Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 19 сехет ҫурӑра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче икӗ ҫынна ҫапса хӑварнӑ. Пӗри вилмеллех аманнӑ. Вӑл — 11 ҫулти хӗрача.
Водитель вырӑнтан тарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна шырама пуҫланӑ. Ку инкек пирки мӗн те пулин пӗлекенсене @antidiler21bot бота пӗлтерме ыйтнӑ.
Паян «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем авари Вӑрманкас ялӗ патӗнче пулнине, водителе тытса чарнине пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫав 64 ҫулти арҫын руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ, вилнӗ хӗрачан 1 ҫулти шӑллӗ кӳмере ларнӑ, вӑл халӗ пульницӑра.
Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсемпе ачасемпе ҫамрӑксене паллаштармалли турсем ирттерме пуҫлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Иртнӗ канмалли кунсенче 5-9-мӗш классенче вӗренекен 90 ача Куславкка районӗнче пулнӑ. «Туризм тата хӑнасене йышӑнас индустри» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче ачасем Куславккара вырнаҫнӑ Николай Лобачевский математикӑн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ, тӗвӗсемпе тата понипе сӑн ӳкерӗннӗ, страуссене апатлантарнӑ.
Кайран вӗсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисен историйӗпе, тӗнчипе паллӑ Николай Бичурин пурнӑҫӗпе паллашнӑ.
Ижевскри шкулсенчен пӗринче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн (унта пӗри пӑшалпа пырса кӗрсе темиҫе ачапа вӗрентекене персе пӑрахнӑччӗ тата амантнӑччӗ) пирӗн республикӑри шкулсенче те хурал ӗҫне вӑйлатма сӗннӗ.
Шупашкарти шкулсенче ӗнертен, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, уйрӑм ҫыннӑн хурал организацийӗсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, инкеклӗ лару-тӑрура хӑйсене епле тытмаллине пӗлеҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, Шупашкарти шкулсенче видеосӑнав камерисем тата йӗрке хуралҫисене васкавлӑн чӗнсе илмелли кнопкӑсем вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарти тухтӑрсем аллергипе аптӑранӑ 7 ҫулти арҫын ача пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хулари ача-пӑча клиника пульницин специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл консервантсене пула шар курнӑ.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ӗнер каҫхине лавккаран туяннӑ кекс ҫинӗ. Унра вара консервант нумай пулнӑ. Паян ирхине те ӑна ӑша янӑ.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхине ачан организмӗнче антителӑсем пулнӑ. Паян ирхине вара вӗсем организма хӳтӗлеме пуҫланӑ. Ҫавна май ача шыҫӑннӑ, ӳчӗ кӗҫӗтме пуҫланӑ. Унӑн юн пусӑмӗ тӑрук анса ларнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ, вӑйӗ чакнӑ.
Ача халӗ пульницӑра сипленет. Сывлӑхӗ йӗркеленсен ӑна ахаль палатӑна куҫарӗҫ.
Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Дерзай, твори!» (чӑв. Чӑрсӑрлан, ту!) ача-пӑчапа ҫамрӑксен наци пултарулӑхӗн конкурсӗ иртӗ. Вӑл 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫулчченхи ҫамрӑксене пӗрлештерӗ. Сцена ҫине халӑх юррин, наци вокалӗн тата хореографи ӑстисем тухӗҫ.
Ҫӗнӗ конкурс пултарулӑха кӑтартма ҫеҫ мар, ыттисенчен вӗренме те май парӗ тесе ӗнентереҫҫӗ конкурс йӗркелӳҫисем. Конкурсӑн тӗллевӗ — нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑр халӑхӗсен историйӗпе тата культурипе паллаштарасси, ачасемпе ҫамрӑксене аталанма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма ҫӗнӗ майсем туса парасси.
Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗччен
8 (9352) 51-56-83 телефон номерӗпе тата onknch@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнӗҫ.
Гала-концерт юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре хулари Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ.
Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Амӑшӗн капиталне индексацилӗҫ. Ҫапла вӑл 12,4 процент хӑпарӗ.
Ҫав тапхӑртан пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев 589,5 пин тенкӗ пулӗ, икӗмӗшӗшӗн – 779 пин тенкӗ. Хальхи вӑхӑтра ку тӳлевсем 524,5 пинпе тата 693,1 пин тенкӗпе танлашаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ пулсан иккӗмӗшӗ ҫуралсан ҫемьене 189,5 пин тенкӗ парӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын арӑмӗпе ывӑлне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме юратнӑ. Пуҫтах арҫынна пула ҫемье 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен темиҫе хут та шар курнӑ.
Хӑйне тата 10 ҫулти ывӑлне арҫын хӗнени ҫинчен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Сӑмах май, арҫынна ачана воспитани парас тӗлӗшпе тивӗҫлипе тӑрӑшманшӑн темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын ӑс-тӑн енчен сыах марри палӑрнӑ. Суд ӑна психиатри больницинче ирӗксӗр сиплентерме йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енри ача пахчисенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ районӗнчи «Юмах» 6-мӗш ача пахчин 10 ҫулхине уявланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Министр воспитательсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне ҫул ҫитменнисен учрежденине уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнипе саламланӑ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме, ачасен пултарулӑхне тата ӑс-хакӑлне аталантарма ача пахчи республика Элтеперӗн грантне – 200 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗ учрежденире ача-пӑча агролабораторийӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Вӗсенче ачасем пӗчӗкрен тӗрлӗ опыт ирттереҫҫӗ, ӳсентӑран ӳстерме вӗренеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.
Паянхи кун республикӑри ача пахчисенче 9 агролаборатори уҫнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ – Шупашкарта, пӗри – Ҫӗрпӳри 4-мӗш ача пахчинче.
Чӑваш Республикинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Чӑваш тӗррин азбуки» енпе ӑсталӑх сехечӗн ярӑмне пуҫарса янӑ. Ӑна «Анне тӗрри» чӑваш тӗррин шкулне йӗркелес ӗмӗтпе ирттернӗ.
Пӗрремӗш ушкӑн ертӳҫи — Лариса Иванова тӗрӗ ӑсти, вӑл Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палати ҫумӗнчи Ремесленниксен гильдийӗн членӗ.
Ӗнерхи занятие Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулти ачасем пырса ҫитнӗ.
Ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансене дидактика материалӗсем, ӗҫре кирлӗ хатӗрсем валеҫсе панӑ.
«Чӑваш тӗррин азбуки» пултарулӑх лаҫҫинче 7-11 ҫулсенчи ачасенчен йӗркеленӗ тӑватӑ ушкӑна вӗрентсе кӑларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |