Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Элтияр кӗнекин хӑтлавӗ пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.12.2025 09:55 | 229 хут пӑхнӑ
Культура

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Читай-город» кӗнеке лавккинче Алексей Александровӑн (Элтияр) «Чувашские мифы от озера Аль и праздника Срухури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ.

Автор ҫак халапсемпе мӗншӗн вулакансене паллаштарма шухӑшлани пирки каласа кӑтартӗ. Хӑтлав хыҫҫӑн унпа хӑйӗнпе калаҫма, автографлӑ кӗнекине туянма май пулӗ.

Хӑтлав 14 сехетре пуҫланать.

#культура, #хӑтлавсем, #кӗнекесем, #Шупашкар, #халапсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_465861
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2740.38.8448
2025.12.04 17:18
Agabazar
Сурхури çинчен Николай Петров («Шаклы») мĕн каланине вуланă-и?
Арина // 1218.49.6955
2025.12.09 08:19
Тӗрӗсрех каласан кӗнеке авторӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Галина Геннадьевна Ильина паллӑ фольклорист. Элтияр радиопередачинче шӑпах вӑл кӗнекери материалпа паллаштарнӑ. Усламҫӑ Элтияр вара ун ӑсӗпе укҫа тата чап тӑвать. Ҫакна пурте пӗлеҫҫӗ, анчах автора куҫран калама именеҫҫӗ пулас.
Agabazar // 1660.45.6964
2025.12.10 16:45
Agabazar
Мĕншĕн кунта «пурте» тени çине йăвантармалла?

Галина Геннадьевна Ильина текенскер пур. Вăл Ултияр патне пытăр та калатăр куçран.

Куçран калани пулăшмасан суда пама пулать. Судпа аппаланас килмесен — ыттисенчен пулăшу ыйтмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем