Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарти музейсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.02.2017 10:27 | 1820 хут пӑхнӑ
Культура

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ черетлӗ, 96-мӗш, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа ун чухне наци музейӗнче тата унӑн филаилӗсенче (В.И. Чапаев ячӗллӗ музейсӑр пуҫне) экспозицисемпе куравсемпе тӳлевсӗр паллашма чӗнеҫҫӗ. Коммерцилле куравсемпе паллашас текенсен кӑна укҫа кӑларса хума тивӗ.

Наци музейӗнче «Чӑваш Енре авал пурӑннисем: арехологипе палеонтологи даннӑйӗсем тӑрӑх», «Чӑваш халӑхӗпе Чӑваш Енӗн историйӗ IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗччен», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫут ҫанталӑк» экспозицисемпе «Мана эс каҫсерен тӗлленетӗн, Афган», «Мезозой тинӗсӗсен драконӗсем» курав ӗҫлет. Музейӑн ӗҫ кунӗ: 10.00 – 18.00. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-55-66.

Музейпа курав центрӗнче Чӑваш енӗн Ҫар мухтавӗн музейӗпе паллашма май килӗ. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10.00 – 18.00, тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-01-78.

Чӑваш тӗррин музейӗпе паллашас тесен вӑл 10.00 – 18.00 сехетсенче уҫҫине шута илмелле. Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-03-44.

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче яланхи экспозици ӗҫлет, «Выразитель мудрости народной», Петӗр Хусанкайӑн 110 ҫулхине халалланӑ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», А. Кӑлканӑн 105 ҫулхине халалланӑ «Чӗре хӗлӗхӗсем» куравсем пур. Ку учреждени шӑматкунпа вырсарникун канать, ӗҫ вӑхӑчӗ: 10.00 – 18.00. Телефон: 62-21-43.

#куравсем, #Шупашкар, #музейсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем