Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври аслӑ шкулсен ректорӗсемпе тӗлпулнӑ. Съездра уйрӑмах историе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Ректорсен канашӗ Президента шкултан вӗренсе тухакансене историпе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тыттарма сӗннӗ. Ӑна вырӑс чӗлхипе математика пек тӗп экзаменсен йышне кӗрттересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей К» канал пӗлтерет.
— Кашни ҫын историе пӗлме, хӑйӗн ҫӗрне юратма тивӗҫ, — тенӗ Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий.
Съездра ҫӗршыври аслӑ пӗлӳ тытӑмне аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ. Президент ҫак пӗлӳ шайне тиркекен те пуррине палӑртнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансен диплом кӑна мар, пӗлӳ, ӗҫлеме пӗлни те пулмаллине каланӑ. Кунпа вара кашни аслӑ шкулах мухтанма пултараймасть-мӗн.
Республикӑн патшалӑхӑн ӗҫлӗх службин направленийӗпе 3 пине яхӑн ҫулсерен вӗренет иккен. Вӗсене 27 вӗренӳ организацийӗнче 60 профессипе специальноҫа хӑнӑхтараҫҫӗ.
Юпан 27-мӗшӗ тӗлне 2620 ӗҫсӗр ҫынна урӑх специальноҫ е професси илме вӗренме янӑ. Ку вӑл ҫулталӑклӑха палӑртнин 100,5 проценчӗ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 238 вӗренӳ ушкӑнӗ йӗркеленӗ, вӗсенчен 99 ушкӑнӗ ӗҫсӗррисенчен кӑна тӑрать, теприсенче ӗҫсӗр тесе шута илнисемпе пӗрлех ку йыша кӗменнисем те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗрле темелле ӗнтӗ, пӗр ушкӑнра.
Профессие вӗрентессипе Чӑваш Ен кӑҫалхи ҫур ҫулта Раҫҫей субъекчӗсен хушшинче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи федераци округӗнче вара малта пырать.
Ҫӗнӗ профессие вӗрентнин усӑлӑхне ҫав ӗҫпе ҫынсем вырнаҫни тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Ҫур ҫулта 1293 ҫын вӗреннӗ пулсан вӗсенчен 0,3 проценчӗ кӑна, е 4 ҫын, центра пулӑшу ыйтма тепӗр хутчен пынӑ. Патшалӑхӑн ҫак программи ку цифрӑна 1,75 процентпа танлашма ирӗк парать-мӗн. Кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче 1979 ҫын вӗреннӗ, центра вӗсенчен 15-шӗ (0,77 проценчӗ) кӑна тепӗр хут ҫитнӗ. Апла тӑк ҫӗнӗ специальноҫа хӑнӑхтарни пирӗн тӑрӑхра сая каймасть.
Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пӗп-пӗрин опычӗпе паллашма пуҫтарӑннӑ. Щак кунсенче вӗсем пултарулӑх ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ.
Тӗлпулура чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Галина Хлебникова тухса калаҫнӑ. 17 ҫул шкулта ӗҫлекенскер вӗҫӗмех ҫӳллӗ шайра иккен. Галина Фирсовна пирки ӗҫтешӗсем сӑмахпа каламаллине тата ҫыру ӗҫшне лайӑх йӗркеленӗ теҫҫӗ. Чӗлхепе кӑсӑклантарма пултараканскер вӗрентӳ тата воспитани тивӗҫне харӑсах пурнӑҫлама ӑс ҫитерет иккен.
Класс тулашӗнчи ӗҫсене те вӑл ирттерме ӗлкӗретӗ Пуян дидактика лабораторийӗ пухнӑ. Шкулти музея та ертсе пырать хастар вӗрентекен. Галина Фирсовна ертсе пынипе вӗрентекенсем ял топонимикине ӑша хываҫҫӗ, фольклор пухаҫҫӗ, тӗпчев проекчӗсемпе аппаланаҫҫӗ.
Ӗҫтешӗсене Галина Хлебникова «Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-сӑвви» кӗнекипе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑларнӑ. Унта шкул ачисем тӗрлӗ ҫулта пухнӑ фольклор кӗнӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине те итленӗ. Унта тӑххӑрмӗш классем Валентин Урташ сӑвӑҫӑн «Калаймарӑм» сӑввине тишкернӗ.
Тутарстан IELTS, TestDaf тата Dele пӗтӗм тӗнчери чӗлхе экзаменӗсем евӗр тутар чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине палӑртакан пӗтӗм тӗнчери сертификаци тытӑмне кӗртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку тестсене 2015 ҫулта 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем тытӗҫ, темиҫе ҫултан — Тутарстанри аслӑ шкулсен студенчӗсем. ТР Вӗренӳ министерстви сертификатсене малашне ӗҫ паракансем те хакласса шанаҫҫӗ.
Чӗлхе сертификаци центрне тумашкӑн контракт алӑ пусмалла. ТР Вӗренӳ министерстви кун пирки юпан 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, центра тӑвакан организаци ҫулталӑк вӗҫӗччен ытти ҫӗршыври сертификаци центрӗсене пӑхса тухмалла, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв эксперчӗсемпе канашламалла тата тестсене хатӗрлеме тытӑнмалла. Чӗлхе сертификацине тытмалли аудитори 30 тӑваткал метртан пӗчӗк пулмалла мар. Унта 26 ҫынран кая мар кӗмелле.
Сертификаци центрне 2014 ҫул вӗҫне уҫма палӑртнӑ. Тестсене тӗрлӗ шайра вӗренекенсем валли хатӗрлӗҫ. Вӗсене Кембриджри пек хатӗрлеме палӑртнӑ. Унтан центр вӗсене Кембриджри университет ҫумӗнчи ALTE пӗтӗм тӗнчери ассоциацине ярӗ. Кун хыҫҫӑн сертификаци тӗнче стандарчӗ пек пулӗ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 1-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин тытӑмӗнчи аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакансене епле ҫӑмӑллӑхсем кӳни пирки тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Форма тӑхӑннӑ ҫынсем хисеплӗ тесе ӗнентернӗ вӗсем ачасене.
1-мӗш шкул Михаил Силантаев ячӗпе хисепленсе тӑнине аса илнӗ май пяан та халӑх асӗнче пулнине палӑртнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Васильевич ҫав ялта ҫуралса ҫав шкула пӗтернӗ. Ачасене аслисем ун пек паттӑрсен ятне ямалла мар тесе хӑйсене те вӗсем пек пулма суннӑ.
Пермьри А.М. Горький ячӗллӗ патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ене опыт пухма килнӗ. Профессилле тур ят панӑ ҫулҫӳреве тухнисем Чӑваш Енри вулавӑшсемпе паллашас тӗллев лартнӑ. Республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ютран килнисене пирӗн патри ҫӗнӗлле ӗҫлени илӗртет.
Пермьри вулавӑш ӗҫченӗсем «Регионӑн культура анлӑшӗнче вулавӑшӑн хальхи вӑхӑтри аталанӑвӗн стратегийӗ» пултарулӑх лабораторийӗпе паллашнӑ, республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшне ҫитнӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри вулавӑшра «Вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗнче вулавӑш вырӑн йышӑнни» мероприятие хутшӑннӑ.
Ӗҫ опычӗпе паллашнипе пӗрлех хӑнасем Шупашкар тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» спектакле кайса курнӑ.
Ҫамрӑксен ӗҫ бригадисен республикӑри фестивалӗн финалне 15 районти 19 бригада хутшӑннӑ. Уйрӑммӑн палӑртсан, патӑрьелсем, шупашкар районӗсем, вӑрнарсем, канашсем, куславккасем, комсомольскисем, красноармейскисем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, вӑрмарсем, пӑрачкавсем, шӑмӑршӑсем, ҫӗӗмрлесем, елчӗксем, тӑвайсем тата Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи ачасем мероприятие лекнӗ.
Комсомольски районӗнчен Нӗркеҫри вӑтам шкулти «БЭГИС» бригада хутшӑннӑ. Йышра 11-мӗш класс ачисем, Григорий Плеткин, Павел Кузнецов, Карина Петрова, Екатерина Тишова, Кристина Вишнева, София Индюкова, Елена Герасимова, Дарина Харитонова тата 9-мӗшӗнче вӗренекен Алексей Петров пулнӑ.
Каҫал ачисем финалта «Пултарулӑх кӑтартӑвӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, «Курав стендӗнче» — пӗрремӗш.
Ыранхи ҫинчен паянах шухӑшлаҫҫӗ тесе каламалла-тӑр тӗрмере ларакан хӑш-пӗр ҫын пирки. Юсанмалли 5-мӗш колонире, ав, айӑплава ирттерекенсене вӗрентсе те кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсенчен пӗри аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом алла илнӗ. Тӗрмере ларакан хӗрарӑм юрист пулса тӑнӑ.
2013 ҫултанпа колонире, сӑмах май, айӑпланнӑ 18 ҫын алла пӗлӳ илет иккен. Вӗсенчен пӗри Хальхи вӑхӑтри гуманитари академийӗнче вӗреннӗ. куҫӑн меслетпе мар паллах, дистанцилле майпа. Экзаменне те вӑл ҫапла майпа тытнӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫамрӑк амӑшӗсене вӗренме кӗме хатӗрленӳ курсне йыхравлать.
Кун пек йышӑнӑва аслӑ шкул хӑй тӗллӗн пуҫарман. Ҫамрӑк амӑшӗсене аслӑ шкулсене вӗренме кӗме пулӑшас тӗллеве Раҫҫей Правительстви лартать иккен.
Хатӗрленӳ курсне ҫӳрекен укҫа тӳлесе кӗсьене ҫӳхетме тивмӗ. Анчах хӑш-пӗр условие шута илӗҫ, амӑшӗсен 23 ҫултан аслӑрах пулмалла мар, пӗр е ытларах ача ӳстермелле, РФ гражданӗ пулмалла, вӑтам пӗлӳллӗ, анчах аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла мар.
Хатӗрленӳ курсене вырсарникунсерен ҫӳремелле. Вӗренекенсене уйӑхсерен 2 пиншер тенкӗ стипенди тӳлӗҫ.
Вӗренмелли тапхӑрсем: юпа–ҫу уйӑхӗсем. Заняти 4 сехете тӑсӑлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем, 58-18-40 (хушма номер 2850), 48-78-94 е 8-903-345-78-94.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |