Ку хыпар водитель правине илме ӗмӗтленекенсене уйрӑмах кӑсӑклантарӗ. Ара, водителе вӗренме шут тытнисем чи малтан тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ: ӑҫта каймалла?
Апла ку сире пӗлмешкӗн: Шупашкарти виҫӗ автошкул лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсен ҫынсене урапапа ҫӳреме вӗрентме юрамасть. Унчченхи пекех ӗҫлеме тытӑнас тесен вӗсен ЧР ҪҪХПИн требованийӗсене пурнӑҫлама тивӗ.
ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Стелс», «Профессионал» автошкулсен тата «Профессионал» вӗренӳ центрӗн правана вӗрентмешкӗн лицензи ҫук.
Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫӳлерех асӑннӑ шкулсен автодрома тара тытас документсемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Права илекенсем унта вӑхӑта чылай ирттереҫҫӗ-ҫке-ха.
Ҫапла автошкулсем документсене йӗркене кӗртиччен пулас водительсене йышӑнмӗҫ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнче чӑваш чӗлхине уроксем хыҫҫӑн вӗрентме тытӑннӑ. «Чӑваш халӑхӗн ҫӑлкуҫӗсем» ят панӑ урок хыҫҫӑнхи занятисене унти Масляногорскри вӑтам пӗлӳ паракан шкулта йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра 15 ытла ача чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланать, ӑна ӑша хывать.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ занятисене шкулта кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче йӗркелесе янине хыпарлать.
Урока 5-мӗш класра вӗренекенсемпе ирттереҫҫӗ. Заняти вӑхӑтӗнче ачасем чӑваш чӗлхипе, культурипе, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ.
Кайран занятисене Новолетники ялӗнчи шкулта та йӗркелесшӗн. Унсӑр пуҫне вырӑна тухса Балаганск, Тайшет, Зима районӗсенчи ачасемпе уроксем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ.
Шкулсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе ачасене паллаштарасси маларах асӑннӑ «Юлташ» автономи пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрет.
Сусӑрсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ патшалӑх программи хуласенче ҫеҫ мар, ялсенче те пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, сусӑрсене тӗрлӗ ҫӗре кӗрсе ҫӳремелли майсем туса параҫҫӗ.
Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнчи шкулта та улшӑнусем пулнӑ. Шкула сусӑрсем валли хӑтлӑлатнӑ. Унта кӗнӗ ҫӗрте пандус пур. Ҫакна тумашкӑн шкул кӑҫал 480 пин тенке тивӗҫнӗ. Унпа чылай ӗҫ тума пултарнӑ.
Малтанах вӗсем шкула кӗмелли алӑка улӑштарнӑ. Унӑн 90 сантиметр сарлакӑш пулмалла. Ҫапла тунӑ та вӗсем.
Шкулта 156 ача вӗрент. Вӗсенчен 6-шӗ — сусӑр. Халӗ вӗсем коридорпа ҫӑмӑллӑнах ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен иккӗмӗш хута хӑпармалла ан пултӑр тесе пӗрремӗш хутра ятарлӑ пӳлӗм уйӑрнӑ. Унта пур предметпа та урок иртет. Ҫавӑнпа сусӑрсен пӳлӗмрен пӳлеме куҫса ҫӳремелле мар.
Кӑҫал Туҫа шкулӗ тепӗр программӑна кӗнӗ. Шкул спортзалне ҫӗнетмешкӗн вӑл 180 миллион тенке тивӗҫнӗ. Унпа чӳречесене, урайне улӑштарнӑ, душ кӗмелле, хывӑнмалли пӳлемсем тунӑ, спорт хатӗрӗсем туяннӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра хӑш-пӗр факультетсене пӗрлештернӗренпе темиҫе ҫул та хыҫа юлчӗ ӗнтӗ. Шел те, унчченхипе танлаштарсан, тӳлевсӗр вырӑнсем сахалланса пыраҫҫӗ.
Халӗ ав виҫӗ факультета пӗрлештерсе Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗ пулса тӑнӑ. ЧПУн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул ҫак факультетра «Журналистика» енӗпе вӗренекенсем валли тӳлевсӗр 10 вырӑн пулӗ. Ҫакна РФ Вӗренӳ министерстви федераци конкурсӗнче палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен факультетра журналистика енӗпе пӗр тӳлевсӗр вырӑн та пулман. Виҫӗ факультета 2013 ҫулта пӗрлештернӗ.
Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ.
Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче.
Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ.
«Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ.
Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Вырӑс географи обществи Пӗтӗм Раҫҫейри диктант йӗркелет. Ун пек диктант ирттерме ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин маларах асӑннӑ обществӑн XV сьездӗнче сӗннӗ.
Диктант чӳкӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех иртӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем географие епле пӗлнине тӗрӗслеме май парӗ. Вӑл ҫынсен географи пӗлес ӑсталӑхне палӑртӗ.
Диктанта ҫӗршывра пурӑнакан кирек кам та хутшӑнаять. Унӑн ҫулне те, пӗлӗвне те, епле тӗне ӗненнине те, ӑҫта ӗҫленине те пӑхмӗҫ. Хутшӑнас тесен пӗр пус та тӑкакланмалла мар. Диктант ҫырас кӑмӑллисене пурне те пӗр пек ӗҫ хушӗҫ. Диктант теми «Манӑн ҫӗршывӑм — Раҫҫей».
Диктанта хутшӑнас тесен 45-26-03 телефонпа шӑнкӑравласа (хушма номер 3302) е e-mailniko-inna@yandex электрон адреспа ҫырса тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче каллех компьютер ӑсталӑхне хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Унччен те пулнӑ ҫак пулӑшӑва авӑн уйӑхӗнчен ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ.
Компьютер ӑсталӑхне центрта ватӑсене вӗрентеҫҫӗ. Занятие эрнере икӗ хутчен, юнкунпа эрнекун, ирттереҫҫӗ. Пурне харӑс ӑнлантармаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗве ӑша хывма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе кашнине уйрӑм ӑнлантараҫҫӗ.
Малтанласа ватӑсене ансат япаласене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, ӗҫ сӗтелӗ ҫинчи ярлыксемпе епле усӑ курмалли пирки ӑнлантараҫҫӗ, файлсене епле йӗркелесе епле упраса хӑвармаллине каласа кӑтартаҫҫӗ. Флешкӑпа епле усӑ курмалли пирки те каласа параҫҫӗ. Шӑшипе ӗҫлесси те компьютер умне пуҫласа лараканшӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Тепӗр ҫыншӑн ансатӑн туйӑнакан япаласемех ыттисемшӗн йывӑрӑн туйӑнаҫҫӗ. Апла пулин те ватӑсем компьютера хӑнӑхаҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче влаҫ органӗсем йӗркеленӗ Вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «АФО чӑнлӑхӗ» сайт пӗлтерет. Шкулсене салатнӑ ҫырӑва ӗненсен портал вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск тӗпренсе пӗтнӗ. Малашне вӗренӳ министерстви шкулсене хӑйсен сайчӗсене тытса пыма пулӑшмӗ, вӗсем кашни учреждени сайчӗсене хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама тивӗ. Вӗренӳ министерстви шкулсене ӑсталамалли хостинг вырӑнӗсене те сӗннӗ — тӳлевлисенчен пуҫласа укҫа тӑкакламалла маррисем таран.
Хӑй вӑхӑтӗнче чылай шкул хӑйсен сайчӗсене вӗренӳ порталӗнче тунӑччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав порталрах вӗрентекенсем те хӑйсен страницисене ӑсталанӑччӗ. Организацисемпе учрежденисен каталогӗ cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ порталӗнче ӑсталанӑ сайтсен йышӗ вӗсен пуххинче икҫӗртен те иртнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри Вӗренӳ порталӗнче сайт йӗркелесси тӳлевсӗр пулнӑ. Министерство сӗнекен вариантсенче вара уйӑхне пӗри ҫеҫ тӳлевсӗр, ыттисенче уйӑхне сахалран та 120 тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Уйӑхсерен 1500 тенкӗ ыйтакан Росшкола проектне те сӗннӗ.
Вӗренӳ порталӗнче пухӑннӑ документсене халь авторсен ятарлӑ электрон почта адресӗпе ҫыру ҫырса илме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.
Ҫитес ытларикун, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, планпа килӗшӳллӗн халӑха пӗлтермелли сигнал тытӑмне тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӑраса ӳкмелле марри ҫинчен систереҫҫӗ.
Ҫак кун 10:00 тата 10:30 сехетсенче сиренӑсем тата громкоговорительсем янӑраса кайӗҫ. Ҫавӑн пекех радио каналӗсем, телекурав халӑха граждан хӳтӗлевӗн систермелли сигналӑн тренировки пулни пирки «Внимание всем!» тесе пӗлтерӗҫ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хахайт (тревога) вӗренмелли ҫеҫ пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗсенчех юлма ыйтаҫҫӗ.
Хальхинче хахайт — вӗренмелли ҫеҫ. Ытти чухне вара халӑха кун пек сасса илтсен радиоприемниксене, телевизорсене ҫутма, васкавлӑ пӗлтерӗве итлеме хушаҫҫӗ. Кун пирки ӗҫтешсене, ертӳлӗхе, ҫемьене, кӳршӗсене пӗлтермелле ун чухне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |