Степан Аслан чӑваш писателӗн «Ахрат» романне вырӑсла куҫарнӑ. Тӑлмачи — А. В. Асланина-Павлова.
Роман XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне ҫутатса парать. Кӗнекене Макарӑн биографийӗ евӗр йӗркеленӗ. Ача чухне вӑл выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ҫӑпата ҫыхнӑ, вунӑ ҫула ҫитнӗ ҫӗре тырӑ вырма вӗренсе ҫитет, вун иккӗ валли — сӳрелеме.
Ӗҫе мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхнӑскер кайран та ӳрӗк пулса пурӑнать, таса чунлӑ пулса ӳсет.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатурӑн (Никоноровӑн) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Автор ӑна «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май... Я к прошлому зашел на огонек...» тесе ят панӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кӗнекен пӗрремӗш пайне автор хӑй сӑмах ӑстисен произведенийӗсем ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа критика статйисемпе рецензийӗсене, публицистика жанрӗпе тата тӗнчекурӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсене кӗртнӗ, 4-мӗш стройтрестри 46-мӗш строительство управленийӗнчи комсомол организацине ертсе пынӑ чух хаҫат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсем те пур».
Сӑмах май каласан, Станислав Сатур хӑйӗн пурнӑҫне Ҫеҫпӗл Мишшин кӗске кун-ҫулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума хутшӑнать.
Паян кӗнеке издательстви ача-пӑча кӗнекисемпе паллаштарать. Кӑларӑмсем ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ, писатель, куҫаруҫӑ Ольга Федорова (Васильева) каласа кӑтартать.
«Пирӗн кӗнекесемпе паллашма пыракансем вӗсене уҫса пӑхнӑ чухне чунтан ырлаҫҫӗ. Питӗрти, Самарӑри, Мускаври, Калининградри, Чӑваш Енри тата Пушкӑртстанри ҫынсем пирӗн кӗнекесене ырласа калаҫнине итлеме кӑмӑллӑ», – пӗлтернӗ Ольга Леонидовна.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Уявсен кӑшӑлӗ. Наши праздники» коллективлӑ сборник тата открытка пуххи пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Екатерина Васильева. Тиражӗ – 1500 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫӗнӗ кӗнеке уявсемпе ҫыхӑнни ятӗнченех паллӑ. Вӑл вун икӗ пайран тӑрать. Сӑвӑ пуххине официаллӑ патшалӑх, наци, халӑхсем хушшинчи тата ытти уявсем кӗнӗ. Вӗсем ҫинчен ачасене кӑна мар, ҫитӗннисене те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ. Датӑсене календарьти йӗркепе мар, уявсен пӗлтерӗшне кура вырнаҫтарнӑ. Паллашу кӑрлач уйӑхӗнчен – Ҫӗнӗ ҫулран – пуҫланать. Малтан уяв ҫинчен икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – ҫырса панӑ, унтан чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырнаҫтарнӑ».
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшнче Чӑваш Енӗн нци вулавӑшӗнче Владимир Левуков ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ май унӑн «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекине хӑтлӗҫ.
Владимир Леонтьевич — журналист, прозаик, Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ. Физик пӗлӗвӗллӗскер чӑвашла сӑвӑсем, калавсем, повеҫсем ҫырать.
Ҫыравҫӑ Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫултанпа вӑл Самар облаҫӗнчи Тольятти хулинче пурӑнать. Вырӑнти «Истоки» вулавӑшра чӑваш чӗлхипе культурин клубне ертсе пырать.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Енӗн наци вулавӑшне хӑйӗн библиотекинчи кӗнекесене парнеленӗ.
Вӗсенчен пӗри — тутар чӗлхипе пичетленӗ «Габдулла Тукай» энциклопеди. Унта Валери Туркай ҫинчен ҫырнӑ статья та пур иккен. Кӗнекере чӑваш поэчӗ тутар поэчӗн эткерлӗхне чӑвашла куҫарма хастар хутшӑннине палӑртса хӑварнӑ.
Библиотекӑна ҫавӑн пекех пушкӑрт поэчӗн Мустай Каримӑн вырӑсла пичетленнӗ «100 стихотворений» тата балкар поэчӗн Кайсын Кулиев ҫуанӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа пичетленӗ кӑларӑм, «Моя бунтарская карма» статйисемпе интервьювӗсен сборникӗ.
Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова поэта парнешӗн тав тунӑ.
Чӑваш Республикин ача-ача ҫамрӑксен библиотекинче Ача-пӑча кӗнекин эрнине уҫнӑ. Уяв Чӑваш пукане театрӗнче иртнӗ. Ача-пӑча кӗнекин эрнине уҫма культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
Ачасен умӗнче Мускаври Андрей Усачев писатель, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Улькка Эльмен, Альбина Юрату тухса калаҫнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи страницӑра Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем Лариса Петрова, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Фёдор Козлов тата Ольга Фёдорова ҫамрӑк ҫыравҫӑсенчен автографсем илнӗ.
Кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашское народное творчество» ярӑмпа «Ыр-усал халапӗсем. Былички» икӗ чӗлхеллӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен кандидачӗсем Галина Ильина тата Елена Федотова хатӗрленӗ. Халапсене истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев хатӗрленӗ.
Кӑларӑма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйсен канашӗ пуҫарнипе пичетленӗ.
«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекене 461 текст кӗнӗ, ҫав шутра 286 алҫыру пуҫласа кун ҫути курнӑ. Текстсенчен чылайӑшӗ маларах асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх архивӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх архивӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнче упранать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Владимир Андрейченкӑн «Время Орды» роман-хроники кун ҫути курнӑ.
Историлле прозӑна юратакансем ҫак писателе аван пӗлеҫҫӗ тесе ӗентереҫҫӗ Кӗнеке издательствинче. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр.
Роман-хроника XIII ӗмӗре кӑтартса парать, ҫав вӑхӑтра патшалӑх епле аталаннипе, ун чухне пурӑннӑ паллӑ ҫынсемпе паллаштарать.
«Патшалӑхсемпе вӗсен ертӳҫисене монгол орди ҫулӗ ҫинче ҫеҫ мар, Европӑра, Египтра та аркатнӑ. 1204 ҫулта Византи империйӗ арканса Латин империйӗ, Никей империйӗ, Ахея княжестви тата ыттисем пуҫӑнса кайнӑ. Генуйӑпа Венеци тинӗсре ҫапӑҫнӑ», – палӑртса хӑварнӑ автор.
Роман сюжетне вӑл истори докуменчӗсене, летопиҫсене тӗпе хурса хатӗрленӗ-мӗн.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода» (чӑв. Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннисен материалӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Асӑннӑ конференцие пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш лексиографӗ Михаил Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнеке паллӑ учёнӑй эткерлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӑларӑма институтӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ) туянма пулать. Кӗнеке хакӗ — 287 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |