Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР Наци вулавӑшӗ акци ирттерет. Унта сусӑр ачасем валли шӑккалат пухаҫҫӗ. Пылак парнесене кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче парӗҫ. Шӑпах ҫав кун вулавӑшра «Юлташсемпе – Раштав уявӗ» мероприяти иртӗ.
Ҫак кун вулавӑша сусӑр ачасене чӗнӗҫ, вӗсем валли концерт лартӗҫ. Куракансене ача-пӑча ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи тата коррекци педагогикипе психологи факультечӗн 2-мӗш курс студенчӗсем театрализациленӗ постановка кӑтартӗҫ.
Сусӑр ачасем валли шӑккалат пухас акци паян пуҫланнӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнас килет-и? Шӑккалата кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен илсе пыма юрать. Сирӗн пӗчӗк парне сусӑр ачана пысӑк савӑнӑҫ парнелӗ.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.07 23:28 | |
Каçарăр та, анчах "шăккалат" тесе çырсан кам илĕ-ши ăна? Ман шутпа тутлă апат çак "шăк"- сыпăкран пуçланмалла мар,"шок"- сыпăкран тесе сĕнетĕп эпĕ. Мĕншĕн тесен, унăн тути тĕлĕнтермĕш, çавăнпах вара "шоколат" тени вырăнлăрах терĕм. Хирĕç калакана кĕтсе илесчĕ те вĕт - пулĕ-ши унпала тĕлпулу? | |
