Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫапларах пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресса службинче. Г.С.Лебедев ячӗллӗ лицей интерната пӗлтӗр авӑнӑн 1-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Унта вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫак ӗҫ-пуҫа пулса йывӑрлӑха лекнӗрен пӗрре мар хула администрацийӗ патне ҫырупа та тӗрлӗ митинг-пухӑва та тухрӗ. Ак халь вара ыйтӑва татса пани пирки пӗлтереҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗ «Г.С. Лебедев ячӗллӗ пултаруллӑ ачасен наци шкул-интерначӗ» ятлӑ пулӗ.
Шел те, ачасен хӑйсен пултарулӑхне унта туптас тесен тата виҫӗ ҫул кӗтме тивӗ. Ҫӗнӗ шкул-интернат Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин никӗсӗнче ӳссе ларӗ — пурӗ 3 ҫӗнӗ вӗренӳ корпус туса лартмалла. Унти пӗтӗмешле лаптӑк 6 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. Ҫак ӗҫ валли 250 миллион тенкӗ кирлӗ имӗш (пӗлме: хальхи лицей-интернат ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсен калӑпӑшӗ 270 миллион тенкӗпе танлашмалла пулнӑ). Укҫине ӑҫтан илесси те хальлӗхе паллӑ мар иккен — шухӑшлаҫҫӗ.
Виҫӗ ҫул кӗтесси кӑна мар, ҫӗнӗ шкул-интернат ӳнер енӗпе кӑна ӗҫлени те самай шухӑшлаттарать — малтанхи хупнӑ лицейра вара ачасем ытти енсемпе те аталанма пултарнӑ.
Виҫӗ ҫул вӗренӳ тӗлӗшӗнчен самай вӑрӑм тапхӑр — ҫак ӗҫ-пуҫ епле вӗҫленнине вӑхӑт иртсен ҫеҫ пӗлейрӗпӗр.
