Нумаях пулмасть республикӑри чӑваш чӗлхи учителӗсем «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» темӑпа семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче иртттернӗ.
Семинара республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ С.В. Петрова, «Язык для успеха» ют чӗлхесен шкулӗн директорӗ А.К. Филиппова, гуманитари институчӗн тӗпчевҫи Алос-и-Фонт Эктор, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин, наци вӗренӳ центрӗн ӗҫтешӗсем, вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
«Тӗп калаҫу вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсем тавра пулчӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Вӗренӳ институтӗнче. Ӗҫ пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ют чӗлхе методикине те вырӑнлӑ усӑ курма май пуррине палӑртнӑ-мӗн унта.
«Кала-ха» вӗренӳ кӗнекин авторӗ Александр Блинов вара кӗнекен тытӑмӗпе паллаштарнӑ. Кӗнекере вӗренӳ материалне кулӑшла, мыскараллӑ та хаваслӑ, шкул пурнӑҫӗпе, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса кӑтартнине пӗлтернӗ вӑл. Вӗренӳ кӗнекин материалне ятарлӑ сайта вырнаҫтарнине, унпа вӗренекенсем те вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ.
Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче нумаях пулмасть асра юлмалла курнӑҫу йӗркеленӗ.
Гимназире вӗренекенсем патне нарӑсӑн 6-мӗшӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дыранована хӑнана йыхравланӑ.
Альбина Павловна пограничник хӗрӗ пулнӑ. Унӑн ашшӗ чикӗ патӗнчи ҫапӑҫура хыпарсӑр ҫухалнӑ. Дырановсен ҫемйи тыткӑна лекнӗ.
Альбина Павловнан амӑшӗ, пиччӗшӗсем тата аппӑшӗ бюргер (хулара пурӑнакана Германире ҫапла каланӑ) патӗнче тӑватӑ ҫул тар тӑкнӑ. Альбина пӗчӗк пулнӑ, ӗҫлеймен, анчах унне юн илсе пурӑннӑ. Нуша-тертне пайтах курнӑ хӗрарӑм аса илӗвне гимнази-интернатра аслӑ класра вӗренекен ачасем чунтан ӑнланса та шеллесе итленӗ, куҫӗсем те шывланнӑ вӗсен.
Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пухӑнмалла. Раштавӑн 11-мӗшӗнче вӗсен унта фестиваль иртӗ.
Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен фестивальне вӑл шкулта ахальтен ирттерме шутламан. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче тӑрӑшакан Алевтина Шишкина пӗлтӗр республика шайӗнчи конкурсра хӑйӗн ӗҫтешӗсем хушшинче палӑрнӑ. Ҫакна кура унтан вӗренмелли, ҫӗннине илмелли пурах тенӗ пулмалла — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестивальне ирттерме йышӑннӑ.
Мероприятие, хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 вӗрентекен пырасса кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑп та ҫавӑн чухлӗ учитель пырас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне ыттисемпе пайлама, паллаштарма маҫтӑр-классем, уҫӑ уроксем ирттерӗҫ.
Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, анчах выртан каска мӑкланни те паллӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара хамӑр патра ҫӗлекен шкул формине республика тулашне те сарасшӑн. Кун пирки вӗсем паян ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, экономика аталанӑвӗн тата вӗренӳ министрӗсем Владимир Аврелькин тата Владимир Иванов та хутшӑннӑ.
Владимир Аврелькин ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл промышленноҫӑн республикӑри предприятийӗсем (сӑмах кунта шкул форми ҫӗлекенсем пирки пырать) ют ҫӗршыври компанисемшӗн халех конкурент пулса тӑнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер вӗсен республика тулашне те тухмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра шкул формине «Кайсаров», ОВАС, «Аврора», «Элита» предприятисем ҫӗлеҫҫӗ.
Йӗпреҫри 1-мӗш шкулта ӑс пухакан Диляра Вахитова пӗр ҫулта республика тата район пуҫлӑхӗсен стипендине тивӗҫнӗ. Хӗр вӗренӳре кӑна мар, пултарулӑхра маттур. Вӑл вокалпа интересленет.
Дилярӑна шкулта пурте пӗлеҫҫӗ. Унсӑр пӗр мероприяти те иртмест. Икӗ ҫул каялла ӑна «Шкул республикин» президентне суйланӑ. Диляра тӑрӑшнипе ачасен общество пӗрлешӗве аталанать. Ачасем унран тӗслӗх илме, ун пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ.
Диляра пур ҫӗре те ӗлкӗрет: спортпа та туслӑ вӑл. Пур предметпа та лайӑх вӗренсе пырать вӑл. 1-мӗш класранпа ачасен ӳнер шкулӗн сукмакне такӑрлатать.
Дилярӑн ҫемйинче пурте вулаҫҫӗ: тутарла, чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла. Хӗр тӗрлӗ конкурса хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Диляра халӗ РФ Президенчӗн премине те илме тивӗҫ пулнӑ.
Вӗрентекенсем те ҫынах та ӗнтӗ, вӗсем те шӑнман пӑрпа ним лартса яма пултараҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче тулли мар вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ пӗр учителе вырӑнти мировой суд укҫа тӳлевӗ илнӗ чухне улталанӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттармалла тунӑ.
Шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫав арҫын 2006 ҫулта вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлевшӗн укҫа илме хутсем тӑратнӑ. Ялти специалистсен ун пек ҫӑмӑллӑх пур-ҫке.
2009 ҫулта ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Анчах ку факт пирки арҫын социаллӑ хӳтлӗх пайне пӗлтермен. Шучӗпе виҫӗ кунтах хыпарламалла пулнӑ тесе асӑрхаттарать республика прокуратури.
Ӗҫрен пӑрахнине пӑхмасӑрах арҫын пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех уйӑхсерен укҫа илсе тӑнӑ. Пӗтӗмпе унӑн кӗсйине ҫапла майпа 57 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улталанӑ тесе суд ун тӗлӗшпе 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсене тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш актрисипе Тани Юнпа паллаштарнӑ. Тани Юн, аса илтерер, Иоаким Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл вара чӑваш театрне йӗркелесе янӑ.
Тани Юн кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. «Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси» ят панӑ стендпа Ҫӗмӗрле ачисем хаваспах паллашнӑ. Вӗсене Тани Юн пултарулӑхӗ те чунтанах кӑсӑклантарнӑ. 1924 ҫулта Чӑваш драма театрне йӗркеленӗренпех ҫак тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ актриса чӑвашла киносенчи хӗрарӑм тӗп сӑнарӗсене калӑпланӑ.
Пӗрремӗш роле вӑл «Атӑл пӑлхавҫисем» фильмра калӑпланӑ. Унтан «Сарпике» фильмра тӗп рольте вылянӑ та ҫавӑнтанпа вӑл халӑх юратнӑ актриса пулса тӑнӑ, ӑна вырӑссен актрисипе Любовь Орловапа та танлаштарнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑри 5 шкула, кунсӑр пуҫне 17 класа карантина хупнӑ.
Ҫавна май занятисене 852 ача ҫӳремест. Кунсӑр пуҫне шкулчченхи пӗр учреждение, виҫӗ ача пахчинчи 4 ушкӑна карантина хупнӑ. Ҫапла майпа 220 ача килте ларать.
Паян планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти хӑш-пӗр класа карантина хупнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, 59-мӗш (5 класс), 54-мӗш (2 класс), 30, 38 тата 24-мӗш шкулсенче (1-ер класс) хупӑннӑ.
М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн иртнӗ ҫулта кун ҫути курнӑ «Медиаальманах» журналӗн 5-мӗш номерӗнче чӑвашри философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе студент ӗҫӗ пичетленнӗ.
Аслӑлӑх журналӗ малтанхи страницисенче вырнаҫма (вӗсем хыҫҫӑн докторсен ӗҫӗсем каяҫҫӗ) юрӑхлӑ ӗҫ авторӗсем — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Эрбина Никитина тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн журналистика уйрӑмӗн 3-мӗш курс студенчӗ Виктория Кашатникова.
Хӑйсен ӗҫне Мускавра пичетленине авторсем иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗлнӗ-ха. Журнала вара вӗсене халӗ пуштӑпа ярса панӑ.
Эрбина Никитина (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн журналистика кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ) каланӑ тӑрӑх, «Софистические принципы и приемы в современной журналистике» (чӑв. Хальхи журналистикӑри софистла принципсем тата мелсем) материала ҫур ҫул каяллах журнала ярса панӑ. Халӗ хӑш-пӗр ӑслӑлӑх журналӗсем авторсен ӗҫӗсене укҫа тӳлесен кӑна лартнине шута илсен, чӑвашсен статйине мускавсем тӳлевсӗрех суйлани мӑнаҫлантарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |