Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енӗнчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпе канаҫҫӗ. Унта шкул та пур, спорт комплексӗ те, Культурӑпа спорт керменӗ те, вулавӑш та, инфраструктурӑн ытти объекчӗ те.
Иртнӗ ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен ачасем валли конкурс йӗркеленӗ. «Орленока» кайма 14 шкул ачи тивӗҫнӗ. Ҫавсен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкулта вӗренекен икӗ хастар — Татьяна Новикова тата Анастасия Мусьтакова та — пулнӑ. Унта вӗсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен каннӑ.
«Орленока» пынисем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырса ҫӳренӗ. Ҫав кунсенче тӗрлӗ фестиваль иртнӗ. Татьяна Новикова ҫавсенчен пӗринче Чӑваш Республики пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Фестивальте «Вӑйӑра» тата «Тӑпӑр-тӑпӑр» юрӑсене шӑрантарнӑ.