Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ. Шел, те темиҫе ҫул манӑн хытӑ диск юрӑхсӑра тухнӑран ҫав сӑвва ярса панӑ ҫырӑва хальхи вӑхӑтра тупма май ҫук, вӑл пирӗн пата, Чӑваш халӑх сайтне, мӗнле килнине палӑртма йывӑр.
Сергей ашшӗ ҫырнӑ сӑвӑн оригиналӗпе те паллаштарчӗ:
Анастасия Фёдоровӑпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн вӑл «эп нимӗн те пӗлместӗп, манран ыйтмасӑр тунӑ, Степанова Марина Михайловнӑран ыйтӑр» тесе хурав пачӗ. Чӑн та, Элӗк районӗнчи Тавӑт вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен унашкал педагог пур.
Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 2-мӗш гимназире чӑвашла лайӑх пӗлекенсен «Янравлӑ чӑваш чӗлхи» интеллектуаллӑ вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Конкурса хула шкулӗсенчи 4, 5, 6-мӗш класри ачасем хутшӑнчӗҫ.
Вӑйӑ 4 станципе иртрӗ: «Омонимсем», «Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем», «Ваттисен сӑмахӗсем», «Ӗҫлӗ ҫын — телейлӗ ҫын». Станцисенче ачасем компьютерпа усӑ курса йӗркеленӗ вӑййа интересленсех вылярӗҫ, омонимсене аван пӗлнине кӑтартрӗҫ, чапа тухнӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен ыйтусене хуравларӗҫ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑвашла сӑвва илемлӗ вуласа пама пултарчӗҫ.
Хула шкулӗсенче вӗренекен ачасен пӗлӳ шайне жюри лайӑх паллӑсемпе хакларӗ, грамотӑсем парса хавхалантарчӗ. Вӑйӑ ачасене те вӗрентекенсене те питӗ килӗшрӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар. Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров. 2003 ҫултанпа директор пулса Ирина Гаврилова ертсе пырать.
Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем. 10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
«Хавал» чӑвашсен халӑх пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех чӑваш чӗлхине калаҫура вӗренмелли лагерь йӗркелет. Хастарсем кӑҫал та ӑна пухӗҫ. Хальхи, шучӗпе ҫиччӗмӗш, утӑ уйӑхӗн 3-10-мӗшӗнче «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче пуҫтарӑнӗ.
Лагере пухнин тӗллевне «Хавал» ҫулленхи тӗлпулусене йӑлана кӗртессипе ҫыхӑнтарать. Тӗлпулу тӗллевӗ вара, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарассине те тӗллев шутне кӗртеҫҫӗ.
Программа епле пулассине те халех палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи урокӗсене виҫӗ шайпа йӗркелесшӗн. Ачасемпе яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли вӗренӳ вӑйӑ курсӗ евӗр те пулӗ. Чӗлхене преподавательсем хальхи вӑхӑтри меслетсемпе усӑ курса ӑша хывма пулӑшӗҫ. Наци тӗррипе, халӑх юррисемпе тата ташшисемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗреннипе пӗрлех вӑхӑта спорт мероприятийӗсенче кӑсӑклӑ ирттерме май туса парӗҫ. Экскурсисем йӗркелеме те шантараҫҫӗ.
Лагере хутшӑнакансен йӗркелӳ тата чӗлхе взносӗ, пурӑннишӗн тата апат ҫинишӗн тӳлеме тивӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет.
Либерал-демократсен партине ертсе пыракан Владимир Жириновский наци территорийӗсенчи шкулсенче вырӑссене вырӑнти чӗлхене вӗрентмелле мар тесе каланӑ.
Хӑйӗн шухӑшне вӑл вырӑс халӑхне «привилеги» кӳрессипе ӑнлантармасть-мӗн. Владимир Жириновский «вырӑссене хӳтӗлемелле», — тесе шухӑшлать. РЛДП ертӳҫи: «Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен территорийӗнче пӗр чӗлхе кӑна вӗренмелли правӑна хӳтӗлемелле», «Пирӗн ҫынна наци территорийӗн — Мӑкшӑ Республикин, Чӑваш Енӗн (ун пеккисем пирӗн 33 регион) чӗлхине вӗренме хистемелле мар», — тенӗ.
Политик шучӗпе, 10 ҫулхи ачана тӑватӑ чӗлхе — вырӑслине, вырӑнтине тата икӗ ют чӗлхене — вӗренме ытла та йывӑр. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне вӑл хай «лингвист, филолог, тюрколог, литературовед» пулнӑран пырса тухнӑ-мӗн.
Владимир Жириновский Конституцине «вырӑс халӑхӗ» ӑнлав кӗртес шухӑшлӑ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунӗн преамбули ҫапла майпа «эпир — вырӑс тата ытти халӑхсем» тенинчен пуҫланмалла имӗш.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ют ҫӗршывран килнӗ чылай студент пӗлӳ илет. Унччен вӗсем малтан вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Малашне вара занятисене акӑлчан чӗлхипе ертсе пырӗҫ.
Ку программа 2015–2016 вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫланать. Проект медицина факультетӗнчи «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫра старт илнӗ. Иракран, Сирирен, Индирен килнӗ студентсен ушкӑнӗнчи занятисене акӑлчанла ертсе пыраҫҫӗ.
Малашне Тӑван ҫӗршыв историйӗн, экономика, латин чӗлхин, физика предмечӗсене лекцийӗсене акӑлчанла итленӗ ӗнтӗ вӗсем. Иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнче студентсем ҫын анатомийӗн, биохими, биологи предмечӗсене ҫапла итлеме тивӗ.
Хӑш-пӗр ялти шкулсене хупасси пирки сас-хура тухсан ЧР Вӗренӳ министерстви ӑна уҫӑмлатнӑ. Ведомство умӗнче пачах урӑх тӗллев тӑрать-мӗн: ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳпе тивӗҫтересси.
Республикӑра 30-50 ача вӗренекен шкулсем пур. Вӗрентекенсем темиҫе предмета ертсе пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр пӳлӗмре икӗ класс ларать. Министерство шухӑшӗпе, ача кун пек лайӑх пӗлӳ илеймест. Мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, кунашкал шкулсенчи ачасем ППЭ япӑхрах тытаҫҫӗ.
Ҫапах ведомство хӑш-пӗр шкула хупассине пӗлтернӗ. Тӗрлӗ вариант пӑхса тухаҫҫӗ-ха. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе тӗп тӗллев тесе палӑртмасть.
Ӗнер Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗ» проектне, журналистикӑн хӑвӑртлатнӑ курсне, хӑтланӑ. Унта республикӑн Информаци политикин министрӗ Александр Иванов та хутшӑннӑ, курса пухӑннӑ 80-а яхӑн хӗрпе каччӑ умӗнче тухса калаҫнӑ.
Курс тӗллевӗ пултаруллӑ тата ӳлӗмрен пиар специалисчӗ е блогер пулас шухӑшлӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ маларах каланӑ партин регионти уйрӑмӗнче.
Ҫамрӑк журналистсен курсне пынисем — шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ туптакансем.
Курса йӗркелекенсем ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ информацие массӑллӑ информаци хатӗрӗсен социаллӑ сечӗсенчи страницисенче вуланине пӗлнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарсене шӗкӗлчемеҫҫӗ вӗсем.
Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ӗҫ династийӗсем ҫинчен пухнӑ электрон сборника ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ.
Вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекенсем унта уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ ӑна хатӗрлекенсем.
Пӗр ӗҫре темиҫӗ ӑру таран ырми-канми тӑрӑшакансемпе паллаштаракансене вулавӑш ӗҫченӗсем малашне те пухассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах кун валли ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Электрон сборника кӗрейменнисем вӗсем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Паянхи куна уйрӑмах паллӑ та вӑрӑм династисенчен Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Ермановсене (ял хуҫалӑхӗнче вӗсем 190 ҫул тӑрӑшнӑ), Апаш тӑрӑхӗнчи 210 ҫуллӑ Смородиновсене, Кӳкеҫ ял тарӑхӗнчи Григорьевсен тухтӑр династине асӑнма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |