
Чӑваш кӗнеке издательстви виҫӗ ҫул ӗнтӗ чӑвашла роман ҫыракансен конкурсне ирттерет. Унта суйласа илнӗ чи лайӑх ӗҫе кайран кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи конкурсра Ангелина Павловскаян «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» алҫырӑвӗ мала тухнӑ. Халӗ ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кун ҫути кӑтартнӑ.
Ангелина Павловская 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Куславкка районӗнчи Карачри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхи учителӗ, Куславккара комсомол райкомӗнче 1-мӗш секретарьте, унтан Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫутӗҫ пайӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ, Шупашкарти 45-мӗш шкулта, 1-мӗш гимназире ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Пионер сасси» хаҫатра, «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ, «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ.

Пирӗн республикӑра ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем валли ҫулсеренех конкурс ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсене Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи конкурсра Николай Ларионов шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ «Акуш» алҫырупа палӑрнӑччӗ. Вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли Римма Прокопьева ҫырнӑ «Пӗчӗкки» ҫӗнтернӗччӗ, аслӑ ҫулсенчи ачасем валли шӑрҫаланисенчен — Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» алҫырӑвӗ.
Николай Ларионовӑн «Акуш» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта икӗ юмах тата вунӑ калав кӗнӗ.

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш тумӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
«В мире чувашского костюма. Чӑваш тумӗн тӗнчинче» кӑларӑм авторӗ — Елена Енькка (Михайлова). 2 пин экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ кӗнекене ӳкерчӗксемпе вӑл хӑех илемлетнӗ.
Автор кӑларӑм ачасене те, аслисене те ӑнланмалла пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.
Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Алина Майорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Викторовна ачасем валли чӑваш тумтирӗпе капӑрлӑхӗсем ҫинчен унччен «Чӑваш кӗпе-тумтирӗ» тата «Чӑваш пуканисем» кӗнекесем кун ҫути кӑтартнӑ, анчах вӗсем ҫийӗнчех саланса пӗтнӗ.
(«Ӗмер иртет те, кун юлать» сӑвӑ пуххине вуланӑ хыҫҫӑнхи шухӑшсем)

Ку чухнехи наци юхӑмӗн вӗри юнлӑ кӗрешӳҫи, паллӑ тӗпчевҫӗ, ӑсчах, поэт, публицист, таврапӗлӳҫӗ, филологи наукисен кандидачӗ, доцент, Халӑх академикӗ, Чӑваш Республикин аслӑ шкулӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Петрович Никитин – Станьял чӑваш поэзи анинче хӑйне тивӗҫлӗ тӑван халӑхшӑн усӑллӑ ҫимӗҫ ӳстерес тесе тӑрмашать. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ ҫырас ӑсталӑха алла илес ӗмӗтпе ҫунатланнӑскерӗн хайлавӗсем Анат-Кӗнер вӑтам шкулӗнче тухса тӑракан класс хаҫатӗнче тата шкул хаҫатӗнче пуҫласа кун ҫути курнӑ. Сӑмах хӑватне ҫамрӑкран туйнӑ Виттусӑн, Виттус Неберингӑн поэзи хайлавӗсем пуҫласа уйрӑм кӗнекен «Ытамлатӑн, Ҫӗршывӑм ман» (1980) вулакан патне ҫитнӗ. «Ӑраскал тӗпренчӗкӗ» (2001) тата 2004 ҫулта “Юрату йӗтесӗ” ятпа пичетленсе тухнӑ сӑвӑ кӗнекисене те поэзие кӑмӑллакансем юратса йышӑннӑ. Поэзири туйӑмлӑхпа сисӗмлӗхе мала лартаканскерӗн ҫапла хайлав хыҫҫӑн хайлав ҫуралнӑ. Сӑвӑҫ тивӗҫне – тӑван чӗлхе илемӗпе сӑнарлӑхне пархатарлӑн, сӑваплӑн тытса пырассинче ҫеҫ мар кӗрешӳпе тӗрӗслӗх ҫутин ялавне ҫавӑрнӑскер – Станьял паян та сӑмах хӑватлӑхӗпе яваплӑхӗн шӑнӑрне ҫемҫетмест.

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче культура учрежденийӗн 85 ҫулхине халалласа пуҫтарӑннӑ. Унта поэтсемпе писательсем пынӑ.
Вӗсем музея кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсемпе сувенирсем парнеленӗ. Музей фондне библиографи кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Денис Гордеев, Альбина Юрату, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева тата ыттисем пуянлатнӑ.
Музея 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫнӑ, чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ҫул музея поэт ятне панӑ.

Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Раиса Сарпин ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарнӑ.
«Саплӑклӑ шӑлавар. Штанишки в заплатках» кӑларӑмпа паллашма Шупашкарти 41-мӗш вӑтам шкулта тӑваттӑмӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ ятпа вулавӑш директорӗ Татьяна Вашуркина Чӑваш Енӗн Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева ячӗпе мӑйӗ ҫине пӗчӗк пурҫӑн тутӑр ҫыхса янӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекепе вулавӑшӑн краеведени тата наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева паллаштарнӑ май «Саплӑклӑ шӑлавар» калав пирки вӑл уйрӑмах тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Элтияр Александровӑн кӗнекине хаклама пуҫтарӑннӑ. «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ят панӑскере пахалама писательсем, художниксем, ученӑйсем, краеведсем, ҫамрӑксем, тӑван халӑхӑмӑр культурине хаклакан ытти ҫын пуҫтарӑннӑ.
Элтияр Александров — чӑваш фольклор тӗпчевҫи, журналист, блогер, музыкант, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗнче Филологи институтӗнче кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Юрий Исаев, асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Ильина, Августа Уляндина юрӑҫ, педагог тата ыттисем Элтияр Александров пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ.

Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче ирттерме тытӑннӑ «Чӑваш романӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви конкурса кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерет. Хальхи пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пынӑ.
Романа сарма пулӑшас тӗллевпе ирттерекен конкурса пынӑ ӗҫсене пахаланӑ хыҫҫӑн тӳресем Анатолий Хмытӑн «Хазара» алҫырӑвне суйласа илнӗ. Вӑл ӗҫе кӗнеке издательстви ҫитес ҫул пичетлесе кӑларӗ.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах электронлӑ кӗнеке туянма пуҫланӑ. Ҫакна кӗнеке лавккисен тата цифра сервисӗсен кӑтартӑвӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.
Кӑҫалхи 8 уйӑхра электронлӑ кӗнекен вулакансен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, самай ӳснӗ: 57% ытларах.
«Строки» кӗнеке сервисӗ акӑ мӗнле статитистикӑпа паллаштарнӑ: Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах юрату романӗсем, классика литературин хайлавӗсене тата детективсем вулама юратаҫҫӗ иккен.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче Николай Мордяков (Мӑрчак Кули) сӑвӑҫӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине пахаланӑ. Кун пирки Марина Карягина журналист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Тавралӑха тӗлӗнекен ача куҫӗпе пӑхма манман ӳнерҫӗн, сӑвӑҫӑн шухӑшлавӗпе тӗнчекурӑмӗ хӑйне евӗрлӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ унӑн йӗркисенче — кӗтмен танлаштару, илемлӗ сӑнарлӑх, тарӑн шухӑш...», — ӑшшӑн паллаштарнӑ виҫӗ йӗркерен тӑракан сӑвӑсен автор пултарулӑхӗпе Марина Карягина.
