Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри паллӑ музыковед, Михаил Кондратьев, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне хӑйӗн кӗнекисене парнеленӗ.
Михаил Григорьевич — ученӑй-музыковед, искусствоведени докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унӑн ӗҫӗсене хамӑр республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ.
Михаил Григорьевич вулавӑша икӗ томран тӑракан «Избранное»,
«Чувашская музыка в зеркале параллелей», «Степан Максимов» кӑларӑмсене парнеленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл А.А. Трофимовӑн «Время – искусство – искусство – знание: проблемы теории и истории стилевых направлений. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура» кӗнекине те илсе пынӑ.
