Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Хӗветӗр Матурӑн куравне чаплӑн вӗҫлерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2017 10:07 | 2083 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Хӗветӗр Матурӑн (Фёдор Мадуровӑн) «Вӑрҫӑ ачисем» куравне чаплӑн вӗҫлерӗҫ. Тӗрлӗ картинӑсемпе кӳлепесемпе паллаштаракан куравпа сывпуллашма тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан ҫынсем сахал мар пухӑнчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, Хӗветӗр Матур каласа панӑ тӑрӑх ӳнер музейӗнчи куравра мӗнпур ӗҫӗсенчен чи нумаййи те 15% ҫеҫ вырӑн тупнӑ, курав валли автор чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене кӑна суйласа илнӗ.

«Вӑрҫӑ ачисем» курав ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Ӑна паллӑ кӳлепеҫӗ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Автор каласа панӑ тӑрӑх курав чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри унти ӗҫсенче вӑрҫӑ ачисене тупайманни пирки пӗлтерсен Анатолий Кипеч пӑхассипе курасси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх тесе палӑртрӗ. Автор ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ ачисен тематики картинӑсемпе кӳлепесенче чылай вырӑн йышӑнни палӑрчӗ. Унсӑр пуҫне, каласа хӑварар, автор хӑй те ҫав вӑхӑтри ҫынсен йышне кӗрет. Унӑн ачалӑхӗ шӑп та лӑп вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑрта иртнӗ.

Ӗҫсемпе паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн автор хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнекесемпе те паллаштарчӗ, курма пынисене парнелерӗ.

Куравӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫне палӑртса Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе хула чикки хушшинче вырнаҫнӑ юпа патӗнче какай шӳрпипе хӑналанчӗҫ. Ваттисенчен пил ыйтса, вӗсене хисеп туса чӳк ирттерчӗҫ.

#куравсем, #ӳнер, #ӳнер музейӗ, #культура, #Вӑрманкас, #Шупашкар районӗ, #тӗн

 

Сӑнсем (37)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем