Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ.
Ватӑ хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ӑна ӑнсӑртран ҫулталӑк ҫурӑри мӑнукӗ хупса лартнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсене ачан амӑшӗ пӗлтернӗ.
Ку паян 13 сехетре пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хваттерте хӗрарӑм йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухнӑ. Мӑнукӗ питӗрса лартсан ӑна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ватӑ хӗрарӑм патне пусмапа балкон ҫине хӑпарнӑ, алӑка уҫма пулӑшнӑ.
Амӑшӗ ҫӑлавҫӑсене тав тунӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем профессионалсем, алӑка ҫӗмӗрмесӗрех уҫма пултарнӑ.
Унчченрех вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашсем вырӑсла калаҫма пӗлмен чӑвашсен умӗнче хӑйсене лешсенчен ӑслӑрах, вырӑсла каласан, „крутойрах“ ҫын вырӑнне хунине астӑватпӑр-ха. Чӑвашла каласан „чӑнкӑрах“ ӗнтӗ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пӑрахрӗ : ҫын вырӑсла калаҫма пӗлни вӑл ыттисенчен ӑслӑрах е „крутойрах“, „чӑнкӑрах“ пулнине кӑтартмасть. Мӗншӗн тесен паянхи кун кашни чӑваш ҫынниех, пӗчӗк ачаран пуҫласа чи ватӑ ӳсӗмри мучиччен е карчӑкчченех, нумай чухне вырӑссенчен те ирттерсе, вырӑсла шатӑртатса лайӑх калаҫать. Ҫавна пула хальхи вӑхӑтра, ху вырӑсла калаҫма пӗлнипе никама та тӗлӗнтереймӗн те, мухтанаймӑн та „чӑнкӑ“ та пулаймӑн. Урӑхла каласан паянхи чӑваш вырӑсла калаҫма пӗлни- нимле „крутой“ япала та мар, урӑхла пулма та пултараймасть. Сӑлттавне каларӑм.
Ҫакна пӑхмасӑрах, паян нумай чӑваш ашшӗ-амӑшӗ, ачисем ыттисенчен „чӑнкӑрах‘ пулчӑр тесе пулас, пурпӗрех, вӗсене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмесӗрех, инерципе вырӑсла ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшать-ха. Урӑхла каласан, вырӑсла ҫеҫ калаҫакан ача чӑвашла калаҫакан ачаран „ӑслӑрах“ пек туйӑнать пуль ҫав вӗсене.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн доценчӗн ӗҫне Раҫҫейре пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмахӑмӑр — педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, педагогика ӗҫченӗсен професси аталанӑвӗн кафедрин доценчӗ Людмила Васильева пирки. Унӑн «Регионализация дошкольного этнохудожественного образования» (чӑв. Шкул ҫулне ҫитменнисен этнохудожество вӗрентӗвне региона кура йӗркелесси) ӗҫӗ «Языки и культура народов России: сохранение и развитие» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем тата культури: сыхласа хӑварасси тата упрасси) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ӗҫсене номинацисемпе суйласа илнӗ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Раҫҫейӗн 51 регионӗнчи 110 практика.
Людмила Васильева Канашри педагогика училищинче (1973-1976 ҫулсенче), Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче, асӑннӑ аслӑ шкулӑн аспирантуринче, Мускаври патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2018 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсем икӗ амӑшне пулӑшнӑ. Вӗсене хӑйсен ачисемех питӗрсе лартнӑ.
11 сехет ҫурӑра пӗр хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ: Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнаканскер хваттере кӗреймен. Вӑл подъезда йӑпӑртлӑха тухнӑ, ҫав вӑхӑтра ачи алӑка ӑнсӑртран питӗрнӗ. Плита ҫинче вара апат пиҫсе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка уҫнӑ. Ача йӗркеллех.
Ӗнер 12 сехет те 47 минутра ҫав урамра хӗрарӑм балкона тухнӑ, пӗчӗк хӗрӗ вара алӑка хупса лартнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн уҫайман, урамра вара сивӗ. Ҫитменнине, плита ҫинче апат вӗресе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9-мӗш хутран 8-мӗшне альпхатӗр пулӑшнипе аннӑ, балкон алӑкне уҫнӑ.
Юлашки эрнере ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ: 27,1 процент. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче чирленӗ 4 165 ҫынна шута илнӗ.
ОРВИпе чирлекенсен 69,9 проценчӗ – 17 ҫула ҫитеймен ачасем. 2 ҫула ҫитеймен ачасем те самай чирленӗ: 19,3 процент. 3-6 ҫулсенчи шӑпӑрлансен хушшинче чирлисен йышӗ – 29,3 процент, 7-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче 58 процент, 15-17 ҫулсенчи ҫамрӑксен йышӗнче – 52,6 процент.
Пульницӑна ОРВИпе чирлӗ 110 ҫын выртнӑ. Ку, эрне каяллахипе танлаштарсан, 26 ҫын нумайрах.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнакан ачасем валли парнесем пухӗҫ. Акци «Юлташа тетте парнеле» ятлӑ.
Сирӗн те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас килсен Шкул умӗнхи вӗренӗве аталантармалли центра ҫитмелле. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Эгер бульварӗ, 6/1-мӗш ҫурт. Теттесене Шупашкарти кирек мӗнле ача пахчине те илсе килме юрать.
Акци вӑхӑтӗнче пухӑннӑ теттесене йывӑр лару-тӑрӑва лекне ачасене парӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансене ыркӑмӑллӑх елкисенче те парнелӗҫ. Сӑмах май, кунашкал мероприятисем раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ.
Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Мистер Мороз-2020» (чӑв. 2020-мӗш ҫулхи пӗчӗк Хӗл Мучи) конкурс иртӗ.
Маларах асӑннӑ тытӑмра информаципе аналитика ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен Екатерина Осипова методист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса пултарулла ачасене тупса палӑртас, Ҫӗнӗ ҫул ирттерессипе ҫыхӑннӑ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, Ҫӗнӗ ҫул уявӗн тӗп сӑнарне анлӑ сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва 5-6 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен икӗ ӗҫе пурнӑҫлама тивӗ: пултарулӑха е юрласа, е ташласа, е сӑвӑ каласа кӑтартмалла. Иккӗмӗш конкурсра хитре тумтире кӑтартмалла. Урара хитре, асамлӑ ҫӑматӑ пулмалла. Конкурса хутшӑнгас кӑмӑллисен ҫакӑн пирки чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗлтермелле.
Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарти культура ҫурчӗсенчен хӑшӗсем ачасене Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан мероприятисем ирттернӗ.
Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн информаципе аналитика енӗпе ӗҫлекен методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче Х. Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗпе пӗрле «Поэт земли чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн поэчӗ) информаципе пӗлӳ программи йӗркеленӗ.
«Ровесник» культура ҫуртӗнче шкул ачисемпе ирттернӗ тӗлпулӑва Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хутшӑннӑ.
Музейсенче те тӗрлӗ ӗҫ туса йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа флешмоб ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарти шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрача аслашшӗн ашшӗне (прадед тенӗ те вырӑсла, те аслашшӗн ашшӗ ӗнтӗ, те кукашшӗн) халалласа кашни кун усӑ курмалли «Живите и помните!» (чӑв. Пурӑнӑр тата асра тытӑр!) календарь хатӗрленӗ.
Ҫав ӗҫпе Полина, вӑл Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта вӗренет, Юлий Иконников ячӗллӗ пултарулӑх конкурсне хутшӑннӑ. Ҫӗршыв шайӗнче тӑваттӑмӗш хут йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар ачин ӗҫне «Мои дороги как военные пути» (чӑв. Вӑрҫӑ ҫулӗсем евӗр маншӑн хаклӑ) номинацире пысӑка хурса хакланӑ. Хӗрачан ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Пултарулӑх конкурсне Раҫсейӗ шырав юхӑмӗ ирттернӗ. Маларах асӑннӑ шкулта вӗренекен Виктор С. 2016 тата 2017 ҫулсенче ҫав конкурса хутшӑнса парнене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |