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кӑларӑшӗнче Галина Брусова доцентӑн «Мӗтри Кипек хайлавӗсенчи вӑрҫӑ теми» ятлӑ монографийӗ (2020,182 хутъен) пичетленсе тухнӑ. Ӑна мана Галина Федоровна тата вӑл вӗрентекен студенткӑсен пӗр ушкӑнӗ, киле килсех, Учитель кунӗпе саламласа парнелерӗҫ. Ватӑ пулсан та, кӗнекешӗн шкул ача пекех хӗпӗртерӗм. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ ансат. Тӗпчев никӗсӗнче - ҫур ӗмӗр каялла Галина Логунова (Брусова) студентка ман патра литературӑпа тӗплӗ диплом ӗҫӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл Кипекпе тӗл пулса калаҫрӗ, кайран ҫыру ҫӳретрӗ. Ӗҫе ун чухнех пичете сӗнчӗҫ. Анчах вӑхӑчӗсем урӑхлаччӗ те, пичете лекесси мана хама та ҫӗр пӑтӑрмах урлӑ выртатчӗ.

Унтанпа Галина Федоровна вӑтам шкулта тӑрӑшрӗ, ӑна аслӑ шкула ӗҫе илчӗҫ, хӳтӗленсе педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш литературине вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех юратма пӑрахман иккен. Ҫавӑнпах Мӗтри Кипек пултарулӑхнее тишкерме чарӑнман, унӑн хайлавӗсене вӗрентмелли меслетсене пуянлатса пынӑ. Тӗпчев кӗнекин иккӗмӗш пайӗ – хушса пани: «М. Кипек пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх класра тата класс тулашӗнче ирттермелли хушма ӗҫсем».

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, [43], 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, ... 106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 22

1935
90
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын