Шупашкарти тухтӑрсем аллергипе аптӑранӑ 7 ҫулти арҫын ача пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хулари ача-пӑча клиника пульницин специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл консервантсене пула шар курнӑ.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ӗнер каҫхине лавккаран туяннӑ кекс ҫинӗ. Унра вара консервант нумай пулнӑ. Паян ирхине те ӑна ӑша янӑ.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхине ачан организмӗнче антителӑсем пулнӑ. Паян ирхине вара вӗсем организма хӳтӗлеме пуҫланӑ. Ҫавна май ача шыҫӑннӑ, ӳчӗ кӗҫӗтме пуҫланӑ. Унӑн юн пусӑмӗ тӑрук анса ларнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ, вӑйӗ чакнӑ.
Ача халӗ пульницӑра сипленет. Сывлӑхӗ йӗркеленсен ӑна ахаль палатӑна куҫарӗҫ.
Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Дерзай, твори!» (чӑв. Чӑрсӑрлан, ту!) ача-пӑчапа ҫамрӑксен наци пултарулӑхӗн конкурсӗ иртӗ. Вӑл 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫулчченхи ҫамрӑксене пӗрлештерӗ. Сцена ҫине халӑх юррин, наци вокалӗн тата хореографи ӑстисем тухӗҫ.
Ҫӗнӗ конкурс пултарулӑха кӑтартма ҫеҫ мар, ыттисенчен вӗренме те май парӗ тесе ӗнентереҫҫӗ конкурс йӗркелӳҫисем. Конкурсӑн тӗллевӗ — нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑр халӑхӗсен историйӗпе тата культурипе паллаштарасси, ачасемпе ҫамрӑксене аталанма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма ҫӗнӗ майсем туса парасси.
Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗччен
8 (9352) 51-56-83 телефон номерӗпе тата onknch@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнӗҫ.
Гала-концерт юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре хулари Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ.
Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Амӑшӗн капиталне индексацилӗҫ. Ҫапла вӑл 12,4 процент хӑпарӗ.
Ҫав тапхӑртан пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев 589,5 пин тенкӗ пулӗ, икӗмӗшӗшӗн – 779 пин тенкӗ. Хальхи вӑхӑтра ку тӳлевсем 524,5 пинпе тата 693,1 пин тенкӗпе танлашаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ пулсан иккӗмӗшӗ ҫуралсан ҫемьене 189,5 пин тенкӗ парӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын арӑмӗпе ывӑлне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме юратнӑ. Пуҫтах арҫынна пула ҫемье 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен темиҫе хут та шар курнӑ.
Хӑйне тата 10 ҫулти ывӑлне арҫын хӗнени ҫинчен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Сӑмах май, арҫынна ачана воспитани парас тӗлӗшпе тивӗҫлипе тӑрӑшманшӑн темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын ӑс-тӑн енчен сыах марри палӑрнӑ. Суд ӑна психиатри больницинче ирӗксӗр сиплентерме йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енри ача пахчисенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ районӗнчи «Юмах» 6-мӗш ача пахчин 10 ҫулхине уявланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Министр воспитательсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне ҫул ҫитменнисен учрежденине уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнипе саламланӑ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме, ачасен пултарулӑхне тата ӑс-хакӑлне аталантарма ача пахчи республика Элтеперӗн грантне – 200 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗ учрежденире ача-пӑча агролабораторийӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Вӗсенче ачасем пӗчӗкрен тӗрлӗ опыт ирттереҫҫӗ, ӳсентӑран ӳстерме вӗренеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.
Паянхи кун республикӑри ача пахчисенче 9 агролаборатори уҫнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ – Шупашкарта, пӗри – Ҫӗрпӳри 4-мӗш ача пахчинче.
Чӑваш Республикинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Чӑваш тӗррин азбуки» енпе ӑсталӑх сехечӗн ярӑмне пуҫарса янӑ. Ӑна «Анне тӗрри» чӑваш тӗррин шкулне йӗркелес ӗмӗтпе ирттернӗ.
Пӗрремӗш ушкӑн ертӳҫи — Лариса Иванова тӗрӗ ӑсти, вӑл Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палати ҫумӗнчи Ремесленниксен гильдийӗн членӗ.
Ӗнерхи занятие Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулти ачасем пырса ҫитнӗ.
Ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансене дидактика материалӗсем, ӗҫре кирлӗ хатӗрсем валеҫсе панӑ.
«Чӑваш тӗррин азбуки» пултарулӑх лаҫҫинче 7-11 ҫулсенчи ачасенчен йӗркеленӗ тӑватӑ ушкӑна вӗрентсе кӑларӗҫ.
Етӗрнере 49 ҫулти арҫын пӗчӗк ачан сывлӑхне сиен кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче арҫын патӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗ 7 уйӑхри ачипе пулнӑ. Ирхи 4 сехетре те хӗрарӑм ун патӗнчен кайман. Ача темшӗн канӑҫсӑрланса макӑрнӑ.
Арҫынна ку килӗшмен. Малтан вӑл ачан хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пепкен пуҫӗ суранланнӑ, пуҫ купташки хуҫӑлнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Вӑл унччен йывӑр преступлени тунӑшӑн судпа айӑпланнине палӑртмалла.
Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Вӑл юмахри сӑнарӑнни пек.
Нумаях пулмасть тӗп хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗ Золушка ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрӗ валли ҫак ята суйланӑ.
Иртнӗ эрнере ҫак районта 48 пепке ҫуралнӑ: 24 арҫын ача тата 24 хӗрача. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: Илиан, Лука, Золушка, Дана, Стефания. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем: Дамир, Ярослав, Михаил, Валерия, София, Василиса, Елизавета.
Ачасем ҫурални – кашни ҫемье пурнӑҫӗнчи калама ҫук пӗлтерӗшлӗ те савӑнӑҫлӑ самант. Ҫемьере харӑсах икӗ пӗчӗк ача хушӑнсан вара телейӗ те, ачасене ӳстернӗ мӗнпур самант та икӗ хут пысӑкрах.
Паян, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа черетлӗ, 19-мӗш йӗкӗреш регистрациленӗ.
2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Н. ҫемье «Пепкелӗх центрӗнче» икӗ хут телейлӗрех пулса тӑнӑ. Вӗсен пӗрремӗш пепкисем — икӗ арҫын ача — Элекҫейпе Тимахви ҫуралнӑ.
ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне харӑсах икӗ пӗчӗк ача ҫуралнӑ ятпа саламласа вӗсене пурнӑҫри пӗрремӗш патшалӑх хучӗсене – ҫуралнине ӗнентерекен хутсене – пачӗҫ, юлашкинчен вӗсене ырлӑх-сывлӑх, телей тата юрату сунчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |