Чӑваш Енри ачасем Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑннисен юбилей логотипӗн эскизне те хатӗрлемелле пулнӑ. Ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнипе пӗрлех регионӑн ҫутҫанталӑк, истори, культура тайӑнне палӑртмалла.
Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне темиҫе ҫӗр ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсен авторӗсем — 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисем. Конкурс комиссийӗ 20 ӗлкене суйласа илнӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав пырать. Вӑл раштавӑн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чи лайӑх ӗҫӗн авторӗ хаклӑ парнене тивӗҫӗ, унӑн логотипӗпе Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине уявланӑ чух халӑх элемӗ евӗр усӑ курӗҫ.
Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.
Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.
Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пирус, сиенлӗ ытти япала сутса укҫа темле мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра шкулсенче СНЮСсем сарӑлни пирки хыттӑн, уҫҫӑн ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗҫ. Ку амак Шупашкара та ҫитни вӑрттӑнлӑх мар. Никотинлӑ япаласене канихвет хурӑмлӑ тесе те сараҫҫӗ иккен. Ӑна чӑмлани (унпа усӑ курни) сывлӑха сиен кӳрет. Ача-пӑча ӑна-кӑна ӑнланса пӗтереймест е аслӑраххисенчен юлас килмест, е ашшӗ-амӑшӗ авторитетлах мар — вӗсем урам йӑли-йӗркипе, тепӗр тантӑшӗсен ырах мар пурнӑҫӗпе пурӑнма талпӑнаҫҫӗ.
Тавах Турра тесе каламалла-ши, халӗ ку ыйтупа прокуратура ӗҫлеме пуҫлӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СНЮСсене сутнине тата усӑ курнине надзор органӗ ытти ведомствӑпа пӗрле пулса тӗрӗслеме тытӑнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем инкексем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫул пӑрлак, машинӑсем хӑвӑрт чарӑнаймаҫҫӗ. Кипкепе ҫуралнисем инкекре чӗрех юлаҫҫӗ пулсан, теприсен шӑпи кӑрарах-ши: вӗсем вырӑнтах вилеҫҫӗ.
Паян Канаш районӗнче инкек пулса иртнӗ. Ирхи 7 сехет те 30 минут тӗлӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ, 39 ҫулти хӗрарӑм, вилнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Калина» рулӗ умӗнчи хӗрарӑм хӑй умӗнче пыракан «ГАЗель» автомобильтен иртсе каяс тенӗ. Ҫав вӑхӑтра хирӗҫ ҫулпа «Рено» килнӗ. Ӑна та хӗрарӑм-водитель тытса пынӑ. 45-ри водитель хӑйне хирӗҫ сиксе тухнӑ машинӑпа ҫапӑнас мар тесе чарӑнма хӑтланнӑ. Ҫавна май вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта хайхи «Лада Калинӑпа» (хайхи малтан асӑннӑ машина. Вӑл хӑйӗн ҫулӗ ҫине кӗме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ) ҫапӑннӑ, «Лада Калина» ҫине хыҫра пыракан «ГАЗель» пырса кӗнӗ.
«Калина» рулӗ умӗнчи хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. «Рено» салонӗнчи хӗрарӑма тата 8 ҫулхи хӗрачана тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Иртнӗ эрнере пӗр кунхине ирхи 8 сехетре Шупашкарта пурӑнакан ача кӗтекен ҫамрӑк хӗрарӑм кӗҫех ҫӑмӑлланассине туйнӑ, вӑл часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Фельдшерсем вырӑна 13 минутран ҫитнӗ.
2006 ҫултанпа васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен Александр Терентьев хӗрарӑма пӑхнӑ хыҫҫӑн ачана килтех ҫураттарма йышӑннӑ. Кун валли фельдшерсен кирлӗ хатӗрсем пур. Ӑна ҫӑмӑл мар ку ӗҫре Отавия Соловьева фельдшер пулӑшнӑ.
Тепӗр 10 минутран ҫут тӗнчене сывӑ хӗрача килнӗ, кун пирки пӗлтерсе кӑшкӑрса янӑ. Тухтӑрсем амӑшӗпе ачине пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекен ачасем ют чӗлхепе экзамен тытма хыпса ҫунниех сисӗнмест. Ҫапла пӗтӗмлетме май параҫҫӗ ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова пӗлтернӗ цифрӑсем.
Ют чӗлхепе пурин те экзамен тытмалли сӗнӗве «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин хастарӗсем тишкернӗ. Вӗсем тата экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхепе пур ачан та экзамент тытмалли йӗрке ҫине куҫма вӗренӳ тытӑмӗ хатӗр мар. Специалистсене ҫапла шухӑшлама тӗрлӗ сӑлтав хистет. Ҫав шутра — шкулсенче ют чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫитменни, ҫавна май ачасене тарӑн пӗлӳ пама май килменни. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алена Аршинова шкулсен 60 проценчӗ ялта вырнаҫнӑ, апла пулсан унтисене ют чӗлхе ӳлӗмрен пит кирлех те мар тесе те шухӑшлать.
Маларах асӑннӑ Алевтина Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри шкулсенче тӑххӑрмӗш класс пӗтерекенсенчен 6 проценчӗ ҫеҫ ют чӗлхепе экзамен тытать, вунпӗрмӗш пӗтерекенсенчен — 10-а яхӑн проценчӗ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗчӗк тӗпренчӗкӗ пирки мансах эрех ӗҫнӗ. Ҫакна те кӳрши-арши сиснӗ ӗнтӗ — тивӗҫлӗ органсене евитлекен тупӑннӑ курӑнать. Ӳсӗр амӑшӗллӗ ҫемьене полици ӗҫченӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем 2018 ҫулта ҫуралнӑ пепкене ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.
Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн ӗҫченӗсене ҫапла тума ачан амӑшӗ вил ӳсӗр пулни хистенӗ. Киккирикне самай хӗртнӗскер хӑй айӑпне йышӑнас вырӑнне пакунлисемпе сиксе тавлашнӑ, кӑшкӑрнӑ, усал сӑмах перкелешнӗ. Пӗчӗк ача ҫав вӑхӑтра выҫӑ, ҫипуҫӗ те унӑн таса мар пулнӑ.
Пепкене пульницӑна илсе кайсан ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Ленин райн администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссие хыпарланӑ. Амӑшне профилактика учетне илме йышӑннӑ. Тивӗҫе ыррӑн пурнӑҫламаннине кура хӗрарӑма явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта Русфонд ирттерекен акци пуҫланнӑ. «Пурнӑҫа ҫӑл – шӑмӑ сӑссин донорӗ пул» ятлӑскер малтан Йошкар-Олара иртнӗ. Чӑваш Енре вӑл раштавӑн 13-31-мӗшӗсенче пулӗ.
Акцие Йошкар-Олари 5 ҫулти Мария Капрановӑна пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Вӑл чирлет, унӑн шӑмӑ сӑссине куҫарса лартмалла. Раҫҫей регистрӗнче вара кирлӗ донор ҫук.
Хальлӗхе тухтӑрсем Машӑн ашшӗне донор тӑвас шухӑшлӑ, анчах вӗсен пӗрпеклӗх 100 проценчӗпех мар.
Акцие хутшӑнакансен Инвитро лабораторире юн памалла. Е «Промедик» медицина центрӗсен сечӗсене ҫитмелле.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 20 минутра Шупашкарта Ленин Комсомолӗн урамӗни 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 11 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Шевроле» пырса кӗнӗ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрачана машинӑн тӗкӗрӗ лекнӗ.
Суранланнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи ача пахчинче халӗ те сивӗ. Тӗрӗсрех, ӗнер ҫак ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Ача пахчинчи лару-тӑру пирки республика ертӳҫине вӑл ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче евитлекен тупӑннӑ. Ыйту ҫивӗчлӗхне кура ҫавна ӗнер Правительство ҫуртӗнчи канашлура хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов ку ыйтупа тӗрӗслев ирттернине ӗнентернӗ.
«Шӑматкун лару-тӑрӑва йӗркеленӗ, паян ачасем ача пахчине кайнӑ», – хыпарланӑ министр.
Михаил Игнатьев поселокра мӗншӗн халӗ те блокпа модуль котельнӑйне хута яманнипе кӑсӑклансан газ яма ирӗк илменни ҫиеле тухнӑ. Республика ертӳҫи яваплисене палӑртса явап тыттарма хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |