Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ Чӑваш Республикин символӗсен кунӗ пулчӗ. Чӑваш Республикин элемӗсене 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, ҫавна кура пирӗн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта.
Ҫав ятпа унта кашни класрах Чӑваш Республикин гимнӗ (сӑвви Илья Тукташӑн, кӗвви Герман Лебедевӑн) янӑранӑ. Пур ача та, вӗрентекенсем те ҫак уява хутшӑннӑ, уроксенче Чӑваш Республикин элемӗсен пӗлтерӗшӗсем ҫинчен калаҫнӑ, хӑтлавсем пӑхнӑ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Кӗҫӗн класс ачисем Чӑваш Республикин гербне, ялавне ӳкернӗ. «Элли Юрьев художникран пӗрре те кая мар пулса тухрӗҫ вӗсен ӳкерчӗкӗсем», — ырлаҫҫӗ ачасен ӗҫне асӑннӑ шкулта.
Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗн кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑра ӗҫ династийӗсене чысланӑ. Паян пирӗн Чӑваш Енре ун пеккисем пин ытлине пӗлтернӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Ӗҫ династийӗсене чысланӑ кун 26 ҫемьене йыхравланӑ. Вӗсен хушшинче Елчӗк раойнӗнчи Смирновсем те пулнӑ. Вӗсен династийӗн ӗмӗрӗ 502 ҫулпа танлашать. Смирнов вӗрентекенсен йӑхне пуҫараканӗ — Петр Михайлович. Вӑл Чӑваш АССРӗн, РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ шутланать. 1999 ҫулта ӑна Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн районти кӗнекине кӗртнӗ.
Смирновсен династине паян ывӑлӗ Алексей Петрович тата хӗрӗсем, Елена Петровнӑпа Светлана Петровна, тӑсаҫҫӗ. Вӗсен ытти тӑванӗ те, пурӗ 25 ҫын, вӗрентӳ ӗҫӗнче тӑрӑшать.
Республикӑри ӗҫ династийӗсене Михаил Игнатьев Элтепер чысланӑ.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорне суйланӑ. Кун тӗлӗшпе академире ӗҫлекенсен тата вӗренекенсен конференцийӗ иртнӗ.
Делегатсем ҫӗр проценчӗпех килнине палӑртнӑ. Мандат комиссийӗ 85 делегатӑн полномочине ҫирӗплетнӗ.
Ректор должноҫне виҫӗ ҫынран пӗрине суйлама сӗннӗ. Вӗсем — Рамиль Айзатов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗ Николай Васильев, «Агро-Инноваци» унитари предприятийӗн директорӗ Андрей Макушев.
Сасӑлава пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, ректор тивӗҫне Андрей Макушев пилӗк ҫул пурнӑҫлӗ. Вӑл 80 сасӑ пухнӑ. Николай Васильевшӑн 5-ӗн сасӑланӑ. Рамиль Айзатов 0 сасӑ пухнӑ.
Чӑваш Енре тӳрех ултӑ професси конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ: муниципалитет тата республика шайӗнче.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртнӑ. Мала тухнисене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята Муркаш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Паладьева тивӗҫнӗ. Ӑна 150 пин тенкӗ преми панӑ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинчи Татьяна Шавикова илнӗ. Куншӑн 100 пин тенкӗ парӗҫ. Ытти номинацире 50 пин тенкӗ парӗҫ. Куславккари 3-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Полозова «Чи лайӑх класс ертӳҫи» пулса тӑнӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» ята Шӑмӑршӑ шкулӗнчи Ирина Ревунова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх педагог психолог» — Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш ача сачӗн психолог педагогӗ Елена Визгина.
ЧР Ҫамрӑк педагогсен канашӗ пуҫарӑвӗпе кӑҫал «Педагогика дебючӗ» республика конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Солдатова ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунне халалласа Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. 8–9 класра вӗренекенсем 21-ӗн «Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсене пӗлетӗр-и?» викторинӑра тупӑшнӑ. Символсен авторӗсене те, гимн текстне те ачасем аван пӗлни палӑрнӑ. Герб тата ялав ҫине ӳкернӗ пурнӑҫ йывӑҫӗ, виҫӗ хӗвел, хӑмла курланки мӗне пӗлтернине те чылайӑшӗ хуравланӑ, сарӑпа хӗрлӗ тӗссен пӗлтерӗшне те тӗрӗс палӑртакансем ытларах. 9 класс ачисем хушшинче Лиана Васильева, Николай Христофоров, Петр Гурьев, Александр Кондратьев, Даниил Павлов, Валерий Шайманов палӑрнӑ. 8 класран Сергей Кондратьевпа Ольга Гордеева ыттисенчен балл нумайрах пухнӑ.
5–7 класс ачисем валли Светлана Никитина вӗрентекен символсем ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Ачасем хӑйсем те айккинче юлман. Уйрӑмах 5 класри Екатерина Матвеевӑна палӑртса хӑвармалла. Ыттисемшӗн те кӑсӑкли нумай пулнӑ. Ф.В.Искандеров, И.Ф.Искандеров, Е.Ф.Костина авторсен «Азбука чувашских орнаментов и эмблем» кӗнекипе те савӑнсах паллашнӑ ачасем. «Кашни ачан хӑй пурӑнакан ҫӗршывӑн элемӗсене пӗлмелле тесе пӗтӗмлетрӗҫ калаҫу сехетне хутшӑнакан 36 ача», — тесе ӗнентереҫҫӗ асӑннӑ шкулта ӗҫлекенсем.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм тӗнчери хулапа ялта «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци иртрӗ. Ҫавна май Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта — алла яхӑн вӗренекен чӑваш чӗлхипе литература эрнинче «Пӗр йӑнӑшсӑр ҫыракан ача» конкурса хутшӑннӑ. Чи пултаруллӑ ачасем йӑнӑшсӑр ҫырма пултарнине тӗрӗсленӗ.
Ӗҫсен тематики ҫӑкӑра хисеплессипе ҫыхӑннӑ.
Диктант ҫыртарни вӗренекенсен орфографи пӗлӗвӗпе хӑнӑхӑвне ҫирӗплетсе тарӑнлатать, «типлӑ» йӑнӑшсенчен хӑтарать, лексикине пуянлатать, чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ те ӳсет тесе шухӑшлаҫҫӗ тӗрӗслеве йӗркеленисем.
«Диктант тексчӗ пурне те килӗшнӗ. Халӗ ӗҫсене хакласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр», — тесе пӗлтереҫҫӗ Елчӗк район администрацийӗн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗнче.
Чӗрене пырса тивмелле ҫепӗҫ вӑл чӑваш чӗлхи тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри шкулта. «Хӑйсене хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать», — тенипех-тӗр ӗнтӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа Алманчӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта та тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ.
5-мӗш класра «Эпӗ пӗчӗк юмахҫӑ» конкурс ирттернӗ. Чи маттур юмахҫӑ ята Дарья Гаврилова тивӗҫнӗ.
6–7-мӗш классем хушшинче «Кам тавҫӑруллӑрах» КВН иртнӗ. Кунта 7-мӗшсем ҫивӗчрех пулнӑ.
5–9-мӗш классем Юхма Мишшин «Шурҫамка» хайлавӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн сӑнарсен пурнӑҫне пӗр-пӗринпе сӳтсе явнӑ. Хайлаври ӗҫсем кашнин чунне пырса тивни палӑрнӑ.
Ачасем чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Г.П. Генералова тӑван чӗлхе ҫинчен ваттисем каланӑ сӑмахсене аса илнӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр каланӑ.
Шупашкарта вӗренекен ачасем Ӗнчӗри (Индири) Дели хулинчен таврӑннӑ. Унта вӗсем ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн кайнӑ.
Шупашкарти 41-мӗш шкулта ӑс пухакан пилӗк ача Делири харпӑр шкулта хӑнара пулса курнӑ. Унта вӗсем 17 кун пурӑннӑ. Чӑваш ачисене ҫав шкула вӗренме ҫӳрекен шӑпӑрлансен ҫемйисем хӑйсем патне вырнаҫтарнӑ.
Палӑртар: Индипе Чӑваш Ен делегацийӗсем 2014 ҫулта пӗрремӗш хут ылмашӑннӑ. Унтан 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Инди ачисем Шупашкара килнӗ.
Ӗнчӗри ҫав шкулта 2500 ача вӗренет, вӗсене 100 яхӑн учитель ӑс парать. Вӗсем акӑлчанла вӗренеҫҫӗ. Хинди чӗлхине (тӑван чӗлхе) пирӗн шкулта чӑваш чӗлхине вӗреннӗ пек вӗренеҫҫӗ. Эрнере 3 сехет пулать-мӗн.
Инди шкулӗнче пирӗннисем шӑнкӑрч вӗллисем тунӑ, унти ачасемпе баскетболла вылянӑ. Шкул ҫывӑхӗнче — пахча. Унта пирӗннисем йывӑҫ та лартнӑ. Ачасем ку ҫулҫӳревпе кӑмӑллӑ юлнӑ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ.
Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер.
Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ.
«Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 168 ҫул ҫитнине халалласа патриархӑмӑр пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен доклад тунӑ.
И.Я. Яковлев 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутар Республикин Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗчӗклех тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Пахомовсен усрав ачи пулса ӳснӗ. Сакӑр ҫула ҫитнӗ-ҫитменех лашапа ака-суха тунӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, ҫӑпата та хуҫнӑ. Хресчен ӗҫӗ мӗн тери йывӑр, ҫав вӑхӑтрах пархатарлӑ пулнине чӗрипе туйса ҫитӗннӗ. Вӗреннӗ ҫын кӑна пурнӑҫа ҫӑмӑллатасса лайӑх ӑнланнӑ вӑл. Чӗмпӗрти гимназире, Хусанти университетра ӑс пухать. Ырми-канми вӑй хунипе 1868 ҫулта Чӑваш шкулӗ уҫӑлать. Ҫак шкултан ӗнтӗ чӑвашсен пулас вӗрентекенӗсем, ҫыравҫисем, культурӑпа искусство ҫыннисем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.
Ҫакна тата ыттипе паллаштарнӑ ӳркенмен учитель хӑйӗн докладӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |