Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенче Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ вулакана тата тепӗр паха кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл — Чӑваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх пемийӗн лауреачӗн Куҫма Турханӑн (1915–1988 ҫҫ.) «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» трилоги-романне тишкернӗ хайлавсен «Икӗ вут хушшинче» ятлӑ пуххи.
Вӗсен авторӗсем виҫҫӗшӗ те Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем — Чӑваш Республикин искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Аристарх Дмитриев, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Тутарстан халӑх поэчӗ Ренат Харис.
Асӑннӑ авторсем виҫҫӗшӗ те К.С.Турханӑн вилӗмсӗр романне питӗ пысӑка хурса хаклаҫҫӗ, ку хайлав чӑваш, тутар, вырӑс тата ҫармӑс халӑхӗсен авалхи историне лайӑхрах пӗлме, Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ ҫитес вӑхӑтра «Икӗ вут хушшинче» кӗнекене Шупашкарти филолог-студентсене тата чӑваш литературине чунтан юратакан шкул ачисене парнелеме палӑртать.
Agabazar // 3551.6.8618
2025.12.15 12:51 | |
«Çав» тĕллевпе (паллах, паллах!) çырнă пулин те, «Сĕве Атăла юхса кĕрет» хайлав пĕкĕрĕлме хистекенскер мар. | |
