Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрарӑм хырӑмӗ касса ыратма пуҫласан васкавлӑ медпалӑшу чӗнмен. Вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнӗ те, ку суя паллӑ пулаяссине чухланӑ.
Анчах хырӑмӗ ыратма чарӑнман. Пушшех те, тата вӑйлӑрах ыратма пуҫланӑ. Вара тин вӑл тухтӑрсене чӗнме шутланӑ.
Медпулӑшу машинипе Шупашкарти президент пепкелӗх центрне кайнӑ чухне ҫул ҫинче хайхискер ҫуратма пуҫланӑ. Темиҫе минутран Людмила Жижайкина тата Евгений Козлов фельдшерсем алӑра сывӑ арҫын ачана тытнӑ. Ҫапла пепке Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Енре ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Юлашки кунсенче Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин реанимаци уйрӑмне 8-ти тата 10 ҫулти ачасем лекнӗ.
Пӗри 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Ача пуҫне, ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Вӑл килте аппӑшӗпе ҫеҫ пулни паллӑ.
Тепри 2-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл та вӑйлах аманнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн 3 сехет ҫурӑ кӗрешнӗ.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ачасен 90-95 проценчӗ реанимацие лекет. Кӑҫал 14 шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Телее, пурте чӗрех.
Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте Виталий Яковлев кинологпа паян тӗлпулу иртнӗ. Вӑл хӑй пӗччен ҫитмен, пӗрле Пани ятлӑ йытта илсе пынӑ.
Кинолог ачасемпе тӗл пулнӑ май вӗсене йытӑсем пирки кӑсӑклӑ япаласем каласа панӑ. Ачасем ҫак чӗрчунсем Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче мӗнпе пулӑшни пирки, паянхи кулленхи пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен пӗлнӗ. Шкул ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсене уйрӑммӑн Пани пирки каласа пани кӑсӑклӑ пулнӑ.
Виталий Иванович акӑ мӗн каласа панӑ: Пани сисӗмлӗ те чӑтӑмлӑ, вӑр-вар пулнипе полицейскисем преступленисене уҫса параҫҫӗ, вӗсене тӑвасран вӑхӑтра чараҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансене тытаҫҫӗ. Йытӑ ачасене хӑйӗн хӑш-пӗр ӑсталӑхне те кӑтартса панӑ.
Лагере ҫӳрекенсене паянхи тӗлпулу кӑмӑл кайнӑ. «Ҫӗнтерӳ хаҫачӗ» вӑл нумайлӑха асра юлӗ тесе шантарса калать.
Атнар ял клубӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ача-пӑчасен клублӑ пухӑвне ҫӳрекен ачасем Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе килнӗ. Кун пирки район сайчӗ хыпарлать.
Район центрне 4 ҫухрӑмран ҫитнӗ ачасем музей вырнаҫнӑ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртпа паллашнӑ. Музейри экспонатсемпе экспозицисем те вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Сӑмахран, чӗрӗ хулӑран ӑсталанӑ япаласемпе паллашнӑ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ авалхи чӗрчунсен шӑммисем те ачасене интереслентернӗ. Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.
Вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ «О чем поет самовар» (чӑв. Сӑмавар мӗнле кӗвӗ калать?) курав та Атнар ачисемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.
Район центрне ачасене клуб заведующийӗ Ольга Сергеева илсе кайнӑ.
Хӑйӗн 3 ҫулти ачине вӗлернӗ амӑшне суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ку инкек пӗлтӗр Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшкипе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна киле темиҫе кун кӗртмен. Ӑна тавӑрас тесе вӑл иккӗшӗн хӗрне вӗлерме шутланӑ. Амӑшӗ ҫемҫе япалапа ачан питне хупласа сывлама паман. Унтан хӗрарӑм хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ: аллине, мӑйне касса пӗтернӗ. Анчах ӑна вӑхӑтра медпулӑшу панӑ, вӑл чӗрех юлнӑ.
Хваттерте ача виллине, суранланнӑ хӗрарӑма арҫын /пепке ашшӗ/ тата тӑванӗсем тупнӑ. Судра амӑшӗ айӑпне йышӑнман, ку преступление урӑх ҫын тунӑ тесе каланӑ.
Чӑваш Енре патриотла воспитани парасси ҫинчен калакан саккун йышӑннӑ. Ӑна республика парламенчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, Олег Николаев Элтепер утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патриотла воспитани парассипе муниципалитетсенче программӑсем йышӑнмалла.
Ачасене ҫуралнӑ ҫӗре тата тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе пирӗн Раҫҫейре ҫине тӑрса ӗҫлемен тесен пысӑк йӑнӑш пулас ҫук.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.
Шупашкарти пляжра 3-ри тата 8 ҫулти ачасем хӗвелпе пиҫсе кайнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Амӑшӗ 3-ри ачине хӑйех футболкине хывса янӑ, ӳт-пӗвӗ кӑштах пиҫӗхтӗр тенӗ. Анчах ачана нумаях та кирлӗ пулман - кӗҫех ӳчӗ хӗрелсе кайнӑ, хӑмпӑланса тухнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнтах унӑн суранӗсене сӗрсе ҫыхса янӑ.
Сӑмах май, ҫӗртмен 1-29-мӗшӗсенче республикӑра икӗ ҫын хӗвелпе анранӑ. Пӗр ҫын ҫакна пула тӑнне ҫухатнӑ. Пур тӗслӗхре те ҫынсем хӗвел ҫинче шлепкесӗр пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш хулинче 14 ҫулти хӗрача ҫул ҫинче, шкул умӗнче, банк картти тупнӑ. Хайхискер темиҫе сехетре хулари 9 лавккана ҫитнӗ, 3 пин ытла тенкӗлӗх тавар туяннӑ.
Банк карттин хуҫи полицие пынӑ. Карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. 14-ри хӗрача айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан судра явап тытма тивӗ. Кӗҫӗх Канаш районӗн сучӗ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан. Постреленок» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑсене Анатолий Смолин вырӑсла куҫарнӑ.
Илемлӗ кӗнекене Екатерина Васильева художник ӳкерчӗкӗсемпе хитрелетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова.
Пӗчӗк вулакансем хӑйсен тантӑшсен тыткаларӑшне хаклайӗҫ, ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗ ҫинчен те вуласа пӗлейӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |