Елена Енькка хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнеке лавккасенче 2009 ҫул вӗҫнелле ҫитрӗ. Халӗ ӗнтӗ «Тӑван ен» культурине вӗренмелли кӗнеке 8-мӗш валли те пур теме пулать.
Кӗнеке, пӗтӗмӗшле илсен, чӑвашсен малтанхи ӗмӗрсенчи историпе паллаштарать — мӗн сӗм авалхи пирӗн эрӑчченхи VIII-VII вӑхӑтран пуҫласа пирӗн мӑн асаттесем X ӗмӗрте Атӑлҫи Пӑлхар йӗркеленӗ вӑхӑта ҫити. Елена Еньккан «Родной край» (ҫапла, кӗнеке вырӑсла тухнӑ, предмета вырӑсла вӗрентет) кӗнеке ярӑмне кӗрекен ытти шкул кӗнекисем пекех, ку учебник та тӗрлӗ сӑнсемпе, ӳкерчӗксемпе пуян. Кунашкал кӗнекене алла ярса тытсан шкул ачин ҫеҫ мар, унӑн ашшӗ-амӑшӗн те чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллашма кӑмӑл ҫуралать.
Кӗнекене туянас шухӑшлисем ӑна Чӑваш кӗнеке издательствин «Книжные новинки» лавккисенче тупма пултараҫҫӗ — хакӗ ҫыртмасть, 200 яхӑн страницӑллӑскер, 88 тенкӗ кӑна тӑрать. Вӗренӳ кӗнекине 7 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Ҫителӗклӗ тиражпа кӑларнӑ тесе ӑна туянас ӗҫе кая ан хӑварӑр — тиражӑн ытларахӑш пайне шкул вулавӑшӗсене валеҫнӗрен, тен, сутлӑхра вӑл нумаях тытӑнса тӑмӗ.
Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр.
Ыран чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ ӗҫлеме пуҫлӗ, пӗрремӗш уроксем иртӗҫ. Ача-пӑча академийӗн студинче, 263 пӳлӗмре, ирттерме палӑртнӑ. 10 сехетре пуҫланать.
Ку шкул 3-9 ҫулхи хула ачисем валли уҫӑлӗ. Унта ачасене тӗрлӗ меслетсене усӑ курса (тӗслӗхрен, вӑйӑ мелӗсемпе) чӑвашла вӗрентӗҫ. Шкула йӗркелекенсем уроксене кашни вырсарникун ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |