Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эдурад Бахмисов Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑра ҫуралса ӳснӗ. Хусанти педагогика институтӗнче физвоспитани тата географи факультечӗсенче вӗреннӗ. 1994 ҫултанпа 15 ҫула яхӑн Чӑваш наци музейне ертсе пынӑ.
Вӑл унта тимлеме тытӑнсан курав ӗҫӗ самай анлӑланнӑ. «Чебоксары знакомые и незнакомые» (чӑв. Паллакан тата палламан Шупашкар), «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗррисем), «Театр, актер, костюм» (чӑв. Театр, актер, тум), «Узоры веков. Этнокультурный портрет Чувашской Республики» (чӑв. Ӗмӗрсен эрешӗсем. Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ) тата ытти курава халӑх кӑмӑлласа йышӑннӑ. Наци музейӗ ҫумӗнчи йӑла залне уҫас тата этнографи картишне йӗркелес шухӑша та вӑл пуҫарнӑ.