Иртнӗ эрнере пӗр кунхине ирхи 8 сехетре Шупашкарта пурӑнакан ача кӗтекен ҫамрӑк хӗрарӑм кӗҫех ҫӑмӑлланассине туйнӑ, вӑл часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Фельдшерсем вырӑна 13 минутран ҫитнӗ.
2006 ҫултанпа васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен Александр Терентьев хӗрарӑма пӑхнӑ хыҫҫӑн ачана килтех ҫураттарма йышӑннӑ. Кун валли фельдшерсен кирлӗ хатӗрсем пур. Ӑна ҫӑмӑл мар ку ӗҫре Отавия Соловьева фельдшер пулӑшнӑ.
Тепӗр 10 минутран ҫут тӗнчене сывӑ хӗрача килнӗ, кун пирки пӗлтерсе кӑшкӑрса янӑ. Тухтӑрсем амӑшӗпе ачине пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекен ачасем ют чӗлхепе экзамен тытма хыпса ҫунниех сисӗнмест. Ҫапла пӗтӗмлетме май параҫҫӗ ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова пӗлтернӗ цифрӑсем.
Ют чӗлхепе пурин те экзамен тытмалли сӗнӗве «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин хастарӗсем тишкернӗ. Вӗсем тата экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхепе пур ачан та экзамент тытмалли йӗрке ҫине куҫма вӗренӳ тытӑмӗ хатӗр мар. Специалистсене ҫапла шухӑшлама тӗрлӗ сӑлтав хистет. Ҫав шутра — шкулсенче ют чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫитменни, ҫавна май ачасене тарӑн пӗлӳ пама май килменни. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алена Аршинова шкулсен 60 проценчӗ ялта вырнаҫнӑ, апла пулсан унтисене ют чӗлхе ӳлӗмрен пит кирлех те мар тесе те шухӑшлать.
Маларах асӑннӑ Алевтина Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри шкулсенче тӑххӑрмӗш класс пӗтерекенсенчен 6 проценчӗ ҫеҫ ют чӗлхепе экзамен тытать, вунпӗрмӗш пӗтерекенсенчен — 10-а яхӑн проценчӗ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗчӗк тӗпренчӗкӗ пирки мансах эрех ӗҫнӗ. Ҫакна те кӳрши-арши сиснӗ ӗнтӗ — тивӗҫлӗ органсене евитлекен тупӑннӑ курӑнать. Ӳсӗр амӑшӗллӗ ҫемьене полици ӗҫченӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем 2018 ҫулта ҫуралнӑ пепкене ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.
Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн ӗҫченӗсене ҫапла тума ачан амӑшӗ вил ӳсӗр пулни хистенӗ. Киккирикне самай хӗртнӗскер хӑй айӑпне йышӑнас вырӑнне пакунлисемпе сиксе тавлашнӑ, кӑшкӑрнӑ, усал сӑмах перкелешнӗ. Пӗчӗк ача ҫав вӑхӑтра выҫӑ, ҫипуҫӗ те унӑн таса мар пулнӑ.
Пепкене пульницӑна илсе кайсан ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Ленин райн администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссие хыпарланӑ. Амӑшне профилактика учетне илме йышӑннӑ. Тивӗҫе ыррӑн пурнӑҫламаннине кура хӗрарӑма явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта Русфонд ирттерекен акци пуҫланнӑ. «Пурнӑҫа ҫӑл – шӑмӑ сӑссин донорӗ пул» ятлӑскер малтан Йошкар-Олара иртнӗ. Чӑваш Енре вӑл раштавӑн 13-31-мӗшӗсенче пулӗ.
Акцие Йошкар-Олари 5 ҫулти Мария Капрановӑна пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Вӑл чирлет, унӑн шӑмӑ сӑссине куҫарса лартмалла. Раҫҫей регистрӗнче вара кирлӗ донор ҫук.
Хальлӗхе тухтӑрсем Машӑн ашшӗне донор тӑвас шухӑшлӑ, анчах вӗсен пӗрпеклӗх 100 проценчӗпех мар.
Акцие хутшӑнакансен Инвитро лабораторире юн памалла. Е «Промедик» медицина центрӗсен сечӗсене ҫитмелле.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 20 минутра Шупашкарта Ленин Комсомолӗн урамӗни 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 11 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Шевроле» пырса кӗнӗ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрачана машинӑн тӗкӗрӗ лекнӗ.
Суранланнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи ача пахчинче халӗ те сивӗ. Тӗрӗсрех, ӗнер ҫак ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Ача пахчинчи лару-тӑру пирки республика ертӳҫине вӑл ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче евитлекен тупӑннӑ. Ыйту ҫивӗчлӗхне кура ҫавна ӗнер Правительство ҫуртӗнчи канашлура хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов ку ыйтупа тӗрӗслев ирттернине ӗнентернӗ.
«Шӑматкун лару-тӑрӑва йӗркеленӗ, паян ачасем ача пахчине кайнӑ», – хыпарланӑ министр.
Михаил Игнатьев поселокра мӗншӗн халӗ те блокпа модуль котельнӑйне хута яманнипе кӑсӑклансан газ яма ирӗк илменни ҫиеле тухнӑ. Республика ертӳҫи яваплисене палӑртса явап тыттарма хушнӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класра вӗренекенсем Николай Золотницкий пирки пуҫ ватнӑ. Кам вӑл? Ҫапла ыйтнӑ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева. Хурав шыраса ачасенчен пӗрисем шкул вулавӑшне васканӑ, теприсем чӑваш чӗлхипе литература пӳлӗмӗнчи тӗрлӗ меслетлӗх кӗнекисене, вӗрентӳ пособийӗсене тишкернӗ, теприсем вӗрентекенпе тӗнче тетелӗнче Николай Золотницкий ҫинчен ҫырнине, унӑн статйисене шыранӑ.
«Ачасем тӑхтав вӑхӑтне усӑллӑ ирттерчӗҫ, каннӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗ тума пултарчӗҫ.
Николай Золотницкий (1829-1880) чӑваш ҫырулӑхне "ӳ" сас палли кӗртни ачасемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑлах 1867 ҫулта чӑвашсем валли пӗрремӗш букварьпе пӗрремӗш календарь те кӑларнӑ иккен! Улттӑмӗш класра ӑс пухакансем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен презентаци курчӗҫ, "ӳ" сас паллипе сӑмахсем тупса чӑвашла-вырӑсла словарь турӗҫ», — пӗлтерет Алина Николаева.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта вӗренекенсем Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутне экскурсие кайнӑ.
Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитӗнекен ӑрӑва пулас профессие суйласа илме пулӑшас тӗллевпе 9 класс ачисемпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Класс сехечӗсенче прфесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, вӗрентекенсем ачасене кӑсӑклантарнӑ ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ. Ӗҫ профессийӗсемпе кӑсӑкланнине кура Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура заводне 8, 9 класс ачисене экскурсие илсе кайнӑ. Экскурсие йӗркелеме шкулти ашшӗ-амӑшӗн ертӳҫи Анна Николаевна (вӑл савутра ӗҫлет) пулӑшнӑ.
Савутри профсоюз пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Романов экскурсовод ачасене предприятири ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.
Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ:
— Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа.
Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ:
— Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла. Ҫакӑ вӑл эпир ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ ҫынсем пулнине кӑтартать. Эпир ҫак ҫын умӗнче вырӑсла калаҫманни эпир ӑна хисеплеменнине пӗлтерет.
— Эпир шутпа нумайраххине курса, пире хисеп туса, ҫак ҫын пирӗнпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшмалла мар-шим? — тесе ыйтасшӑнччӗ унран, анчах ӗлкӗреймерӗм: вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе айккинелле пӑрӑнса кайрӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |