Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пелӳ паракан вӑтам шкулта паллӑ ентеш ҫыравҫӑпа, Георгий Леонидович Ефимовпа, тӗлпулу каҫӗ иртрӗ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Ҫавал хумӗ» кружок членӗсем ентеш ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑввине каҫса кайсах итлерӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем те поэзи лаҫҫинче пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ-ҫке. Ку сӑвва «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат вулаканӗсене те паллаштарас килет. Сӑвӑ ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать:
Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче
Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум.
Касатӑп шӑн ҫӗре –
Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум.
Георгий Леонидович шкулта вӗреннӗ чухнех «Ҫавал хумӗсем» литература кружокне ҫӳрени ҫинчен, мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ. 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сӑвӑсем ҫуралнине пӗлтерчӗ. Ҫыравҫӑн «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ «Марине» сӑввине те вӗренекенсем кӑмӑлларӗҫ. 5-6 класра вӗренекенсен хӑйсен те сӑвӑ ҫырас кӑмӑлӗ ҫуралнине палӑртрӗҫ.
Георгий Ефимович паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, публицист кӑна мар, ӑста купӑсҫӑ та. Пултаруллӑ ентеш ачасене купӑс каласа, юрласа, ташласа савӑнтарчӗ.
Чӑваш Енри мотоциклистсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча медицина центрӗнче йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансен пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Халӗ унта хӑтлӑ.
Пӗчӗкскерсем валли парнесемпе кирлӗ япаласем те илсе килнӗ. Унччен, юсаса ҫӗнетиччен, пӳлӗм тӗксӗм пулнӑ. Мотоциклистсем вара вӗсене мӗнпе те пулин савӑнтарасшӑн пулнӑ. Вӗсем пӳлӗмре юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн унта хаваслӑх хуҫаланнӑ.
Вӗсем каҫхине те, канмалли кунсенче те ӗҫленӗ. Пӗр уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ ку. Мотоциклистсемшӗн ку йывӑр пулман — ачасене пулӑшма яланах хавас вӗсем.
Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна 21 сехетре «Илем» кафе патӗнче курнӑ.
Дмитрий Гаврилов – 14 ҫулта. Вӑл Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнать. Нумаях пулмасть Дима амӑшӗпе ҫапӑҫса кайнӑ-мӗн. Ывӑлӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул хыҫҫӑн уроксене сиктернӗшӗн аслисем ятланӑ.
Амӑшӗ Ирина Гаврилова каланӑ тӑрӑх, унччен вӑл килтен нихӑҫан та тухса кайман. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ял ҫумӗнче – федераци ҫулӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарнине ӑнланмасть.
Полицейскисем Димӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл хура-симӗс тӗслӗ куртка, хура калпак, джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна кам курнӑ – полицие шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ.
Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ.
Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр 16538 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 8574-шӗ — арҫын ача, 7964-шӗ — хӗрача.
Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑра 2016 ҫулта 168 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ку, 2105 ҫулпа танлаштарсан, 26 йӗкӗреш нумайрах.
2016 ҫулта Чӑваш Енре 6 виҫӗреш ҫуралнӑ. 2015 ҫулта вара пӗр ҫемьере ҫеҫ виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Шупашкарта пӗлтӗр 91 йӗкӗреш тата 2 виҫӗреш ҫуралнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне ытларах Артём, Михаил, Кирилл, Максим, Иван, Роман, Александр, Егор, Илья, Дмитрий ят панӑ. Хӗрачасене вара — Анна, Виктория, Дарья, Мария, София, Анастасия, Ксения, Екатерина, Валерия, Елизавета. Сайра тӗл пулакан ятсем те пур: Назар, Марат, Гордей, Прохор, Давид, Тарас, Мила, Элеонора, Руслана, Богдана.
Юлашки кунсенче ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Кунашкалли чылай ҫул пулман. Иртнӗ эрнере 4666 ҫын чирлесе ӳкнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чирлекенсен йышӗ самай нумайланнӑ. Чирленин кӑтартӑвӗ ытти ҫултинчен 1,5 хут ӳснӗ.
Чирлекенсен 50 проценчӗ — 17 ҫул тултарманнисем. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере чирлекен ҫынсем ытларах. Аптӑраса ӳкнисен 5,6 проценчӗ стационарта сипленнӗ. Ыттисем амбулатори мелӗпе чире парӑнтарнӑ.
Иртнӗ эрнере 264 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 215-шӗ — ачасем. ОРВИпе чирлӗ 85 ҫынна лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ. 29 ҫыннӑн вирус пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарти Комбинат урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче хваттерлӗ ҫын хӑйӗн хваттерне хӑна ҫуртне ҫавӑрнӑ. Ятарлӑ сӗтел-пукан, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр лартса тухнӑ та хостел евӗр усӑ курма тытӑннӑ.
Вӑхӑтлӑх пурӑнма янипе хваттер хуҫи пайталлӑ пулнӑ вӑхӑтрах кӳршӗсене пускилти ҫӗр тӗрлӗ хӑна-вӗрле канлӗ пурӑнма кансӗрленӗ. Унтан та ытларах: ҫемьере ҫул ҫитмен виҫӗ ача пулнӑ, вӗсене те килен-каян савӑнтарман.
Пӗчӗкскерсен правине хӳтӗлесе Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратура суда ҫитнӗ. Тавӑҫра кӳршӗллӗ хваттере хӑна ҫуртне ҫавӑрни ачасен правине пӑснине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тата хостеле ҫавӑрас тесен хваттере пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тесе йышӑнмалла. Ун валли ҫуртра пурӑнакансенчен илни кирлӗ.
Саккуна пӑхӑнман ҫынсен тӗлӗшпе суд хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курма юрамасть тесе йышӑннӑ.
ЧР прокуратури Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек шкулне тӗрӗсленӗ. Ачасене мӗнпе апатлантараҫҫӗ? Ҫакна тӗрӗсленӗ чухне прокуратура саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, шкулта ачасене икӗ хутчен вӗри апат ҫитермелле. Анчах ку шкулта шӑпӑрлансене пӗр хутчен ҫеҫ апатлантарнӑ. Апатланмӑшра технологи ӗҫне тӗрӗслеменни те ҫиеле тухнӑ.
Ачасене ҫитернӗ ҫӗрулми ӑҫтан пулни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пахчинче ӳстернӗ ҫӗрулмипе апатлантарнӑ-мӗн. Малти Ишек шкул директорӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
Канашри 12-мӗш ача пахчине суд приставӗсем хупнӑ. Яланлӑхах мар, ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ.
Ача пахчи шӑпӑрлансен сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унта условисем япӑххи пирки ашшӗ-амӑшӗ ҫӑхав ҫырнӑ. Чӳречесем кивӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте кантӑк вырӑнне — полиэтилен хутаҫ. Вӑл вара пӗчӗкскерсене сивӗрен хӳтӗлемест.
Пӳлӗмри сывлӑш температури те нормӑран самай пӗчӗк пулнӑ. Ҫавна пула ачасем ӑшӑ тумпа, пушмакпа ҫӳренӗ. Ӑшӑ тытас тесе ача пахчинчи ӑшӑтакан кӑмакасем пулнӑ.
Ашшӗ-амашӗ Роспортребнадзора ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн ӗҫ суда ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫурта 30 кунлӑха хупма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ.
Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |